Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Борлен Борис Леонтьевич

Борлен Борис Леонтьевич (чӑн хушамачӗ Тихонов) — чӑваш сӑвӑҫи, публицисчӗ. 1934 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

2002 ҫултанпа РФ ҪП тата Чӑваш Енӗн ПҪҪП пайташӗ шутланать. 1980 ҫулта «РСФСРӑн халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн откличникӗ» ята тивӗҫлӗ пулнӑ.

1999 ҫулта вӑл Митта Ваҫлейӗн ячӗллӗ премийӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1955) илнӗ. Ун хыҫҫӑн малтан Чӑваш республикинчи хаҫат редакциӗсенче тӑрӑшнӑ, каярах Пушкӑртри шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. «Хыпар» хаҫатӑн Пушкӑртстанри ятарлӑ корреспонденчӗ вырӑнӗнче самай хушӑ тӑрмашнӑ. Хусанта тухакан «Сувар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ (1993–1995) пулса ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтрах Хусанти педагогика институтӗнче студентсене пӗлӳ панӑ, аслӑ преподаватель пулнӑ.

Борис Леонтьевич тӑрӑшнипех Пушкӑртри Стерлӗ хулинче чӑваш ачисем валли ятарлӑ курссем, педагогика училищинче чӑваш уйрӑмӗ уҫӑлнӑ.

Ӗҫӗсем

Пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Виҫӗ легенда» (1993);
  • «Асатте ялӗнче» (П. Ҫӑлкуҫпа пӗрле, 1994);
  • «Пӑрттас патшапа Сӑвар Турханӗ» (1998);
  • «Кам меншӗн уйрӑлать» (1998);
  • «Кӗсменрен тӑкаҫҫӗ кӗмӗл» (1999);
  • «Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗнӗ самана» (2001);
  • «Саламлама явмаҫҫӗ саламат» (2001);
  • «Ҫӗр хуҫи-ши эс, Хӗветӗр?» (2003);
  • «Кам мӗншӗн авланать вӗт...» (2004);
  • «Паянхи пулӑм-курӑм» (2006);
  • «Хаваслӑ паллашу» (2006);
  • «Пирӗн ҫутҫанталӑк» (2008);
  • «Зоопаркра» (2010);
  • «Сӑмахӑм самана ҫинчен» (2010);
  • «Хуҫаран килет хуҫалӑх» (2010);
  • «Пурте пӗр тӗнчере пурӑнатпӑр» (очерксем, статьясем, тӗрленчӗксем; 2011);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

  • Уткин Г. А. Чӑн сǎмах / Геннадий Уткин // Тӑван Атӑл. – 2011. – 3№. – Прил.: 48-49 с. — (Сунтал)
  • Садал С. Халӑх кӑмӑл-сипетне ӑша хывнӑ сӑвӑҫ / Светлана Садал // Тантӑш. — 2010. — кӑрлач, 14 (1№). — 9 с.
  • Матвеева Г. Сӗтел ҫинчи зоопарк / Галина Матвеева // Тантӑш. — 2010. — пуш, 18 (10№). — 6 с.
  • Казанов А. Паттӑр ачалӑх сасси / Аркадий Казанов // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2010. — ҫу, 14 (19№). — 11 с.
  • Крысин П. Шанӑҫ пур / Павел Крысин // Хыпар. — 2010. — чӳк, 24. — 3 с.
  • Казанов А. Пултаруллӑх ӗҫӗнче ҫав-ҫавах хастар / А. Казанов // Урал сасси. — 2009. — раштав, 24 (52 №). — 3 с.
  • Уткин Г. Шухӑ шухӑш темиҫе ҫунатлӑ / Геннадий Уткин // Борлен Б. Анаталла-тӑвалла… Ӑҫталла ҫул тытмалла? / Борис Борлен. — Шупашкар : Ҫӗнӗ вǎхǎт, 2008. — 3-5 с.
  • Уткин Г. Шухӑ шухӑш темиҫе ҫунатлӑ / Геннадий Уткин // Хыпар. — 2008. — юпа, 9. — 3 с.
  • Малышкин Н. Ф. Борлен Борис Леонтьевич / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район: краткая энциклопедия. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 62.
  • Борлен Борис Леонтьевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия: в 4 т. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2006. — Т.1: А-Е. — С. 247.
  • Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич // Афанасьев П. Писатели Чувашии: биобиблиогр. справ. / Порфирий Афанасьев. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2006. — С. 60.
  • Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич // Ялгир П.Я. Литературный мир Чувашии / Петр Ялгир. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2005. — С. 20.
  • Казанов А. Уҫӑлнǎ ҫӑлкуҫ / А. Казанов // Тӑван Атӑл. — 2004. — 12№. — 62-64 с.
  • Мефодьев А. Ӑста лирик / А. Мефодьев // Чӑваш чӗлхипе литературин ыйтӑвӗсем: ҫырнисен пуххи. — Шупашкар, 2001

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-05-14 00:56:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8680 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем