Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Темтепӗрлев

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Литературара пӗр жанр пекки пур. Ӑна вырӑсла «приключение» теҫҫӗ. Европӑри чӗлхесенче «авантюра» пекрех. Хӑш чухне ҫавна хайлавӑн ятне те кӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, Марк Твен ҫырнӑ The Adventures of Tom Sawyer. Вырӑсла вӑл «Приключе́ния То́ма Со́йера» пулать. Чӑвашла куҫару та пур — «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени». Чӑвашла куҫараканӗ — Феодосия Ишетер (пӗлменнисем валли: вӑл Хумма Ҫеменӗн мӑшӑрӗ пулнӑ).

Ҫав «приключение» тенине ытти куҫаруҫӑсем те ҫаплах калаҫҫӗ — темтепӗр курса ҫӳрени.

Пире ку темшӗн ҫырлахтарсах пӗтереймерӗ. Ҫавӑнпа та ак мӗнле сӗнӳ пур. Ахӑртнех ҫак жанра темтепӗрлев темелле пуль. Вӑл ак ӑҫтан сиксе тухнӑ, Темтепӗр мӗнне пурте чухлаҫҫӗ пуль-ха. Япала ячӗ вӑл. Ун ҫумне -ле аффикс хушсан глагол пулать — темтепӗрлев. Глаголтан вара, тепӗр аффикс хушса, япала ячӗ тума пулать. Темтепӗрле + ев = Темтепӗрлев.


Мӗншӗн-ха «темтепӗр курса ҫӳрени» ҫырлахтармасть?
«Приключение» вӑл — курса ҫӳрени мар. Ҫак пулӑма кӗрсе каякан ҫын мӗн пуласси-пулнине пӗтемпех хӑй чӑтса ирттерет. Хӑйӗн ӗнси ҫинче.



Тулли верси :: Статья каҫми