Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юлташӑм, куратни, ҫитет кӗркунне

Алик Петрова>>
Юлташӑм, куратн-и, ҫитет кӗркунне?
Кам савмӗ ун ылтӑн та капӑр тумне
Часах уйрӑлатпӑр, часах ӑсату, —
Кӗтет сана пысӑк хула, институт.

Халь эсӗ каятӑн; анчах та нихҫан
Пӗр тантӑшсемпе туслӑха эс ан ман.
Уйри сукмака, шӑматкун каҫсене,
Ачалӑхри пысӑк ҫут ӗмӗтсене.

Эпир ак юлатпӑр кунтах. Вӑтам шкул
Пире те ҫул парӗ. Анчах килес ҫул...
Сана ӑшӑтинччӗ ман савнӑ салам,
Телей те сӗнем, ырӑ сывлӑх сунам.

Ӑсла-шухӑшла, сан ӗҫӳ тӳпере
Ҫӳретӗр вӗҫсе ҫӳлерех, инҫерех.
Юрат ҫынсене, пул хастарлӑ ялан,
Тӑван халӑхна нихӑҫан та ан ман.

Юлташӑм, часах-ҫке ҫитет кӗркунне
Ҫитет пӗркенсе капӑр ылтӑн тумне.
Часах эс каян вӗренме: Сывӑ пул,
Сунатӑп сана чи телейлӗ кун-ҫул.

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 00:25:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5432 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем