Фёдор Савгачев


Фёдор Савгачев

Федор Афанасьевич Савгачев — Тутарстан Республикине кĕрекен Нăрлат районĕнчи Еремино ялĕнче 1919 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче çуралнă.

Аксури чăваш педучилищине, парти шкулне пĕтернĕ.

1959 çултанпа СССР журналисчĕсен членĕ.

Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.

«Канаш» хаçатпа мĕн тухма пуçланăранпах тачă çыхăну тытать. Сăвăсем, калавсем, повеçсем çырать.

Нăрлатра пурăнать.


Хайлавĕсем