Мĕншĕн йăмра çулçи типĕтнĕ пулă евĕр?


Йывăçсем хĕлле те, кĕркунне те, çуркунне те çап-çара пулнă. Çавăнпа Турă вĕсене хитре тум тăхăнтартас тесе тĕрлĕ кӳлепеллĕ çулçă ăсталанă. Çырмара ларакан йăмра валли çеç çулçă çитмен. Йăмра кулянса хăйĕн çара тумне шыв çинче пăхса ларнă.

Йывăç хуйхине çырмара пулă тытакан ача та ăнланса илнĕ. Йывăçа савăнтарас тесе витрери пуллисене йăмра çине çакса хунă. Вĕтĕ пулăсем часах типсе кĕмĕл тĕслĕ пулнă. Çынсем типнĕ пулăсене асăрханă та çиесшĕн пулнă. Ача вара вĕсене çапла каланă: «Типĕ пулă вăрлакан - хăй те пулă пулакан». Çынсем хăранипе пĕрне те тĕкĕнмен.

Ăнсăртран çил пуçланнă. Хайхи пулăсем çилпе пăшăл-пăшăл тума тытăннă. Ача çаврăнса пăхнă та тĕлĕнсех кайнă: «Кĕмĕл тĕслĕ пулăсем йăмран чăн-чăн çулçисем пулса тăнă».

Çапла вара пулă тытакан ача йăмрана кĕмĕл тум парнеленĕ. Çавăнпа унăн çулçи типĕтнĕ пулă евĕр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-24 17:42:31):

Хайлавĕ лайăх, шел те кĕске. Тепĕр енчен, ку шухăша уçса пама вăрăмрах çырма та кирлĕ мар. Чĕлхи те илемлĕ.

Кĕске пулнăран вырăн лекмĕ пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: