Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Ҫӑлтӑр ҫути» комикс конкурсӗн йӗрке-шывӗ

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Ҫӑлтӑр ҫути» конкурса ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

  • «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org/ )
  • Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inset.chv.su/)

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

Калӑпӑшӗ: комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла.

Тема: сюжет ҫӑлтарпа ҫыхӑнмалла.

Кадрсен йӗрки: кадрсем сулахайран пуҫласа сылтӑмалла, ҫӳлтен пуҫласа аялалла вырнаҫмалла.

Чӗлхе: калаҫусене чӑвашла ҫырмалла. Текста алӑпа ҫырсан саспаллисем лайӑх вуланмалла.

Ӳкерӳ техники: ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑна усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӑмӑртӑва халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсемпе пайланӑ:

  • 7-14 ҫулхи ачасем (1-8 кл.)
  • 15-17 ҫулхи ачасем (9-11 кл.)

Асӑрхаттару: пӗр-пӗр ушкӑнра хутшӑнакансен йышӗ сахал пулсан ӑмӑрту йӗркелӳҫисем ачасемпе ҫамрӑксене ӳсӗмпе пайламасӑр та пултараҫҫӗ.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ:

  • сюжет пуянлӑхӗ (1-5 балл);
  • чӗлхе илемлӗхӗ (1-5 балл);
  • ӳкерчӗксен илемлӗхӗ (1-10 балл);
  • хушма пахалӑхсем (вӗсен шутне кӗреҫҫӗ: комикс калӑпӑшӗ, ӳкерме усӑ курнӑ меслет /компьютерпа усӑ курсан, сӑмахран, пахарах/, пурнӑҫланӑ вӑхӑт /пӗрремӗш ҫитнӗ ӗҫсене лайӑхрах хак парӑпӑр/, темӑпа ҫыхӑнни т. ыт.).

Кашни хутшӑнакан ӑмӑртӑва янӑ ӗҫшӗн ӗнентерӳ хучӗ илӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӗҫсене 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне палӑртӗҫ.

Комикссене чи малтан сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла, ҫырура авторсемпе ертӳҫи пирки пӗлтермелле. Ҫавӑн пекех комикс оригиналӗсене почтӑпа ҫак адреспа ямалла: 428903 Плотников Николай Алексеевич, до востребования.

Кашни ӗҫе Чӑваш халӑх сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ — ӑмӑртӑва хутшӑнни ачасемпе ҫамрӑксем комикса унта вырнаҫтарма ирӗк панине пӗлтерет.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-28 12:49:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4568 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем