Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Пěччен пыл çиме аван, йышпа ĕç тума аван.
(ваттисен сăмахĕ)
 
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
 
 

АВН
07

Chuvash.Org пĕрлĕх 5 çулта
 Admin (07.09.2010 09:28) :: 13 хут пăхнă

Пирĕн пĕрлĕх сайчĕ
Пирĕн пĕрлĕх сайчĕ

Паян, авăнăн 7-мĕшĕнче, Chuvash.Org пĕрлĕхе йĕркеленĕренпе 5 çул çитрĕ. Шăп та лăп çак кун 2005 çулта пĕрлĕхĕн пĕр пайĕ, Чăваш халăх канашлăвĕ ĕçлеме пуçларĕ. Каярах вара Чăваш халăх сайчĕ, унăн тăванла сайчĕсем ĕçлеме пуçларĕç.

Пирĕн пĕрлĕх сайчĕ темиçе пайран тăрать: канашлу (чи пысăк пай); информаци пайĕ (кунта тĕрлĕ текстсем вырнаçнă); сайтçăсен пайĕ (ăна усă курса ентешсем пĕр-пĕрне шыраса тупма пултараççĕ); календарь (тĕрлĕ пулăмсен çăмхи); хыпарсем (вĕсем пирĕн порталта ытти пайсемпе тачă çыхăннă — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кĕтесĕ; электронлă вулавăш (ăна уйрăм сайт теме те юрать); кун кĕнекисем (ку пайра кашни хăй шухăшне пĕлтерме пултарать). Унсăр пуçне сайт урлă çырусем çӳретме те май пур. Сайт тăватă чĕлхеллĕ: чăвашла (чи пысăк уйрăм), вырăсла, акăлчанла, эсперантолла. Нумай пулмасть сайтăн пуçĕ çĕнелчĕ.

Çак 5 çул хушшинче сахал мар ĕçлерĕмĕр: тĕнче тетелĕнче Википедин чăваш уйрăмĕ 10 пин ытла статьяпа тулчĕ, электронлă вулавăш йĕркеленчĕ (унта 3 пин çурă ытла хайлав вырнаçрĕ), сăнсен галерейинче 15 пине яхăн фото пухăнчĕ, электронлă сăмахсарсем вырнаçрĕç, темиçе программăна чăвашла куçартăмар, чăвашла компьютер терминологине йĕркелес тĕлĕшпе самай тăрăшрăмăр.

Малалла...


АВН
06

В.Г. Агаков 1-мĕш курс студенчĕсемпе тĕл пулчĕ
 Admin (06.09.2010 15:48) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă

В.Г. Агаков
В.Г. Агаков

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче университет ректорĕ В.Г. Агаков профессор çĕнĕ корпусра вĕренекен студентсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Ректор зала пухăннисене, уйрăмах 1-мĕш курссене, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, çитĕнӳсем тума сунчĕ. Çĕнĕ курпусра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Тин кăна филологсемпе историксем вĕренекен 5 хута строительсем илем кĕртсе пĕтерчĕç. Ректор çакăн пек юсав ĕçĕсем ытти хутсенче те пуласса шантарчĕ. Тирпейлĕ те хăтлă пӳлĕмсене çĕнĕ техника хатĕрĕсем илем кӳрĕç, вĕренӳре пулăшса пырĕç. Çавăн пекех, В.Г. Агаков студентсен пурнăçĕпе те кăсăкланчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ятлă стипендисене хута ярас, ытти вузсене тĕрлĕ конференцисене тухса çӳрес тата ытти ĕçсенче пулăшма шантарчĕ. Авăн уйăхĕнче пур студента та стипенди парса хавхалантарасси пирки пĕлтерчĕ. Тĕлпулу савăнăçлă концерпа вĕçленчĕ.



Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/

АВН
06

Эдисон Патмарăн çĕнĕ кĕнеки
 Admin (06.09.2010 15:41) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă

Кĕнеке хуплашки
Кĕнеке хуплашки

Кĕнекен тулли ячĕ — «Телей çăлтăрĕ — гимнази директорĕ». Автор унта Трак чăваш-нимĕç гимнази директорĕн Г.И.Юлмасовăн ĕçĕ-хĕлне, 55 çулхи кун-çулне, çемйин аталанăвне тата унăн пурнăçри çитĕнĕвĕсене çутатса панă. Кĕнеке 50 экземплярпа «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă. Калăпăшĕ — 24 страница.

Кĕнеке ум сăмахне автор хăех çырнă. Унта çапла каланă:

«Тĕкĕр çине пăхатăп та, ниепле майпа та хама икĕ «пиллĕклĕ» хĕрарăм тесе калама пултараймастăп. Йăлтăртатакан кăвак куç, ĕç шухăшлă сăн-пит, пурнăç йĕрĕсем вуçех те çук. Таçти никам пурăнман утравра пурăнатăп тейĕн.

Тĕкĕр çине пăхатăп та, хама телейсĕр теес килмест. Юратнă мăшăр тaтa икĕ улăп ывăл пур. Вĕсене эпĕ юрататăп. Вĕсем те мана алăра йăтса çӳреççĕ.

Тĕкĕр çине пăхатăп та миме витĕр шкул çуртне куратăп. Таса тa çутă классем, тĕлĕнмелле пултаруллă ĕçтешсем, нумай-нумай çунатлă ачасем...»

Красноармейски район энциклопеди кĕнекинчен (автор ăнлантарăвĕпе): «Юлмасова Галина Илларионовна çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. 2010 çулта 55 çул тултарать. Янкас шкулне 1970 çулта вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1972 çулта вăтам пĕлӳ пĕтерни çинчен Красноармейски шкулĕнче аттестат илет.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://nesterjankas.ucoz.ru/news/ehdison_patmaran_cene_keneki/2010-08-31-211

АВН
04

Пĕвесем тарăнланаççĕ
 Admin (04.09.2010 12:34) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă

Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче
Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче

Çуллахи шăрăх кунсем иртсе кайрĕç пулин те чăваш халăхĕ çăлсемпе пĕвесем пирки манмасть. Ак, нумай пулмасть, Патăрьел районĕнче пĕвесене тарăнлатрĕç. Кун пирки «Хыпар» хаçат пĕлтерет.

Хуравай çырми Патăрьел районĕнче вырнаçнă Вăрманхĕрри Шăхаль çумĕнчи вăрман уçланки урлă хăйне валли çул уçнă. Тахçан тунă пĕве вĕçне ĕнесем тапăра анатчĕç. Пуçĕнче, тарăнрах вырăнта, ял çыннисем çăвĕпех ăшă шывра чӳхенсе уçăлатчĕç. Шел, иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле çурхи шыв-шур татса кайнă хыççăн курорт евĕр хитре вырăн юрăхсăра тухрĕ. Кăçалхи шăрăхра кӳлленчĕксем кăна мар, çырми хăй те типсе ларчĕ. Ăна чĕртсе тăратасчĕ тесе халăх сахал мар шухăшланă. Улатăрпа Йĕпреç енче вăрмансем çунни те ял пуçлăхне çирĕп утăмсем тума хистерĕ пулĕ. Вут-çулăм тухас-тăвас пулсан таврара пĕр витре шыв ăсмалăх çăл çук!

Патăрьелĕнчи Шăнкăртам строительство организацийĕ пархатарлă ĕçе пурнăçлама килĕшнĕ. Бульдозерсемпе скреперсем хытнă çĕре хырса тикĕсленĕ хыççăн шыв управĕ тепĕр хут «шăтса» тухрĕ.

Малалла...


АВН
02

Шупашкарта митинг иртĕ
 Admin (02.09.2010 12:15) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă :: 24 хут пăхнă

А.Г. Николаев
А.Г. Николаев

Авăнăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне икĕ хут тивĕçнĕ летчик-космонавчĕ, авиацин генерал майорĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 81 çул çитнине анлăн палăртĕç.

Унччен пĕр кун маларах, авăнăн 4-мĕшĕнче, шăматкун, Николаев палăкĕ умĕнче митинг иртĕ, летчик-космонавта асăнĕç. Мероприятие официаллă çынсем, Раççей космонавчĕсен ушкăнĕ, шкул ачисем, студентсем, хула халăхĕ хутшăнĕ. Пуçламĕшĕ 10 сехет çурăра.

Митинг хыççăн палăк умне чечексем хурĕç.

 

Андриян Григорьевич Николаев 1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта çуралнă. Космоса икĕ хутччен вĕçнĕ. Пĕрремĕш вĕçевĕ 1962 çулхи çурлан 11-15 числасенче иртнĕ. Ун чĕри 2004 çулхи утăн 3-мĕшĕнче тапма чарăннă.



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/home/102/2010/html/nikolaev/index.html

АВН
01

Факультетра — Пĕлӳ кунĕ
 Admin (01.09.2010 17:17) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă :: 24 хут пăхнă :: 18 хут пăхнă

Факультет ĕçченĕсем
Факультет ĕçченĕсем

Авăнăн 1-мĕшĕ — пĕлӳ тĕнчинче вăй хуракансемпе тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсен уявĕ кăна мар тĕрĕссипе. Пиртен кашниех хăй вăхăтĕнче шкул сукмакне такăрлатнă, çавăнпа пурте ăна уяв пек йышăнма пултараççĕ. Университет та Пĕлӳ кунне çулсерен чыслăн уявлать. Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем кăçал та туслă йышпа пĕрремĕш курса вĕренме кĕнĕ студентсене саламларĕç, чи пĕрремĕш сумлă документа, студент билетне, пачĕç. Вĕренме кĕнисене факультетăн пултаруллă юрăç-студенчĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе пĕтĕм кăмăлтан чыс турĕç.



Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/

АВН
01

Красноармейски районĕнче те паян пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ
 Admin (01.09.2010 15:43) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă :: 24 хут пăхнă :: 18 хут пăхнă :: 22 хут пăхнă

Паян Красноармейски районĕнчи шкулсенче те пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕлӳ кунĕнче шкул партти хушшине 1900 ача ларчĕ. Вĕсенчен 156-шĕ — пĕрремĕш хут.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Александров ялти иккĕмĕш номерлĕ шкулта пулчĕ, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламларĕ. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Хисеп хучĕсемпе Дипломсем парса чысларĕ. Савăнăçлă линейкăра шкул директорĕ С.М.Николаева тата районти педагогика ĕçĕн ветеранĕсен организацийĕн ертӳçи Л.Г.Григорьев тухса саламлă сăмах каларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрава кăçал вунпĕрмĕш класра вĕренекен Миша Фризенпа пĕрремĕш класс вĕренекенĕ пачĕç.

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Ю.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://chuv-krarm.3dn.ru/news/shkulsenche_perremesh_shankarav/2010-09-01-131

АВН
01

Рия
 Admin (01.09.2010 12:57) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă :: 24 хут пăхнă :: 18 хут пăхнă :: 22 хут пăхнă :: 53 хут пăхнă

DVD хуплашки
DVD хуплашки

Тин кăнаç лавккасене Ева Лисинăн «Рия» новелли тăрăх ӳкернĕ илемлĕ фильм сутлăха çитрĕ. Вăрăмăшĕ — 90 минут.

«Ку истори кирек кампа та, кирек ăçта та пулса иртме пултарнă, пултарать те... Пурнăçра ытти яланах çĕнтерет. Анчах та чăн туйăм хуçалансан, ĕмерсем хушши пĕр-пĕрин патнелле туртăннă чунсем пĕрле пулма Турă кĕнекинче çырнă пулсан, — вĕсем пĕрле пулаççех. Арçенпе Рия юратăвĕ те шăпах çавăн пекки...» — пĕлтерет DVD хуплашки.

Тĕп роле Наталья Шамбулина вылять. Çавăн пекех илемлĕ фильмра Типшĕм Сашук, Ион Шеремет, Светлана Васильева, Ирина Архипова, Васильий Павлов, Ольга Ухтерикова, Петр Ермолаев, Лидия Красова, Александр Степанов ӳкерĕннĕ. Режиссерĕ тата сценари çыраканĕ — Вячеслав Оринов.

«Фильм тĕпрен илсен лайăх пулса тухнă. Типшĕм Сашук юррисем самай пуянлатаççĕ, пăхса ларма кăмăллă. Паллах оператор ĕçĕ тата монтаж аванрах пулмалла. Тата сасă яланхи пекех вылять. Пирĕн куракан çак çитменлĕхсене каçарать, паллах...

...Мана ку фильм пурпĕрех савăнтарчĕ. Чăваш киновĕ пахалăх енне туртăнни куçкĕрет.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=1;t=2087;st=420;

АВН
01

Паян ачасем шкула кайрĕç
 Admin (01.09.2010 11:45) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă :: 24 хут пăхнă :: 18 хут пăхнă :: 22 хут пăхнă :: 53 хут пăхнă :: 23 хут пăхнă

cap.ru сăнĕ
cap.ru сăнĕ

Ак ачасен çуллахи каникул вĕçленчĕ те — авăнăн 1-мĕшĕ çитрĕ. Шкул ачисем, студентсем вĕренӳ заведенийĕсене çул тытрĕç. Паян — пĕлӳ кунĕ.

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Чăваш Енре пурĕ 503 шкул ĕçлĕ. 126 пин ача çӳрĕ (2009-2010-мĕш вĕренӳ çулĕнче 125,8 пин пулнă). Пĕрремĕш хут партта хушшине 12 842 ача ларĕ (малтанхи çул — 12 208). 2009-10 вĕренӳ çулĕнче пĕр вĕрентекен çине вăтамран 13 ача (Раççейре — 10) килнĕ. Вăтамран классенче 19,59 ача пулнă (Раççейре — 18), вăл шутра хула шкулĕсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.

2010-2011 вĕренӳ çулĕнче икĕ çĕнĕ шкул хута кайĕ: Патăрьел районĕнче Сăкăт шкулĕ уçăлĕ, Тăвай районĕнчеКивĕ Элпуç шкулĕ. Çуртсене темиçе уйăх каялла çеç хăпартма пуçланă пулин те раштав уйăхĕ тĕлне вĕсене уçасшăн. Сăмах май, юлашки 10 çул хушшинче республикăра шкулсем валли пурĕ 152 çĕнĕ çурт хăпартнă.

Республикăра хальхи вăхăтра 439 шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ ĕçлет, вĕсене пурĕ 53 728 ача çӳрет.

22 аслă вĕренӳ заведенине пурĕ 73 409 студент вĕренĕ.

Малалла...



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./16/530/718335/876268

ÇУР
31

13 шкул, 2300 ытла вĕренекен
 Admin (31.08.2010 14:57) :: 13 хут пăхнă :: 6 хут пăхнă :: 10 хут пăхнă :: 20 хут пăхнă :: 24 хут пăхнă :: 18 хут пăхнă :: 22 хут пăхнă :: 53 хут пăхнă :: 23 хут пăхнă :: 22 хут пăхнă

Октябрьски шкулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав
Октябрьски шкулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи шкулсене çитес вĕренӳ çулĕнче пурĕ 2300 ача вĕренме кайĕ — кун пирки районăн официаллă сайчĕ пĕлтерет. Пурĕ 13 шкул ĕçлĕ — Сĕнтĕрвăрринче 3 шкул, тата çавăн пекех Аслă Хуракассинче, Карапашра, Кукашнире, Октябрьскинче, Сĕнтĕрпуçре, Çичĕпӳртре, Турханкассинче, Урхас Кушкăра, Чăнкассинче, Шĕнерпуçре, Шуршăлта. Пĕрремĕш хут шкула 208 ача кайĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви сĕннĕ май пур шкулта та пĕрремĕш кун Право пĕлĕвĕн кунне ирттерĕç — ачасене вĕсен прависем пирки вĕрентĕç.



Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1061722

Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 102
 
 Электронлă вулавăшри çĕнĕ хайлавсем
 
 Шырав
 
 
 Авăн, 7
1929
81
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллă Ĕç Паттăрĕ çуралнă.
1938
72
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист çуралнă.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Ašşă Неправильный символ в словаре (28)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (32)
Чаплă Потомки булгар - чуваши или татары? (162)
Hĕvelpi Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3765)
Чаплă Чăвашла вěренетпěр (155)
Hĕvelpi "Чăваш палли" (173)
Hĕvelpi Китай (7)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
 
 Кун кĕнекисенче
Намăс та мар-ши?
Чи юлашкинчен
Паянхи кун
Чăваш такмакĕсем хушăр
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Михаил Игнатьев вступил в должность Президента Чувашии
Петĕр Çăлкуç
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"