Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Нумай çын
халĕ çывăрать,
куçа хупса
çывăрмасан та.
Уçă куçпа
тĕлĕк курать,
питех аван
ăнланмасан та.
Иртнĕ пурнăçра
вĕрентнĕ
«совет çынни таса»
тесе.
Çыннисем юлнă,
Влаçĕ пĕтнĕ,
ывăнтăмăр пуль
çĕмĕрсе.
СССР çĕрне
пайларĕç –
кашни Çĕршыв
халь хăй хуçа.
Халăх çинчен
манма пуçларĕç,
илмеççĕ те
ăна пуçа.
Влаçа кĕрсе
ларас тесен,
таса çын
пулнине манаççĕ.
Кам асăнать
намăс çинчен;
Вĕлернĕ чух
таса пулмаççĕ.
Влаçшăн вăрçă
нихçан пĕтмест,
мĕнле Саккун
аван пулсан та.
Пачах вăл
халăхран килмест,
пурне те вăл
аван курсан та.
Вăрçă пырать
пирĕн çумрах,
Украина çĕрне
силеççĕ.
Кунта ун пек
ан пултăрах –
пур вăрçăра та
вĕлереççĕ.
Ку вăрçă
çăмăл чарăнмасть –
пырать вăл
Малалла
Çерçие пирĕн енче «сала кайăк» теççĕ. «Сала» тесе чăвашсем вырăс ялне каланă. Сала — ял, сала кайăк тени апла — ял кайăкĕ тенине пĕлтерет ĕнтĕ. Тĕрĕс каланă. Чăн та ял кайăкĕ вăл çерçи. Мĕншĕн тесен эс ăна ним тусан та ытти кайăксем пек вăрманта е уйра усраймастăн.
Виçĕ пуслăх кайăк çеç теме пулать вăл çерçие; илемĕ те, юрри те çук унăн. Çапах та пăх-ха эс ăна, ăсĕ хăйне кура мар, ытлашшипех. Ялта пурăнсан выçса вилес çуккине питĕ лайăх пĕлет вăл. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усрать. Выльăх-чĕрлĕх таврашĕнче çерçи çулла та хĕлле те мĕн çиес килнĕ çавна тупать. Чее тата хăй: çерçие эс кăсăяна тытнă пек тапă лартса часах тытаймăн. Вĕçме мĕнлерех пултарни çинчен калама та кирлĕ мар; чĕкеçпе танлаштарас пулсан, çерçие ăна кайăк теме те çук, пĕрре ларса канмасăр пиллĕк-ултă минутран ытла вĕçсе çӳреймест, ывăнать.
Ку хăямата-ха, çут тĕнчене пур кайăк та чĕкеç пек вĕçме çуралман тейĕпĕр, этеме сиен кӳрет тата мур çерçийĕ. Уй-хирте тыр-пула мĕн чухлĕ çисе сăтăр тунине шутласан, ăна, çерçие, чи киревсĕр кайăк теме пулать.
Ку çеç-и. Çерçисем вĕсем тĕрлĕ чир-чĕре хăйсен вараланчăк урисемпе илсе çӳресе чăх-чĕпе ертеççĕ. Пирĕн ялта пĕр çулхине çавнашкал инкек те пулса иртрĕ.
Малалла
Юнташ1 сарса хурсассăн ашăм2,
Хамах выртса каларăм: ашăр!
Тӳсеп. Тӳсе кăларнă тĕшĕ —
Пуçламăшпа кайри кĕрешĕм3.
Çулу çапса тивертнĕ ăввăн
Хыпса çунса кĕлленĕ сăввăм —
Чӳклев кĕлли. Пуçлар-и? Хатĕр:
Вилсе тепре шăтни те — катĕр4.
Пĕрех мана: сирсе хăварччăр,
Нихçан ан асăнччăр ята,
Шăм-шаккăм тăрăх утчăр, кайччăр:
Чĕлхем янратăрччĕ кăна!
Ура айне выртса юлсан та
Илтсе выртасчĕ чĕлхеме!
Телейлĕ, кур, хура тусан та
Хускатнă чух ăна этем.
Манас тесен те манаймастăн
Çак этеме, çак сăнара...
Вăл питĕ пысăк, питĕ кăткăс!..
Тен, кăткăсси те çук унран...
Манас тесен те манаймастăн...
Вăл — турă, вăл — чăн-чăн шуйттан!..
Ăна мухтанă та ылханнă!..
Анчах та ярайман асран.
Мĕн чухлĕ юн!.. Куççуль мĕн чухлĕ!..
Йăлт, пĕтĕмпех ăна пула!..
Ăна пулах эпир çĕнтернĕ,
Аркатнă арканми чула!..
Ыттисенчен ытла, тен, пĕлнĕ
Çак çын?.. Тен, çавăнпа
Ниме пăхмасăр, халăх утнă
Унпа, ун хыççăн пĕр Çулпа?..
Хăйне ăна мĕн кирлĕ пулнă?..
Ик сăран атă та шинель...
Влаçне чăнах та вăл юратнă,
Паман çынна хăй пуканне.
Анчах вăл çĕршыва çĕкленĕ!..
Арканнă, пĕтнĕ çĕршывран
Вăл Аслă Çĕнтерӳçĕ тунă!..
Ăçтан, епле çакна манан?!
...Манас тесен те манаймастăн
Çак этеме, çак сăнара...
Вăл питĕ пысăк , питĕ кĕткăс!..
Тен, кăткăсси те çук унран...
17.07.21
Çак пĕлĕт çине ларатăп та, ак,
Тухап та каятăп тĕнче хĕррине!..
Унтан пурсăра та салам эпĕ ярăп,
унтан-чĕререн юратса кашнине.
Çук, çук, эп кунта пит начар пурăнмастăп!..
Кунта манăн пур, тав Турра, пĕтĕмпех!..
Кичем кăна кăшт... Кăшт кăна та мар пулĕ...
Кичемлĕх иккен вăл усал чир пекех.
Кичем мана пит... Ма кичем — эп пĕлместĕп.
Тарассăм килет аякка ман кунтан.
Тĕнче хĕрринче, тен, чĕрем ман лăпланĕ?
Тен, пулăп телейлĕ тинех эп унта?
Çак пĕлĕт çине ларапах эп, ларатăп, —
Вут-Кайăк çине утланса ларнă пек!..
Кичем мана пит... Ма кичем — эп пĕлместĕп,
Анчах та кунта юлаймастăп эп тек.
24.07.21
Хырай Ĕнел
Пысăк кутамкка йăтнă Алюшпа аслашшĕ сăрт çине хăпарчĕç. Малалла тӳрем вырăн пуçланать, çывăхри яла çитсен хулана каякан автобус çине лармалла вĕсен.
Ваççук мучи хулара вĕренекен мăнукне тем тĕрлĕ апат-çимĕç тултарса пачĕ:
— Шупашкар пасарĕнче ял çимĕçне туян-ма хаклă теççĕ. Çăмарта, аш, чăкăт, çу, хăйма çук-им пирĕн? Пурне те хамăр тăватпăр-çке.
Утсан-утсан Алюш канса илес тесе кутамккине çĕре лартрĕ.
— Асатте, кучченеçӳ пăрçа миххи пекех йывăр вара, мĕн-мĕн чикнĕ эсĕ кунта?
— Хресчен апат-çимĕçĕ ĕнтĕ. Урăх мĕн пул-тăр?
Çула тухсан йĕп те пин пăт пулнă çав.
...Аванах кусакан çаврака сăмаха
Куçунти такăнтарчĕ шанманлăх...
Юрртăма5 саманта улăштарĕ çăрха6 —
Саманта — сывлăша çавăрмалăх.
Самантран — ман валли такăрлатнă çула,
Сулнăка7 пăрăнмасăр, тăсатăп.
Ман черет — куçăмра васкамасăр вула:
Тупаймастăн ни шăйрăк, ни катăк.
Шăрçа пек яп-яка та çап-çут, тап-таса —
Тиркевпе тирĕнсе çыхаймастăн.
Хăратмасть: вĕчĕхӳ8 те, элчел9 те, хаса10...
Тайăна11 параканăмçăм — Аслă.
Çанталăк
улшăнса тăрать,
çулталăкра
тăватă хут.
Ун пеккине
ман ăш курать,
виççĕр утмăл
пилĕк хут.
Хăшпĕр чухне
тĕлĕнмелле –
ăçтан тухать
çавăн пек çулăм?
Мĕн çуннине те
пĕлмелле –
мĕн-ши эп
ун пек турăм?
Хĕлле, кăштах
сăмса шăнсан,
шалта та
пăрланнă пекех.
Ку япала
часах пулсан,
тухассăм та
килмест текех.
Апла çанталăк
ăшăмра –
пурнăç та
унăн аллинче?
Унта вара
шурă-хура –
ман пурăнасчĕ
варринче.
Малалла
Эпĕ мĕн çырни
манран тухать –
шутлани çинчен
çыратăп.
Кашни сăмах
тӳрĕ пăхать –
кайма çулне
хамах паратăп.
Тĕрĕслесе мана
хĕсмеççĕ,
мĕншĕн ун пек çыран
темеççĕ,
мана укçа та
тӳлемеççĕ,
нумайăшĕ
мана пĕлмеççĕ...
Пурăннă чух ман
çырмалла,
сăмса çĕклесе
çырмастăп.
Мĕн панине
пурăнмалла,
чуххăм та чаххăм
пурăнмастăп.
Çĕре çити эп
авăнман,
нихçан та эпĕ
парăнман,
кивçен илсе те
пурăнман,
хамăн ята та
варламан.
Пĕр ăслă çын
мана каларĕ:
«Çичĕ çын
сана пĕлсен,
сан сăвăсен
çирĕп тымарĕ
типмест кайран та –
эс вилсен,
эх, тытăнаççĕ
вулама,
сăвăсене
паллă лартма,
пичетлесе те
кăларма,
санăн ятран
укçа тума».
Манăн сăвăсене
вулаççĕ,
канаш парса та
пулăшаççĕ –
Ку вăл мана
савăнтарать,
Малалла
■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 ... 794
1 юнташ – юлташ, ĕçтеш 2 ашăм – таптама сарса хуни 3 кĕреш – ана вĕçĕ 4 катĕр — ырлăх 5 юрт – васкаса чуп 6 çăрха – вĕттен чуп 7 сулнăк – çул айкки 8 вĕчĕхӳ — тарăху 9 элчел — вилĕм 10 хаса – явап тыттарни 11 тайăн – пурнăçламалли тĕллев
|
Шухăшсем
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...
Питĕ килĕшрĕ ...