Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Федоров Георгий Иосифович

Георгий Иосифович Федоров — литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ. 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Патаккасси (халӗ Тӑванкасси) ялта ҫуралнӑ. 1992 ҫултанпа Раҫҫей ҪП членӗ. 2015 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ.

Кун-ҫулӗ

Тӑванкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. 1971 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ, нумай ҫулсем хушши шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, 1997 ҫулта доктор дисертацине хӳтӗленӗ. Профессор. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн культорологи кафедрине ертсе пынӑ.

Ӗҫӗсем

Федоров ытларах критикӑпа литература пӗлӗвӗнче палӑрнӑ. Вӑл 9 кӗнеке ҫырнӑ.

Вӑл «Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ», «Художественный мир чувашской прозы», «Художественный мир Федора Ухсая», «Иван Мучи пултарулӑхӗ». «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», «Вӑр-вӑр кайӑк, вӑр кайӑк», «Туй ачи, пуса ачи» повеҫсен авторӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӑл ҫырнӑ статьясем:


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-12-10 10:51:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8118 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем