Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Димитриев Василий Димитриевич

Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Кун-ҫулӗ

1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ. 1988 ҫултанпа университетри Тӑван ҫӗршыв историйӗн кафедра пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2000 ҫултанпа — университетӑн ҫӑлкуҫсемпе архив тӗпчевӗн кафедра пуҫлахӗн ҫумӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Василий Димириевич Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вӑтам ӗмӗрсене тата кунта пурӑнакан халӑхсен историне лайӑх пӗлекен паллӑ историксен шутне кӗрет. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл чӑвашсен кун-ҫулне тӗпченӗ, Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен авалхи вӑхӑтсенчен пуҫласа ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Атӑлҫи Пӑлхар, Ылтӑн Урта, Хусан ханлӑхӗ, Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчи историне тӗпченӗ. Василий Димириевич пуҫласа XIV вӗҫӗпе XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсем пушанса юлнин ыйтӑвне тата ыттисене тишкернӗ. Вӑл паллӑ ҫынсем пирки чылай ҫӑлкуҫ, нумай материал пичетленӗ: Н.Я. Бичурин, С.М. Михайлов, Н.В. Никольский, М.П. Петров, Л.П. Кураков тата ыттисем пирки.

Кӗнекесем

  • История Чувашии XVIII века. Чебоксары, 1959;
  • Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993;
  • Чуваши: Этническая история и традиционная культура. Москва, 2000 (в соавторстве);
  • Чебоксары: Очерки истории города конца 13–17 вв. Чебоксары, 2003;
  • О чувашском учёном и писателе середины XIX в. С.М. Михайлове и его сочинениях. Чебоксары, 2003.

Чысланисем

Димитриев Василий Димитриевич Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1974), РСФСР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1980). 1994 тата 2001 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тӗлӗшӗпе Патшалӑх Премийӗн лауриачӗ пулма тивӗҫнӗ. 2002 ҫулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ Республикӑри журналистсен премийӗн лауриачӗ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн 1-мӗш степеньлӗ орденпа, Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» орденӗсене, чылай медальсене тивӗҫнӗ.

1989 ҫулта вӑл Ҫӗрпӳ хулин, 2004 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗн тава тивӗҫлӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-01-08 20:00:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1558 хут пӑхнӑ.
Orphus

Радио (01.05.2017)

07:00
 
Юрă вăчăри (12+)
08:00
 
Не формат (12+)
09:00
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Ялтан яла (12+)
11:20
 
Радиоазбука (0+)
12:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:20
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
16:00
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Çемье ăшши (12+)
18:00
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Символ веры (12+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org