Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лосманов Виссарион Петрович

Лосманов Виссарион Петрович — энтомолог, лӗпӗш пухаканӗ тата вӗсене тӗпчекенӗ. 1935 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗнче ҫуралнӑ.

РӐА вырӑс энтомологи пӗрлешӗвӗн членӗ.

Пурнӑҫӗ

1968 ҫулта ВЗПИ политехника институтӗнчен куҫӑмсӑр майпа вӗренсе тухнӑ. 1965 ҫултанпа ҫӑмӑл промышленноҫри технологи хатӗрне юсакан конструктор бюровӗнче пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ.

Тӗпчевӗсем

Хурт-кӑпшанкӑпа мӗн пӗчӗкренех интересленнӗ, 1970 ҫулсенчен пуҫласа ку ӗҫе анлӑн пикеннӗ. Чӑваш Енре тата Раҫҫӗйпе Ази тӑрӑхӗсенче 20 ҫул ытла хурт-кӑпшанкӑ пуҫтарса ҫӳренӗ.

1997 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Республикӑн пӗрремӗш энтомологи конференцине хутшӑннӑ. 1984 ҫултан унӑн лӗпӗшпе хурт-кӑпшанкӑ пуххине Чӑваш Енре тата Раҫҫейри ытти хутлӑхра кӑсӑкланса йышӑннӑ.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-21 00:30:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4491 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем