Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шанарпуҫ

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Шанар

Ӗлӗк-авал Шанар ялӗ хальхи вырӑнтан 3 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле, Атӑл еннрех, вырнаҫнӑ пулнӑ. Ҫав Аслӑ ҫулпа час-часах арестованнӑйсене этаппа Сибирилле илсе ҫӳренӗ. Ҫула май вӗсем вырӑсла пӗлмен чӑвашсем патне кӗрсе чӑвашсене чӑрмантарнӑ, хӑратса ӗҫме-ҫимисене тытса илнӗ. Асатте-асаннесем ҫав нуштаран хӑтӑлас тесе урӑх вырӑна куҫса ларма шутланӑ. Вара вӗсем ӗлӗкхинчен кӑнтӑр еннелле вӑрман варне Шанар шывӗ пуҫланакан вырӑна куҫса ларнӑ. Ҫавӑнпа вара пирӗн яла Шанарпуҫ теҫҫӗ.

1950 ҫ. ЧР Шупаркар р-чи Шанарта
Г.Я.Хлебликов ҫырса илнӗ.


 
Категорисем: Сĕнтĕрвăрри. Шанар

Тулли верси :: Статья каҫми