Тĕлĕк


Эпĕ çывăрма выртрăм та интереслĕ тĕлĕк курма пуçларăм. Эпĕ çулпа утатăп пек. Кăвак йывăç патĕнче пукан куртăм. Ларас терĕм. Лартăм та — таçта пачах урăх çĕре лекрĕм. Эпĕ питĕ тĕлĕнсе кайрăм. Пăчă, хĕвел хĕртет, ура айĕнче хăйăр. Малалла утатăп, пĕчĕк вăрман курăнать. Чупрăм хăвăрт сулхăна, ларса канас терĕм.

Темле сасăсем илтĕнеççĕ. Эпĕ хăвăртрах пытанас тесе унталла-кунталла чупатăп. Пăхатăп — хура çынсем утаççĕ. Хăйсем çине темле ӳкерчĕксем ӳкернĕ. Мана курчĕç те тытса таçталла илсе кайрĕç. Лартрĕç сĕтел хушшине, темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килчĕç. Эпĕ савăнсах çисе ларатăп. Тăтăм та — мана пукан çине лартса шыв хĕрне йăтса кайрĕç. Эпĕ шыв хĕрринче ларатăп, мана хĕвел ăшăтать. Сулхăн пултăр тесе пысăк çулçă татса пуç çине çакса хучĕç. Эпĕ шыва кĕрсе кайрăм, унта тĕрлĕ пулăсем ишеççĕ. Эпĕ дельфина тытса пăхрăм, унпа ишсе çӳрерĕм. Тинĕс çăлтăрĕ, медуза, осьминог тата шыври ытти чĕр чунсене куртăм. Шывран тухсан алăк куртăм. Алăкки патне пырса уçса пăхрăм — тепĕр енĕ курăнать. Кĕрсе кайрăм та — вăрантăм.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ларис (2008-11-25 17:03:25):

Тĕлĕкĕ чăнах та интереслĕ, анчах автор чĕлхи питĕ чухăн пулнипе ку калава лайăх тесе калама çук. Çакăн пек интереслĕ тĕлĕке кĕскен çырнипех çырлахмалла марччĕ, Настя. Пуплев йăнăшĕсене те асăрхама пулать. Тĕслĕхрен: "Сулхăн пултăр тесе пысăк çулçă татса пуç çине çакса хучĕç." Пуç çине çулçă мĕнле çакаççĕ?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-11-30 21:54:06):

Тĕлĕкĕ интереслĕ, калавĕ пулса çитеймен. Вырăн йышăнас тесен вара ытларах тăрăшмалла пулнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

ася (2014-11-07 18:33:37):

настя маттур )пите лайăх калав вара. эпе кун пек ачасем пурришен савонатоп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: