Умĕн калани


Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанаш ялĕпе унта пурăнакан çынсем çинчен пысăк пичетре 1848 çулта Петербургри «Северное обозрение» журналта «Предания чуваш» ятлă очерк пичетленнĕ. Ăна çак ялта çуралса ӳснĕ Василий Иванович Лебедев хайланă.

«Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесĕнче Станашево ялĕ пур. Кунти вырăс ваттисем каланă тăрăх çав ялăн ячĕ ялтан çур çĕр хĕвел тухăç енче, виçĕ çухрăмра, сăртăн çурринче, пысăках мар Выла шывĕ хĕрринчи пĕр хăрушла хыр патĕнче пулнă вăрă-хурахсен станĕпе çыхăннă.

Чăваш ваттисем пачах урăхла, Станашево ял ячĕ Сăр тăрăхĕнчи чăвашсен ăрăвне пуçласа янă çичĕ пĕр тăванран пĕрин ятĕнчен — Штанашран пулса тăнă теççĕ.

Санăн, Штанаш, пăрулас ĕнӳ пур, хăвала ăна хăш еннелле те пулин, ĕнӳ пăруланă вырăна пӳрт лартăн та ĕçлесе пурăнăн, ĕнӳ утса тухнă çул санăн пултăр».

Революциччен Штанаш сали Атай вулăс центрĕ пулнă. Ялта чиркӳ ĕçленĕ. Ун çумĕнче шкул уçнă.

Истории докуменчĕсене ĕненес пулсан шкула 1840 (Календарь Симбирской губернии. 1877г. Стр.125) е 1842 çулта (В.Э.Красовский. Хронологический перечень событий Симбирской губернии 1372–1901 гг. Симбирск. 1901. с. 84) (Государственный архив Ульяновской области) уçнă.

Г. А. Савельев хаçат-журналта шкула 1840-мĕш çулта уçнă тесе темиçе статья пичетлерĕ, никам та тĕплĕн кăсăкланакан пулмарĕ.

Кăçал шкул хăйĕн 165 çулхи юбилейне паллă тăвать. (1842) Вăл вăхăтра Штанашри шкул удельнăй шкул шутланнă, турă законне вĕрентесси тĕп вырăнта пулнă, священниксем урок ирттернĕ. Революцичченхи тапхăрта шкулта ялти чиркӳре ĕçлекенсен, вулăс правленийĕн служащийĕсен, ытлă-çитлĕ пурăнакан çемьесенчи ачасем вĕреннĕ. Класс тултăр тесе, хресчен ывăлĕсене те вăйпах çӳретнĕ. Анчах та вĕсен вĕреннĕшĕн тӳлеме укçа-тенкĕ çитменрен вĕренме пăрахма тивнĕ.

1917–1918 вĕренӳ çулĕнче шкулăн ячĕ улшăннă. Вăл ял хуçалăх училищи пулса тăнă.

1924 çул — 6 çул вĕренмелли шкул.

1930 çул. Шкул колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулса тăрать. Кунта 7 çул вĕренмелле пулнă. Шкулăн кролик ферми пулнă, «Капкăн» колхоз шкула пĕр гектар çĕр уйăрса панă. Ачасем вĕреннĕ, фермăра ĕçленĕ, ял хуçалăх культурисен çĕнĕ тĕсĕсене çитĕнтерме хăнăхнă.

1935 çулта вăл вăтам шкул ятне тивĕçет, 1938 çулта вăтам шкул пĕтерни пирки пĕрремĕш номерлĕ аттестата Альдеева Ольга Филимоновнăна параççĕ.

2007 çулта шкул ячĕ каллех улшăнчĕ — 9 çул вĕренмелли шкул.

Шкул историйĕ çав тери пуян.

1871 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче шкула тĕрĕслеме Илья Николаевич Ульянов килнĕ.

Шкулта И.Я.Яковлев шкулĕнче Константин Ивановпа пĕрле вĕреннĕ Георгий Ильич Ильин (1890–1982) нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Зоя Платоновна Прокопьева шкулта тăрăшнă. Пĕрремĕш ракетчик Иван Николаевич Коннов, Совет Союзĕн Геройĕсем Алексей Романович Логиновпа Иван Кузьмич Поляков, «Казах ССР-ĕнчи аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Филимон Семенович Арасланов, шкул музейне уçнă ĕçпе вăрçă ветеранĕ Егоров Виктор Емельянович, ученăйсем — В.А.Новиков, В.Г.Мемедейкин, Ф.И.Лобов, А.Ф.Альдяков, И.Ф.Сахаров, В.Воронов, Ю.Пахинов, А.И.Ефимова, П.Сюткин, Л.Л.Лобов…

Иван Лисаевăн «Вун пиллĕкре эпĕ, комбат» повеçĕн геройĕ-полк ывăлĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Тихонович Кассиров, музыкăпа драма театрĕн директорĕнче 30 çул ĕçленĕ «Чăваш АССР искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕ», «РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Элле Николай Алексеевич пĕрремĕш сас паллисемпе çак шкулта паллашнă.

Штанашри вăтам шкул вĕренекенĕсем шкул чысне яланах çӳллĕ шайра тытнă, тытаççĕ. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ ĕçчен ятне, орден-медаль илме тивĕçнисем питĕ нумай.

Сергей Юшков тата Иван Лисаев писательсен ĕç биографийĕ Штанашри вăтам шкултан пуçланнă.

Александр Артемьев, Александр Угольников, Виссарион Синичкин, Розин Ярандай, В.С. Михайлов, писательсем тĕрлĕ çулсенче çак шкулта вĕреннĕ.

Кĕнекене çак шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ шкул ачисен юмахĕсене кĕртнĕ.

Эпĕ шкулта темиçе çул хушши «Юмах çыратпăр хамăрах» кружок ертсе пытăм.

Вĕренекенсен юмахĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Тантăш», «Ачапча», «Хатĕр пул», «Пирĕн пурнăç». Вулакана çирĕп сывлăх тата пурнăçра телей сунса

Галина Зотова

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ЕГОРЫЧ (2009-11-24 20:37:34):

ГАЛИНА ЗОТОВА ЮМАХСЕМ АНЧАХ МАР ТАТА ИСТОРИПЕ ТЕ ИНТЕРЕСЛЕНЕТЬ ИККЕНЬ.ХАМĂР ПУРĂНАКАН ВЫРĂН ИСТОРИНЕ ПĔЛНИ ПИТĔ КĂМĂЛЛĂ.

 

ВАЛЕНТИНА (2009-11-29 19:54:21):

Много интересного почерпнула, как интересно!

Спасибо Галя, за твои труды!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя Яковлева (2010-11-25 22:01:43):

Мне тоже очень очень понравилось))))

Горжусь своей учительницой)))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

АРИСТАРХ (2011-01-05 18:52:10):

ГРАММАТИКА ЙАНАШЕСЕНЕ ПАРТАК ТУРЛЕТМЕЛЛЕ, НО... ГАЛИНА ЗОТОВАНА МАТТУР ЧАВАШ ХЕР АРАМЕ ТЕСЕ КАЛАСА КИЛЕТ! АНАСУСЕМ САНА! Но йанашсене малтан партак пахса тух(силленсе мар...)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2011-01-05 21:36:41):

Ырă сăмахсемшĕн тавах.Урăх кĕнеке кăларма вăй-хăват тупасси пулас çук пулĕ.2010-мĕш çулта Мускавра хитре хуплашкаллă "Зотовы-фамилия особая" энциклопеди пичетленсе тухрĕ.Мускаври хастар Зотовсем мана та асăрханă,творчество страницинче пĕр юмаха кун çути панă, ăна мана Яков Угольников вырăсла куçарса ярса пачĕ. Александр Угольниковăн пиччĕшĕ Саратов облаçĕнче пурăнать, краеведенипе кĕнекесем кăларать.Николай Плотников пухса хатĕрленĕ "Асамлăх çулĕ" кĕнекере манăн пĕр юмах кун çути курчĕ. Сывлăх пулсан, тепĕр ырă çын мана çул уçса парсан, эпĕ хамăн 55 çулхи юбилей тĕлне историллĕ хайлавсене пичетлесе кăларасшăн-ха.

 

Галина Зотова (2012-01-10 20:28:27):

Хам сăмаха тытрăм. "Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения" ятлă кĕнеке кăларма вăй-хăват çитертĕм.Унсăр пуçне Николай Плотников пухса хатĕрленĕ "Урхамахсем тăраç тапăртатса" кĕнекере эпĕ çырнă икĕ хайлав пичетленчĕ.

 

Людмила Андреева (2012-01-15 20:45:33):

Питĕ маттур Эсир! Сирĕн пек çынсем чăваш çĕрĕ çинче татах нумай пулинччĕç. Мĕн чухлĕ ырă ĕç тума ĕлкĕретĕр иккен Эсир! Вăй-хăватăра ăçтан çитеретĕр-ши? Пирĕн тăрăхра Эсир пурришĕн савăнатăп, мухтанатăп, хушăран ăмсанатăп та... Сирĕн пек маттур пулас килет, Сирĕнтен тĕслĕх илсе хамăн юратнă ĕçĕмре чуна парса ĕçлес килет. Ыттисене те пурнăçра хавхалантарма пултарнишĕн тавах Сире.

Кăвар чĕреллĕ Галина Вячеславовнăна умне лартнă ĕмĕчĕсене пурнăçлама Турри пулăшса пытăрччĕ. Ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тăвăр, эпир Сирĕн ĕçĕрсене вуласа хавхаланса пурăнар!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Любовь Шашкина (2012-01-15 21:22:30):

Эпĕ те сире, Галина Вячеславовна, тата пысăк çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăх сунатăп.Ăнăçу сире!

 

Галина Зотова (2012-01-16 16:24:28):

Тавах ырă сăмахсемшĕн."Штанашский край" вулакана килĕшессе шанатăп.Кăçал районта юбилейсем чылай, юбилей ячĕпе районта татах та чылай ĕç пичетлеме палăртнă.Хамăр тăрăхри паллă çынсем çинчен ытларах пурне те пĕлтересчĕ.

 

Иванова Анастасия (2013-10-15 14:53:21):

Галина Вечеславовна сывă пулăр, ан чирлĕр, пире вĕрентсе кăларса çын тăвăр

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Г. Зотова (2013-10-15 15:33:21):

Ырă сунакан пур вулакана та чунтанах тав тăватăп!Настя!Сире кулленхи пурнăçра пултарнă таран пулăшса пыма шантаратăп.

 

Г. Зотова (2014-06-08 22:11:21):

Нумаях пулмасть Николай Плотников "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" ятлă кĕнеке кăларса вун-вун ачана тата вĕрентекене савăнтарчĕ. Пирĕн шкул ачисен те, хамăн хайлавсем те кĕнекере кун çути курчĕç.Ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр ăна!

 

Галина Зотова (2016-02-24 21:30:50):

Ачасен юмахĕсене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкул 165 çул тултарнине халалласа пичетлесе кăларма пултартăм. Штанаш шкулĕ 2016 çулта 175 çул тултармаллаччĕ, тултараймарĕ,05.09 2015 арканчĕ. Ку кĕнеке авторĕсем Штанашри вăтам шкултан 10-15 çул каяллах вĕренсе тухса, вĕсем хушшинче писательсемех çук-ха, çапах та пурнăç çулĕ тăрăх çирĕп утаççĕ, час-часах салам яраççĕ. Хам пурăнсан, вăй çитерсен, шкул ачисене тепĕр кĕнеке те парнелесшĕн-ха. Интереслĕ юмахсем татах та чылай.

 

Галина Зотова (2016-12-16 17:41:06):

Хамăн сăмаха тытаймарăм. Шкул 175 çул тултарнă ятпа 150 страницăран тăракан самаях сумлă краеведени кĕнеки майласа хурса.Вырттăр-ха ырă саманасем çитессе кĕтсе.Хамăн тăван ене халалласа кăçал "Кукшумский колос" ятлă вырăсла-чăвашла кĕнеке кун çути курчĕ. Содержанийĕ пирки вулакан хак патăр.

 

Талпиçен (2016-12-22 02:14:51):

Пыл хурчĕ пек ĕçлетĕн... Ан ватăл!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: