Тихашка


Вăтаел ялĕ çырма — çатраллă, сăртлă вырăнта Пăла шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Кашни кун куракан çынна кунти илемлĕх куçа илĕртмест тесен те юрать. Анчах çуркуннехи илем хуть кама та тыткăна илет. Сăрт çамкине вырнаçнă сад качча каякан хĕрĕн пĕркенчĕкне аса илтернĕн кĕпер урлă каçсанах куçа курăнать.

Яла пырса кĕрекенсем Пăла шывĕ урлă каçса кĕреççĕ. Шыв урлă каçма халь бетон кĕпер хывнă. Унччен çӳрхи ейӳ тухсан йывăç кĕпере кашни çулах сӳтетчĕç. Каярахпа кĕпер тунине курма ача — пăча йышлă пухăнатчĕ. Кĕпер Вăтаелсемшĕн аслă çулпа çыхăнтаракан пĕртен- пĕр çул-çке-ха. Халĕ вара унчченхи кĕпер çинчен никамах та аса илмест.

Ялăн хĕвел тухăç енче икĕ сад: пĕри — ял çумĕнчех вырнаçнă, тепри — пысăк çырма урлă. Çаксем илем кӳреççĕ те яла. Хĕвел анăç енче икĕ пысăк кӳлĕ. Вĕсен йĕри-тавра ӳсекен хурăнсем вăйă карти тунă хĕрсем ушкăнне аса илтереççĕ. Кӳлĕ çывăхĕнчех ĕлĕкхи Вăтаел чăвашĕсен йăли-йĕркине аса илтерсе тăракан Киремет йывăççи. Халĕ те хăш-пĕр чухне йывăç çинче хăю е алшăлли çакăнса тăнине курма пулать. Апла пулсан ĕлĕкхи йăлана тытса пыракан ватăсем ялта пĕтмен-ха. Çамрăк ачасене ашшĕ-амăшсем çак йывăç патĕнче выляма хушмаççĕ. «Киремет йывăççи хатарлă йывăç. Ун патĕнче ан выльăр», — тенине час-часах илтме пулать.

Пăла шывĕ Вăтаел ялĕ патĕнчен темиçе кукăр туса юхать. Е вăл ял çумĕнченех юхать, ун пек чухне хăшпĕр çынсен пысăк пахчи çумĕпех иртет вăл, е пачах тепĕр майлă, кӳршĕ ял çумнех çитсе тăрать. Хăй вăхăтĕнче тӳрлетме те хăтланса пăхрĕç. Çапах çут çанталăк хăйĕннех тăвать. Кивĕ çулне те пăрахмасть. Çак икĕ çул хушшинче утрав пулса юлнă. Ăна ял çыннисем утрав тесех калаççĕ. Унта колхоз та, ял çыннисем те ним те акмаççĕ. Утрав çеремленсе кайнă. Çулла унта ытларах ĕне-пăру, лаша çӳретеççĕ. Сыхласа çӳрейменнисем выльăххисене çапса хураççĕ.

Çак вырăна ытларах ачасем кăмăллаççĕ. Кунта ĕне-выльăх çитернĕ чухне тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ. Юмах-халап итлеççĕ.

Пĕррехинче Юрике те çакăнта ытти ачасемпе пĕрле килтисем пăру çитерме ячĕç. Хирĕç пулчĕ ача, килĕшесшĕн марччĕ. Анчах атте-анне сăмахĕнчен иртейĕ-и ача тени. Ирĕксĕрех тухса утрĕ утрав çине. Ачасем йышлă пуçтарăннă. Кунта пăрусемпе пĕрлех çамрăк тихасемпе лаша та пур. Малтанласа Юрик ытти ачасемпе пĕрле вăрçăлла вылярĕ. Ăнсăртран тиха выртакан çĕре пырса тухрĕ. Лешĕ симĕс курăк çисе тăраннă та сарăлса выртать. Арçын ача пырса тăрсан та хăнк та тумарĕ. Эсĕ те ман пекех пĕчĕк, мĕншĕн ман санран хăрас тенĕ евĕр ача çине пăхса илчĕ. Ачашăн вара тиха темле ылтăн чăмакки евĕрех курăнчĕ. Халиччен нихăçан та тихана çакăн пек çывăхран курман арçын ача. Куçĕсем çын куçĕ пекех ăнлануллăн пăхаççĕ. Майĕпен ача аллине тиха пуçĕ çине хучĕ те лăпканăн пуçĕнчен шăлса илчĕ. Тиха çаплах хускалмарĕ. Лăпка-лăпка, эпĕ ун пек тунине юрататăп тенĕ евĕр мăш-мăш сывласа илчĕ. Çав вăхăтра ачана чĕнсе илчĕç. Вăййа малалла тăсма хистерĕç.

Çак кунтан Юрикшĕн канăçсăр кунсем пуçланчĕç. Юлашкинчен чăтаймарĕ, ашшĕне хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

— Атте, атя эпир тиха илер. Унран лаша тăватпăр.

— Ывăлăм, тихине илме пулĕ-ха ăна. Анчах ăна пăхмалла вĕт. Курăмĕ те чылаях кирлĕ тата аннӳ те хирĕç пулĕ.

— Атте, тархасшăн эсĕ аннене ӳкĕте кĕрт. Эсĕ каланине итлетех ĕнтĕ вăл.

— Юрĕ, калаçса пăхăп. Тульккăш ытларах санăн пăхас пулать ăна. Чăтăмлăх çитерейĕн-ши?

— Çитеретĕп, атте, çитеретĕп.

— Апла пулсан килĕшетĕп.

Тем каларĕ ашшĕ, анчах амăшĕ пит кăмăлах пулманнине Юрик унăн сăнĕнченех пĕлчĕ. Тепĕр кунне ашшĕ ывăлне ирхине ирех вăратрĕ.

— Тăр-ха, ывăлăм, тиха илме кайăпăр. Пысăк тетесем тихине паратпăр терĕç. Улăха кайса çапиччен илсе килер, — терĕ ашшĕ.

— Урра! Анне килĕшрĕ-им?

— Килĕшессе килĕшсех каймарĕ те, пит хирĕçех те пулмарĕ. Илсе килĕпĕр те аннӳн кăмăлĕ пĕчĕккĕн çемçелĕ.

Мĕнле пысăк савăнăç çитрĕ Юрикшĕн. Тинех вăл та тихаллă пулать. Хальччен тиха пăхса курман вăл, анчах пăхма пĕлессĕн туйăнчĕ ăна. Чиперех илсе килчĕç тихана. Пит турткаланса тăмарĕ вăл. Ырă хуçа аллине лекнине сисрĕ тейĕн. Ятарласа ун валли вырăн хатĕрлерĕç ашшĕпе ывăлĕ.

— Ну, ывăлăм, тихана пăхасси сан çинче пулать. Ӳстер, çитĕнтер, пысăк лаша ту, вара маттур пулăн.

— Паллах, атте, сăмах паратăп.

Çакăнтан Юрикĕн пушă вăхăт сахалланчĕ. Урамра та сайрарах вылякан пулчĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах тиха патĕнче вăл. Хырчăклать, çитерет, шăварать, тислĕкне тасатать. Унтан тин выляма пикенет. Мĕн кăна тумаççĕ тихапа иккĕшĕ. Чĕлхесĕр янавар та Юрике ăнланать тейĕн, ачана нимĕн те тумасть. Амăшĕ çеç пăшăрханчĕ.

— Юрик, икĕ эрнери тиха мăн çынна тапса вĕлернĕ теççĕ. Лăпкăрах пул-ха, патнех ан пыр, тем курса лармалла пулĕ.

— Ан пăшăрхан, анне. Пурте йĕркеллех пулать. Вăл мана питĕ лайăх ăнланать.

— Ан калаçса тăр, тиха çынна ăçтан ăнлантăр.

— Ăнланать, анне, чăннипех, пăх-ха, епле пăхса тăрать вăл ман çине.

— Эх, сирĕнпе, хуть те мĕн хăтланăр, — ним тăвайман енне пăрахса каять амăшĕ.

Мĕнле юратмăн-ха çак пĕчĕк çеç тихашкана. Юрик картишне тухнине курсанах сас парать вăл, пуçне сулла-сулла хăй патне чĕнет, ачашлаттарать. Кайран тав тунăн хăйĕн тутисемпе хăлхаран ачашласа мăш-мăш сывлать.

Çапла тиха пĕчĕккĕн ӳссе пычĕ. Çăва тухсан кащни кунах улăха çапма илсе çӳрерĕ арçын ача. Шăхăрнă, кăшкăрнă сасса илтсенех сас парса ихĕретчĕ. Пĕчĕккĕн утланма та ирĕк пачĕ ачана. Аслисем иртерех терĕç те, ача пурпĕрех хăнăхтарчĕ. Кӳлме вĕрентме ĕмĕтленчĕ вăл. Часах пĕрремĕш хут юр çурĕ те лартмаллипех лартрĕ. Çакна кĕтнĕ ача ашшĕне лаша çунине кăларттарчĕ. Пĕрремĕш хут кӳлнĕ чухне лаша ача çине тăрăххăн пăхса илчĕ.

— Мĕн тăватăн эсĕ мана? Ирĕк пурнăç вĕçленнине пĕлтересшĕн-им? — тенĕн туйăнчĕ ку.

— Маттур, манăн лашам, сана лаша тумне тăхăнтартатăп. Итле мана, чăркăш ан пул, — тесе лашана ăмăрĕнчен шăлчĕ Юрик.

«Юрать, юрать, итлетĕп сана,» — тенĕн пуçне сулла-сулла илчĕ лаша.

Чиперех хăнăхрĕ кӳлнине те. Кашни кун уроксем хыççăнах лашана кӳлсе ял тăрăх çӳретрĕ Юрик.

Пĕррехинче килтисен кӳршĕ яла хăнана каймалла пулчĕ. Ашшĕ лашапа кайма шутларĕ. Амăшĕ çеç çав тери хирĕç пулчĕ. Ниепле те лашана хăнăхаймарĕ вăл.

— Тин çеç лашăра кӳлме вĕрентрĕр. Çамрăкскер, аташса кайĕ. Хĕллехи кун кĕске, часах каç пулать. Çĕрле килмелле пулать-çке.

Аран-аран ӳкĕте кĕртрĕ ашшĕ амăшне. Чиперех тухса кайрĕç килтен. Хăна сакки сарлака теççĕ. Каç пулсан кăна тухайрĕç килне килме. Çул çинче тăман тухса кайрĕ, йĕри-тавра нимĕн те курăнмасть. Çула шыраса тупма та çук. Амăшĕ пăшăрханса ӳкрĕ.

— Ашшĕ, атя каялла таврăнар. Çĕрĕпе аташса çӳрĕпĕр. Лашу çамрăк, çул тĕлне пĕлмест. Ку яла халиччен килсе курман. Тем курса тăрăпăр. Хамăр ялсем пĕлтĕр хĕлле çакăнта лашапа аташса кайнăччĕ. Пирĕнпе те çапла пулĕ. Эх, ахальтен каламан çав, ача хыççăн каякан сĕтел айне кĕрсе вилнĕ тесе. Тихине илтермен пулсан паянхи кун çак инкеке кĕрсе ӳкмен пулăттăмăр.

— Кирлĕ мара калаçса ан пыр-ха. Лаша пек ăслă выльăх çук. Хуть хăçан та киле илсе çитерет. Турткаламалла мар кăна ăна. Акă пăх, тилхепене ӳречерен çыхса хуратăп та хам кутăн ларатăп, хăех киле илсе çитерет.

— Çамрăк лаша çулне ăçтан пĕлтĕр. Атя, каялла таврăнар. Çултан аташса кайса вилĕпĕр, — йĕрсех ячĕ амăшĕ.

Çук, итлемерĕ ашшĕ. Тилхепине ирĕке ячĕ те хăй çуна пуçне вырнаçрĕ. Утрĕ вара лаша малалла. Амăшĕ хăранипе ывăлне те, хăйне те вăрçрĕ. Лаша пулман пулсан çак каçхи çула тухман та пулĕччĕç тесе шухăшларĕ. Лаша çаплах çил-тăмана хирĕç утрĕ. Тăманĕ лăпланма мар тата вăйлăрах та çавăрттарчĕ. Умра хура мĕлкесем курăнма тытăнсан çеç амăшне чун кĕчĕ. Умри мĕлке ял пулнине чухларĕ вăл. Тин чĕри лăш пулчĕ амăшĕн, ашшĕ те тилхепине алла илчĕ.

— Эсĕ ахалех пăшăрхантăн амăшĕ. Ăслă выльăх хăех çапла тума пултарать. Ӳлĕм ачана ан ятла, — терĕ ашшĕ.

Çакăн хыççăн амăшĕ лашашăн Юрике ним те каламарĕ. Çакăн пек маттур лаша çитĕнтерме пултарнăшăн мухтарĕ çеç.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: