Александр Санар


Александр Санар

Александр Ананьевич Санар (Максимов) Чăваш Республикине кĕрекен Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче 1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Çакăнта 1994 çулта вăтам пĕлӳ илнĕ. Çав çулах Ульяновскри çар çыхăну училищине (халĕ Санкт-Петербургри çыхăну университечĕн уйрăмĕ) вĕренме кĕнĕ, 1999 çулта ăна пĕтернĕ.

Сăвăсем шкулта вĕреннĕ чухне çырма пуçланă, пĕрремĕш хут «Канаш» хаçатра пичетленнĕ.

Халĕ Сахалинта çар службинче тăрать.


Хайлавĕсем