Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кокель Алексей Афанасьевич

Кокель Алексей Афанасьевич — чӑваш живописецӗ, графикӗ, профессор. 1880 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче Пӑва уесӗн Турхан ялӗнче (халӗ Патӑрьел районне кӗрет) ҫуралнӑ. 1956 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Харьков хулинче вилнӗ.

1932 ҫултанпа CCCРӑн ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑрать.

Кун-ҫулӗ

1903 ҫулта Питӗрти укерӳ шкулӗнче вӗренсе тухнӑ. 1912 ҫулта И.Е.Репинӑн тата Д.Н.Кардовский ӑстаҫӑсен лаҫҫинче ӗҫлесе Аслӑ ӳнер шкулӗнче пӗлӳ ӳстернӗ. «В чайной» конкурслӑ (дипломлӑ) ӗҫӗшӗн Алексей Кокеле Италине пенси тӳлесе хӑйӗн ӳнерҫӗ ӑсталӑхне лайӑхлатма янӑ. 1913-1914 ҫулсенче «В чайной» ӗҫӗ Мюнхенри тата Венецири пӗтӗм тӗнчери куравсенче кӑтартнӑ.

1916-1921 ҫулсенче Алексей Кокель Харьков ӳнер шкулӗнче вӗрентекен, 1918-1922 ҫулсенче Ҫар-ӗҫ тӑрӑхӗн коммисариачӗн ӳнер секцин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

1921-1923 ҫулсенче вӑл пуҫарнипе Харьков ӳнер институтне йӗркеленӗ. Вӑлах ҫав институтӑн ректорӗ пулнӑ. 1923-1956 ҫулсенче — ҫав институтӑн живописьпе ӳкерчӗк кафедрин заведующиӗ.

Ҫавӑн пекех Алексей Кокель Червонлӑ Украинӑн ӳнерҫисен пӗрлешӗвне туса хураканни пулать.

Ӗҫӗсем

«Колхоз пасарӗ» (1934)

  • "Портрет чувашской женщины" (1906)
  • "Уральские заводы" (1908)
  • "В чайной" (1912)
  • "Итальянцы" (1913)
  • "Семейный портрет" (1914)
  • "Из чувашской сюиты"(1919)
  • "Извозчик" (1919)
  • "Венчание. Чуваши" (1920)
  • "Старый рабочий" (1927)
  • "На посту" (1927)
  • "Награждение ударницы" (1930)
  • "Ликбез" (1935)
  • "На соляных промыслах" (1936)
  • "Зима" (1943)
  • "Донец" (1955)
  • тата ыттисем

Вуламалли

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-25 15:18:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10944 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем