Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем


Горизонты исторического просвещения

  2017-03-29 10:15:19 | 179 хут пӑхнӑ

Заседание рабочей группы по подготовке учебника истории Чувашии состоится в пятницу, 31 марта 2017 года

Карта.

Было время, когда люди, занимавшиеся в Чувашии исторической наукой и историческим просвещением, являлись сплошь выходцами из чувашских (чувашеязычных) населённых пунктов.

Малалла...

 

Шӑл йӗрмесӗр кулма вӗренесчӗ

  2017-03-27 08:54:01 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 255 хут пӑхнӑ

«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.

 

1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.

Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.

Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ.

Малалла...

 

Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян? Иккӗмӗш ҫавра

  2017-03-24 11:55:59 | 429 хут пӑхнӑ

Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем

 

«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ.

Малалла...

 

Чӑвашӑн тӑлӑх йӑвӑҫне — тӑвӑл хуҫать. Е тепӗр хут Мускаври чӑвашсен автономийӗ пирки

  2017-03-23 08:24:27 | 528 хут пӑхнӑ

Тӑлӑх пурнӑҫ чӑвашсемшен ырӑ пурнӑҫах мар. Тӑлӑх йӑвӑҫа тӑвӑл та хуҫать -тенӗ чӑвашсем. Мана темшӗн чӑваш халӑхӗн культури, историйӗсер тӑлӑххӑн аталанма хӑтланса, тӑлӑх пурнӑҫпа пурӑннине аса илтерет. Ара мӗншӗн тесен халӑх культури, халӑх историйӗсӗр аталанма пултараймасть. Культура пӗччен аталаннӑ чух, тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑм пекех вӗт. Нимле хӳтлех те ҫук, ку хӗрарӑма.

Темҫе кун каялла, тӗнче тетелӗнче Тутарстан пирки хыпар курнӑччӗ. Тутарстан 2016-2019 ҫулсенче, Ылтӑн Урта – уйрӑммӑн патшалӑх пулни 750 ҫул- тесе уҫҫӑн палӑртма тытӑнассине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Йӗмен ача патне амӑшӗ пымасть, е Ӑшталансан орден-медаль парӗҫ-ши?

  2017-03-19 18:51:42 | 418 хут пӑхнӑ

Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотине, тава тивӗҫлӗ ята, медаль-ордена камсем тата мӗне кура тивӗҫни чылайӑшне тӗлӗнтермест те, шухӑшлаттармасть те пулӗ. Ик айкки те тӑвайкки маррисем вара тӗлӗнеҫҫӗ, хӑюллӑраххисем вара ҫавӑн пирки уҫҫӑнах сӑмах хускатаҫҫӗ.

Ҫак эрнере республикӑри профессилле ҫыравҫӑсем ларӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пулнӑ Марина Карягина ҫыравҫӑ, поэт, драматург хӑйӗн чун ыратӑвне Фейсбукра уҫса панӑ. Ыттисене те вӑл калаҫӑва хутшӑнма чӗннӗ. Акӑ еплерех ҫырать-ха паллӑ кӑна мар, чӑннипех пултаруллӑ автор тата тележурналист:

«Ҫыравҫӑсен ӗнерхи ларӑвӗ хыҫҫӑн каллех кӑмӑл пӑтранать.

Малалла...

 

«Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама»

  2017-03-16 21:43:06 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 642 хут пӑхнӑ

Умсӑмах вӑрӑнне:

Тумласан тумласан савӑт та тулать те, сивӗ сӑмах илте-илте манӑн чун савӑчӗ те тулчӗ, ҫавна пулах алла калем тытрӑм.

 

Концерт умӗн 20 минут кӗнеке сутассишӗн 600 тенкӗ хӑйпӑтса илесшӗн пулса: «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама», — тесе ҫухӑрчӗ ман ҫине 4 ҫул каялла Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗн администраторӗ В.Н. Михайлова кӗнекесене тата хамӑн сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑсен дискӗсене фойере сӗтел ҫине кӑларса хурсан.

Малалла...

 

И снова к вопросам преподавания культуры родного края…

  2017-03-15 19:22:52 | 1377 хут пӑхнӑ

На базе МБОУ «Починокинельская СОШ» Комсомольского района состоялся очередной V фестиваль учителей культуры родного края. На таких больших мероприятиях преподаватели обычно показывают открытые уроки, делятся своим опытом, организуют конкурсы творческих работ учителей и учащихся. Темы открытых уроков данного фестиваля были посвящены выдающимся землякам: Н.И.Ашмарину, В.И.Чапаеву, Зарифу Башири, а также материальной и духовной культуре чувашского народа, например, чувашскому календарю, обрядам рождения ребенка, современной медицине и образу жизни наших предков.

Малалла...

 

«Капкӑн» журнал 100 ҫула пурӑнса ҫитӗ-и?

  2017-03-09 21:07:34 | 1319 хут пӑхнӑ

Кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ «Видеотавлашу» йӗркелерӗ. Унта та, кайран та, «Капкӑн» тавра сас-хура тухма пуҫларӗ — имӗш вӑл питӗ тӑкаклӑ, ӑна кӑларма укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр, ҫавна пула журнала кварталта пӗрре кӑларма пуҫлас шухӑшлӑ. Кунашкал сас-хура тавра чӑваш халӑхӗн пӑшӑрханмасӑр иртме май ҫук, ҫавна май ҫӗнӗ редактор ларнине кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн эпир ятарлӑ статья хатӗрлес терӗмӗр.

«Капкӑн» журналӗн кун-ҫулне илес пулсан, вӑл 1925 ҫулта пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.

Малалла...

 

Палтиел хӗрӗ

  2017-02-13 17:49:05 | 685 хут пӑхнӑ

Мускав, Мускав тееҫҫӗ....

Мускаври чӑвашсем пирки калани илтӗнчӗ те (Тавтапуҫ Владимир Болгарские!), Тольятти аса килсе кайрӗ.

Нина Никандровна Измайлова , Чӑваш Енти Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш. Халӗ Тольятти хулинче пурӑнать, пенсире. Ҫакӑ тата ытти сӑнсене илнӗ вырӑн: Сайтри калав: "Рассказ о встрече в библиотеке «Фолиант» Тольятти"

Н.

Малалла...

 

НТРК 21-мӗш канала йышӑнӗ-ши?

  2017-01-26 18:46:15 | 936 хут пӑхнӑ

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.

Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ.

Малалла...

 
Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 13
Orphus

Радио (29.03.2017)

22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

8 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2017 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Пуш, 29

1925
92
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1100+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org