Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пулӑ тытмалли ӗҫ хатӗрӗсен словарӗ

_Пулӑ_ — апатра кирлӗ ҫимӗҫ. Унран авалах тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе, тӑварласа-типӗтсе ҫинӗ.
Чи малтанхи пулӑ тытмалли хатӗр вӑлта пулнӑ. Ун пирки археологсем те, ӑсчахсем те ҫирӗплетсех калаҫҫӗ. Каярахпа хӑваран, ҫипрен серепелесе ҫыхнӑ мапкӑнласа тытмалли хатӗрсемпе усӑ курнӑ. Нумай серепе-маратасене халӗ браконьер пулӑҫ хатӗресен шутне кӗртнӗ. Паянхи кун юхан шывсенче пулӑсем сахалланса юлнӑран пулӑҫсене вӗсемпе усӑ курма чарнӑ. Вӗсем халӑх пурнӑҫӗнче те, ӗҫ культуринче пулнине шута илсе, манӑҫа тухиччен словаре кӗртес терӗм.
Вӑлтапа пулӑ тытасси, унӑн майӗ-меслечӗ, ӗҫ хатӗрӗсен улшӑнса пыни ҫинчен тӗрлӗ кӗнекере ҫырса кӗтартнӑ. Вӗсем ҫинчен, паллах, ҫырмастӑп. Пулӑҫсен, пулла ҫӳрес кӑмӑллисен ҫав кӗнекесемпе паллашмаллах.
Асӑрхаттарни тн усӑллӑ пулӗ. Халӗ пулӑсене ятарлӑ хуҫалӑхсенче ӗрчетеҫҫӗ: вӑлчаран ӳстерсе кӳлӗсене, юхан шывсене яраҫҫӗ. Пулӑҫсен пулӑсем хӑҫан вӑлча сапнине пӗлмеллех.


АТМА — пулӑ тытмалли пысӑк ӑскӑч, серепе /вырӑсла "наметка", "сеть"/.
Атма пысӑк, вӑрӑм авӑрлӑ /4-5 метр/. Урлӑ кӗрепле патак тыткӑҫӗнчен /1,3-1,5 метр/ тата атма аври ҫине ҫаклатса ҫыхнӑ сереперен тӑрать.
Атма пысӑк михӗ евӗр, кушел пек курӑнать. Тӗпӗ тӑваткал. е вӑрӑм чӑлха хӳреллӗ.
Атмапа пулӑ мӗнле тытаҫҫӗ-ха? Атмана ҫыранран ывӑтса е сӗрсе кӑлараҫҫӗ. Атма сӗрепин йӑлли вӗтӗ. Пӑр кайнӑ вӑхӑтра атмапа пулӑ чылайрах кӗрет.
Атма/а/аври, утма урли, кӗрепли, патакӗ, урти, тыткӑҫӗ, япали, атма серепи, миххи, кушелӗ, тӗпӗ, чӑлхи, калпакӗ, хӳри.
АХХАН — икӗ хутлӑ вӑрӑм серепе /вырӑсла "ахань", "охань"/. Ҫӳлти кантрасем ҫине путӑшсем, аял енне путаркӑҫсем ҫыхнӑ. Кӳлӗре, юхан шывра пулӑ ҫурекен вырӑна чикме-юпасем ҫине ҫыхса лартаҫҫӗ. Кимӗпе ишсе, какӑр, пута, кутӑн мӑйракапа чиксе, какӑрса, "ах, ох, ух" сасӑ кӑларса пулӑсене хӑвалаҫҫӗ. Ячӗ те ҫав сасӑсенченех пулса кайнӑ пулӗ.
Аххане иккӗн кимӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. Пуллисене кимме е карҫинккана пӑрахаҫҫӗ. Н. И. Ашмарин "аххан 4-3 сажень вӑрӑмӑшӗ /8,5-6,3 метр/" тесе ҫырать. Ахханӗн пӗр серепийӗ вӗтӗ, тепри - шултӑра. Ҫакӑн пек пулни пулӑсене ҫыхлантарма пулӑшать.
ВАЧА, ВАҪА — ункӑсем ҫине серепе карса вӗҫне кӗрсе лартнӑ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑсла "котцы", "верша", "мережа"/. Вача пӗрме ҫӑварлӑ, хутаҫлӑ, хырӑмлӑ, хӳреллӗ. Вырӑссем серепи эрешлӗ пулнӑран "верша" тесе калаҫҫӗ. Хулӑран, черенченрен тӑваткал вача ҫыхса тӑваҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте маратана вача тесе калаҫҫӗ. М. Романов "вача", "ваҫа" /черенче/ ҫармӑс сӑмахӗ тесе шутлать. Вачана шывра карта тытнӑ "хапхана" лартаҫҫӗ. Картине "кушак" /сыхлав кушакӗ/, вырӑсла "котцы" тесе калаҫҫӗ.
ВӐЛТА — ҫекӗл /вырӑсла "удочка"/. Вӑлт-ултала сӑмахран. Качаллӑ ҫекӗле ҫиппе патак ҫине ҫакнӑ пулӑ тытмалли ӗҫ хатӗрӗ.
Тимӗр вӑлта, шӑмӑ вӑлта, пӗчӗк вӑлта, пысӑк вӑлта. Нумай вӑлталлӑ, сахал вӑлталлӑ пулӑ тытмалли хатӗр. Вӑлтан аври — йӳнчи, ҫиппи—хӗлӗхӗ, путӑшӗ /поплавокӗ/, вӑлти-ӑманӗ, путаркӑҫӗ-тӑхланӗ пур.
Вӑлтин — ҫекӗлӗ, кучанӗ, ҫӗрри-унки пур, ҫекӗлӗ ҫинче - чӗмӗ, качи, шӑлӗ. Вӑлта хӗлӗхне ҫӗрри витӗр тӑхӑнтартса ҫыхаҫҫӗ. Вӑлта ҫине ӑман е урӑх илӗртмӗш лартса пулӑ тытаҫҫӗ. Пулӑҫсем паянхи кун та вӑлтапа усӑ кураҫҫӗ.
Вӑлтапа кимӗ ҫинчен, ҫыран хӗрринчен, хӗлле пӑр шӑтарса пулӑ тытаҫҫӗ.
- Каннӑ хушӑра вӑлтапа пулӑ тытрӑм.
ВЕТЕЛ, ВӖТЕЛ — пулӑ тытмалли кушел, пештӗр /вырӑсла "вятел", "вяхил", "ветыл", "вентер"/. Пушӑтран, кантраран, хӑваран ҫыхаҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗрен: тӑваткал, ҫаврака, тӗпне шӗвӗр е лаптак ҫыхаҫҫӗ.
Ветеле пирӗн енчи халӑх "вӗтел" тет. Ӑна шыври икӗ енче ҫапнӑ юпа-чикме ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ.
ВИТРЕ — пулӑ ямалли, пулӑҫ витри /вырӑсла "ведро*/. Пулӑҫ витри, пулӑҫ витри хупкачаллӑ, пӗр айӑкки пусаркӑчлӑ. Шӑвӑҫран тунӑ пулӑҫ витри, йывӑҫран чакаласа тунӑ пулӑҫ витри, пластмассӑран тунӑ пулӑҫ витри.
ЕЩӖК — хӗллехи пулла ҫӳрекенсен пулӑ ещӗкӗ /вырӑсла "ящик"/. Пулӑ ещӗкӗн ӑшӑ ларкӑчӗ, ҫуни тупанӗ, кантра ҫыххи пур. Пулӑ ещӗкне йывӑҫран, алюминирен, ҫиреп пластмассӑран тӑваҫҫӗ.
КАКӐР — шалча вӗҫне лартнӑ кукӑр мӑйрака /вырӑсла "ботало"/. Шыва чиксе сас кӑларса пӑтратмалли, пулӑсене хӑваламалли япала. Пута сӑмаха вулӑр.
КАРӐМ — вӑлтасем ҫакнӑ вӑрӑм кантра /вырӑсла "перемет", "закидушка", "подпуск"/. Карӑмӑн вӑрӑм кантра, вӑлтасем ҫакнӑ хӗлӗхсем, пуҫӗнче шывра тытакан якӑрӗ, ӑна кӑтартакан путӑшӗ, вӗҫӗнче кимӗсенчен яракан "перекен" путармӑшӗ /чул е тимӗр/ пур. Карӑма шыв урлӑ е тӑрӑхла лартаҫҫӗ, яраҫҫӗ.
КАРҪЫН — хӑваран ҫыхса тунӑ пулӑ тытмалли хырӑмлӑ тарӑн савӑт, кушел. Карҫынпа ача-пӑча пулӑ тытнӑ. Хӑмӑш ӳснӗ ҫӗрте, хӑва ҫумӗнчи авӑрта шыва пӑтратса карҫынпа пулӑ тытнӑ.
КИМӖ — шыва кӗмелли, кӗсменпе авӑсса ишмелли пысӑк чӗлне, курите, сулӑ /вырӑсла "лодка", тӗрӗкле "кемӑ". "кэмэ"/.
КУТӐН МӐЙРАКА — шыва чйксе "ухлатса", "какӑрса" сасӑ каларса пулӑсене хӑвалакан пӑтратмӑш, вӑрӑм шалча, шерт /вырӑсла "ботало"/. Шалча вӗҫне вӑкӑр мӑйракине, мӑрйине кӗртсе лартнӑ пулӑҫ хатӗре. Пута сӑмаха вулӑр.
МАРАТА — хӑваран тӑрӑхла ҫыхса тунӑ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑсла "морда, "нерето", мережа", "нерша*, "верша", "вентер"/. Марата варинкке евӗр; ҫӑварлӑ, пысӑк хырӑмлӑ, вӗҫне пӗрсе ҫыхнӑ хӑва карҫинкки.
Унӑн икӗ еннелле тухса тӑракан патакки /алли-ҫуначӗ/ тата ҫыххи пур. Маратана ҫаврака е тӑваткалласа, вӑрӑм е кӗске, вӗтӗ е шултра шӑллӑ ҫыхаҫҫӗ.
Маратана пулӑ ҫӳрекен ҫӗре хӑй тӗллӗн е шывра карта-чикме тытнӑ "хапхана" кӗртсе ҫыхса лартаҫҫӗ. Маратапа ытларах ҫуйӑн тытаҫҫӗ. Маратан ҫӑварӗ, ҫуначӗ-алли, хырӑмӗ, хӳри, пӗрни пур.
Тата марата евӗр кӑшӑлсем ҫыхса, серепе тӑхантартса тунӑ пулӑ тытмалли хатӗрсем те тӑваҫҫӗ. Паллах, вӗсем пӗр ятлӑ мар, кашни халӑх тӗрлӗрен калать.
МЕРЕЖЕ — марата евӗр кӑшкар /каркас/ ҫине серепе ҫыхса витнӗ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑсла "мережа"/.
НЕРЕТЕАтӑл ҫинче, Аҫтӑрхан таврашӗнче марата евӗр хӑваран урлӑ-пирлӗ ҫыхса тунӑ пулӑ тытмалли хатӗр /вырӑс. "нерша", "нерето"/. Неретепе ытларах карас тытаҫҫӗ.
ПАКУР — пулӑҫа кирлӗ ӗҫ хатӗрӗ /выр. "багор"/. Пакура кимӗ ҫинче тытса тӑр.
ПӐРА — шӑннӑ пӑра касса шӑтармалли пӑра /выр. "бур"/. Хӗллехи пулӑҫсен ӗҫ хатӗрӗ. Тимӗр пӑра, хулӑн пӑра, ҫунатлӑ пӑра, чашӑклӑ пӑра.
ПЕШНЕ — вак касмалли качӑллӑ шӗвӗр, лапка каскӑч /вырӑс. "пешня"/. Пӑра пешнепе тӳсе катаҫҫӗ, касаҫҫӗ.
ПУЛӐ — шыври чӗр чӳн /выр. "рыба"/. Юхан шыври, тинӗсри терлӗ пулӑ. Вӗсем ҫинчен уйрам словарьсенче вулӑр. Пулӑран тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ. Весем ӗрчесех тӑччӑр тесе вӑлча сапнӑ вӑхӑтра тата сиен кӳрекен хатӗрсемпе тытма чарнӑ.
ПУЛӐҪӐ — пулӑ тытма юратакан, пӗлекен ҫын /выр. "рыбак"/. Пӗччен пулӑҫӑ, вӑлтапа тытакан пулӑҫӑ, эртелпе тытакан пулӑҫӑ. Пулӑҫ тумтирӗ, атти, пахилки.
ПУТА, ПУТАВҪӐ — пулӑсене хӑваламалли, шыва уҫласа чиксе сасӑ кӑлармалли какӑр, шалча, шерт. Какӑрӗ тӳнтерле варинкке евӗр, урӑхла каласан, мӑйрака пек. Ӑна шӑвӑҫран тӑваҫҫӗ. Елӗк-авал вӑкӑр мӑйракинчен хатӗрленӗ. "Кутӑн мӑйрака" сӑмаха вулӑр.
ПУТАРКӐЧ — сӗреке ҫилӗмӗ, вӑлтана тата ытти япалана аялалла туртса тӑракан йывӑр ҫакӑ, путавҫӑ, ҫӑк /выр. "грузило"/. Путаркӑча чулран, тӑхланран, тимӗртен тӑваҫҫӗ.
ПУТАШ — сӗреке-вӑлта хӗлӗхӗ тата ытти хатӗр ӑҫта выртса тӑни-ларнине кӑтартакан шывра путмасӑр курӑнса тӑракан ялтӑркӑч, палӑртмӑш. Путӑша хур шӑмминчен, йывӑҫран /тӗрлӗ тӗспе сӑрласа/, хура тирек хуппинчен, ятарлӑ пластмасса шарикӗнчен тӑваҫҫӗ.
ПУШКАРТ /вырӑнти сӑмах/ — путӑш /выр. "пробка"/. Пушӑ /ҫӑмӑл/ тата карт /картланӑ/ сӑмахсенчен пулнӑ. Путӑш сӑмаха вулӑр.
СӐНӐ — темиҫе /пӗрре-тӑваттӑ/ вӗҫлӗ сенӗк евӗрлӗ вӑрӑм авӑрлӑ чикме, ченчӗк /выр. "острога"/. Ытларах сӑнӑ тесе пӗр вӗҫлӗ чикмене калаҫҫӗ. Пулла сӑнӑпа кимӗ ҫинчен, ҫӗрле кимӗ пуҫне сӑмала ҫуткӑҫне /факелне/ лартса тытаҫҫӗ. Пулӑсене сӑнӑпа, ченчӑкпа чиксе туртса кӑлараҫҫӗ. Ҫак мелпе пулӑ тытма тахҫанах чарнӑ.
СӐСКА, СӐСКӐҪ — атма евӗр /пӗчӗккӗ/ пулӑ тытмалли хатӗр. Ҫилӗме, сӗрекене лекнӗ пулӑсене ӑсса кӑлармалли ӑскӑч, карнӑ серепе /выр. "сачок", "наметка"/.
СЕРЕПЕ — ҫипрен йӑлмакласа ҫыхнӑ эреш, таната, сӗреке, ҫилӗм /выр. "тенета", "сетка"/. Пулӑ, вӗҫен кайӑка тытмалли шӑтӑклӑ-йӑлмаклӑ карӑм.
СӖКЕ — кӗленче евӗрлӗ вӑрӑм марата е вӑрӑм пӗркенчӗк /выр. "верша", "морда"/. Ункӑсен, карлӑксен ҫумне хулӑран ҫыхса тунӑ вача. Вӗҫне пӗреҫҫӗ, анӗ икӗ варинккеллӗ. Сӗке лартса ҫӑрттан тытаҫҫӗ. Вача ҫинчен вулӑр.
СӖРЕКЕ — икӗ енчен, туя-авӑрӗсенчен туртса шыва сӗрсе пулӑ тытмалли хатӗр, серепе /выр. /"бредень"/. Сӗрекен ҫӑварӗ, анӗ, хӳри, хутаҫҫи, мотни пур. Сӗреке ҫине аял енчен путарӑҫсем ҫӳл енчен путӑшсем, пушкартсем ҫакнӑ.
Сӗрекепе кӳлӗре, авӑрсенче, таса юхан шывсенче сӗрсе пулӑ тытаҫҫӗ. Вӑрӑм сӗреке 20-25 метр, кӗски 10-12 метр тӑршшӗ пулать. Хутаҫлӑ сӗреке, хутаҫсӑр сӗреке, мотнясӑр сӗреке.
ҪЕКӖЛ — сӗрекене, ҫилӗме тата ытти япалана шывран ҫаклатса ҫыхса туртса кӑлармалли япала, ӗҫ хатӗрӗ /выр. "крюк", "вертлюг"/. Йывӑҫ ҫекӗл, тимӗр ҫекӗл, шакӑрчаллӑ /«вертлюг»/ ҫ./.
ҪИЛӖМ — пулӑ тытмалли вӑрӑм сӗреке, тетел /выр. "невод"/ В.И. Даль "Невода бывают длиною до 500 саж", — тесе ҫырать. Ҫилӗм икӗ хутаҫлӑ, тӗрлӗ /пысӑк та, пӗчӗк те/ йӑлмаклӑ, анӗ-карӑмне шултра йӑлмаклӑ ҫыхнӑ сӗреке.
Кӳлӗре пулла ҫилӗм лартса, юхан шывра карса тытаҫҫӗ. Ҫилӗме кимӗ ҫинчен шыва иккӗн яраҫҫӗ. Пулӑсене ҫилӗм еннелле путапа, какӑрпа хӑвалаҫҫӗ. Ҫилӗме шывран лашапа е йышпа туртса кӑлараҫҫӗ. Кушелти пулӑсене ӑскӑчпа ӑсса-тытса илеҫҫӗ. Ҫилӗме ҫыран ҫумӗнчи ятарлӑ вӑрӑм каштасем ҫине ҫакса типӗтеҫҫӗ. Сийӗн-сийӗн кӑнтарса, ҫӗклем патаккисем ҫине хывса татах пулӑ тытма хатӗрлеҫҫӗ. Халӗ ҫилӗмпе тинӗсре кӑна усӑ кураҫҫӗ.
ХӖЛЕХ — вӑлта ҫиппи /шыври пайӗ/ — /выр. "леска"; дословно: конский волос хвостовой части/. Халӗ вӑлта хӗлӗхне капрон ҫипрен-лескаран тӑваҫҫӗ.
ТЕТЕЛ — ҫилӗм, сӗреке /выр. "невод"/. Тетел ҫилӗмрен икӗ хут кӗске, сӗрекерен вӑрӑм. Хутаҫлӑ, мотнеллӗ серепе, сӗреке. Кимӗпе /икӗ енчен/ ишсе, тетеле сӗтӗрсе, сӗрсе пулӑ тытаҫҫӗ. Тетеле юхан шывра пулӑ ҫӳрекен вырӑна карса лартаҫҫӗ. Тата шывра учук юпи-картине тытаҫҫӗ. Тетел сӑмахӗ ӑна тытса карса тӑракан юпи-тӗркӗчӗ, тӗлӗ /тӗрт, тӗт + тел/ сӑмахсенчен пулса кайман-ши? Халӗ тетелпе пулӑ тытма пӑрахнӑ.
УЧУК — чик, чӳк сӑмахсенчен пулса кайнӑ. Шыва урлӑ варинккелесе, хӗстерсе ҫапнӑ чикме карта /выр. "учуг"/. Варринче хапхи анӗ пур. Унтан пулӑсем тухса ҫӳреҫҫӗ. Шӑпах ҫав тӗле пулӑ тытмалли хатӗрсем лартаҫҫӗ. Ку мелпе халӗ пулӑ тытмаҫҫӗ, анчах та юхӑҫӑсем /браконьерсем/ учук картасем Кокшага, Ҫавал тӑрӑхӗнче лартнине курма пулать.
В.И.Даль: "Учуг — забойка, частокол, тын поперек реки... Изба над сваями над учугом... Сооружение для улова рыбы. Учуг с мордами, неводами... Летом вытаскивают рыбу с неводами... Зимой спугивают самоловы, в сети... Учуги сооружают на Волге, на ее притоках для ловли красной рыбы /осетра. Авт./, язя... Название ватаг: Иванчуг, Яманчуг. Слово татарское, волжское". /Чувашское. - Авт./.
Пирӗн тӑрӑхра Звенигово затонне хирӗҫ 1906 ҫулччен пулӑ тытакансен Чекуры ялӗ-тӑрӑхӗ пулнӑ.
ЧЕНЧӖК, ЧЕНЧӖКЕ, ЧЕНӖҪКЕ — пулӑ чиксе тытмалли сӑнӑ, качӑллӑ сенӗк, чикме /выр. "острога", "вилка"/. Сӑнӑ сӑмаха вулӑр.
ЧИКМЕ — пӗр е икӗ вӗҫлӗ сӑнӑ, ченчӗк /выр. "копье", "кол"/. Чикмепе ҫӑрттан, шурӑ пулӑ /белуга/ тата ыттисене те тытнӑ.
ШАК — вырӑсла "жак". Ячӗ Индиренех килнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пулӑ тытмалли хатӗр, вӑрӑм кушел, серепе, мереже. Серепине ункӑсем ҫине ҫыхаҫҫӗ. Ункисене хӑйсен хушшинче кантрасемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫавӑнпа шак темӗнле вӑрӑм пулсан та купӑс миххи пек пуҫтарӑнать, пӗчӗкленет.
Шак маратаран вӑрӑм. Шака юпасен хушшине ҫыхса лартаҫҫӗ, хӳрине чикме лартса путараҫҫӗ.
ШАШКА кантра ҫине вӑлтасем ҫакнӑ пулӑ тытмалли хатӗр /выр. "хребетина"/. Карӑм ҫинчен вулӑр.
ЮХӐ — юхса тӑрӑкан шыв ҫине лартнй аххан, тетел /выр. "охан", "ахань"/. Икӗ хутла серепе. Юхӑ юхха, ҫӗлен пӑрахнӑ тир сӑмахран пулнӑ теме пулать. Аххан ҫинчен вулӑр.
ЮХӐҪӐ — пулӑҫӑ /выр. "рыбак", "браконьер"/. Тытма юраман майсемпе, хатӗрсемпе пулӑ тытакан.
ЯКӐР, ЯКУР — тӑватӑ, виҫӗ, икӗ чӗрнеллӗ ҫекӗл, чӗрне /выр. "якорь"/. Тимӗр якӑр, чулпа йывӑҫ ҫекӗлсене ҫыхса тунӑ якӑр, якӑрӑн чӗрни, тӑлпи, ҫӗрри пур. Ҫӗрринчен вӗрен, сӑнчӑр, канат ҫыхса тепӗр вӗҫне кимӗ кучанӗнчен ҫыхса тунӑ шыва яраҫҫӗ. Якӑр шывра кимӗсене, сулӑсене тытса тӑрать. Кимӗпе ишнӗ вӑхӑтра якӑр кимӗ ҫинче выртать.
Виктор Наумов, ӑсчах;
Е.Н.Наумова-Гатаулинова ӳкерчӗкӗсем;
«Хыпар» хаҫатӑн 76-77 № (2006 ҫул) илнӗ.
>>

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пулӑ тытмалли хатӗрсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-23 21:35:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8043 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем