Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Айзман Николай Спиридонович

Айзман Николай Спиридонович, — драматург. 1905 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Алькешра ҫуралнӑ. 1967 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ

"Кай, кай Ивана" комеди авторӗ.

1939 ҫултанпа СССРӑн ҪП членӗ шутланать, 1940 ҫулта Чӑваш АССРӑн исскуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Шупашкарти исскуствопа театр техникумӗнче вӗреннӗ. К. В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр тата режиссёр пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

60 пьеса ытла ҫырнӑ. Вӗсене халӗ те театрсенче лартаҫҫӗ. «Кай, кай Ивана» спектаклье Чӑваш Енре ҫеҫ мар, ытти респуликӑсенче те лартаҫҫӗ.

Чи паллӑ пьесӑсем:

  • «Йӑмраллӑ ял» (1929);
  • «Шав»;
  • «Театр»;
  • «Телейлӗ каҫ»;
  • «Тӑшман ҫывӑрмасть»;
  • тата ыттисем.

Кӗнекисем:

  • «Алла алӑ ҫунӑ чух» (1956)
  • «Кӑмӑллӑ кӳршӗ» (1967);
  • «Ҫамрӑк мӑшӑр» (1969);

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Нихӑҫан та кивелмен, йӑлӑхтарман хайлавсен авторӗ (Е. Арланова)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-07-17 11:55:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10485 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем