Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Василий Иванович Давыдов-Анатрин ҫутӑ сӑнарне асра тытса

2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 93 ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх поэчӗн, РСФСР тата Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн Василий Иванович Давыдов-Анатрин чӗри тапма чарӑннӑ.
В.И.Давыдов-Анатри 1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Реслубликинчи Патӑрьел районне кӗрекен Первомайски (Аслӑ Арапуҫ) салинче ҫуралнӑ. Кунтах ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтернӗ, унтан ӑна, хастар ялкора, Чӑваш облаҫ хаҫат-парти шкулне вӗренме янӑ. 1940-1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче тӑнӑ, ун хыҫҫӑн Первомайски районӗн «Коммунар» хаҫатӗнче яваплӑ секретарьте, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн литература сотрудникӗнче, партин Чӑваш обкомӗн инструкторӗнче, ЧАССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Радиоинформаци комитечӗн председателӗн ҫумӗнче, тӗп редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑваш Ен Писательсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюро директорӗнче ӗҫленӗ.
Поэтӑн пӗрремӗш произведенийӗ («Ҫу илемӗ» сӑвви) 1936 ҫулта пичетленнӗ. Давыдов-Анатри — сӑмах ӳнерҫи, тӗнчене пӗлекен, лайӑх чухлакан тата ун пирки пурне те ӑнланмалла, ӑслӑ ҫыракан поэт. Хӑй Тӑван ҫӗр-шыва юратнине чуна пырса тивмелле тата тарӑн шухӑшлӑ уҫса пама пултарнӑ. Литература ӗҫӗнче ҫитмӗл ҫул ытла вӑй хурса сӑвӑсемпе юмахсен, поэмӑсен, калавсемпе повеҫсен хӗрӗх ытла кӗнекине кун ҫути кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех литература портречӗсем, писательсем ҫинчен чӑвашла тата вырӑсла аса илӳсем пичетлесе кӑларнӑ.
В.Давыдов-Анатрин сӑввисемпе 600 яхӑн юрӑ хывнӑ. Вӗсенче — чун ӑшшипе хӗвел ҫути. Вӗсем илем тӗлӗшӗнчен витӗмлӗ тата кӗвӗллӗ. Чӑвашсен чылай композиторӗ Давыдов-Анатрин поэзийӗн вӑйне ытараймасӑр унӑн хайлавӗсемпе ӗҫлеме туртӑннӑ. Филипп Лукин, Григорий Хирбю, Виктор Ходяшев пек паллӑ ӑстасемпе пӗрле ӗҫлесе халӑхра упранакан юрӑсем ҫырнӑ. РСФСР халӑх артисчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Ф.М.Лукин композитор поэт сӑмахӗсемпе ҫӗр ытла юрӑ хывнӑ.
В.Давыдов-Анатри произведенийӗсене тӗнчери халӑхсен чылай чӗлхине куҫарнӑ. Унӑн поэзийӗн стилӗ ансат, ӗҫӗсем халӑх кулӑшӗпе, чӗлхе хатӗрӗсен пуянлӑхӗпе тата илемӗпе, кӗвӗлӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Поэт пултарулӑхӗ Чӑваш Ен литература еткерне ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ, чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗн хӑйне евӗрлӗ энциклопедийӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш литературине, совет культурине аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн В.Давыдов-Анатрине Халӑхсен Туслӑхӗн орденӗпе, медальсемпе наградӑланӑ. Василий Иванович Давыдов-Анатрин — талантлӑ писателӗн, ывӑнма пӗлми ӗҫченӗн тата тӗлӗнмелле ҫыннӑн — ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче яланлӑхах упранӗ.

«Хыпар» хаҫатри некролог


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-17 21:48:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3689 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем