Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Емельянов Анатолий Викторович

Емельянов Анатолий Викторович — ҫыравҫӑ, публицист. 1932 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1990). «Шӑнкӑрав курӑкӗ» повеҫшӗн Ҫеҫпӗл ячӗллӗ (1975), «Ят» тата «Ватӑ ӑшши» кӗнекесемшӗн Иванов ячӗллӗ (1990) премине тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑрнар зооветтехникумӗнче, Ленинградра партин аслӑ шкулӗнче, Мускаври литературӑн аслӑ курсӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ҫарта пулнӑ. Партин Вӑрнар райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Чӑваш АССРӗн культура министрӗ, Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правлениӗн председателӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Малтанхи сӑвви 1949 ҫулта район хаҫатӗнче пичетленнӗ. «Кӑмӑл» ятлӑ калавӗ 1957 ҫулта «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатӑн виҫҫӗмӗш номерӗнче кун курнӑ.

Пурӗ 30 ытла кӗнеке тухнӑ, вӗсенчен ҫурри — вырӑсла.

Вулакансем ҫак кӗнекесене вулама юратаҫҫӗ: «Ҫавал сарӑлсан»(1966), «Хура кӑрӑҫ» (1981), «Кӗмӗл ҫил» (1985).

Каҫӑсем

Вуламалли

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-21 17:21:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5275 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем