Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вика Сорокина усӑ курaкан дневникӗ

Элтеперӗн шкул ачипе тӗл пулма юрать-и?

  12.12.2016 10:49 | 6026 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва кайнӑччӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ку вӗренӳ учрежденине чӑваш парламенчӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) ӑс пухаканскер Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗпе кӑсӑкланнӑ май Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. Республика ертӳҫи шкул ачине инновацилле вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине, вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлассине, унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренессине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Йӗркеллӗ арҫын ӳтне сутакан патне каять-и?

  19.11.2016 14:05 | 4695 хут пӑхнӑ

Камсем вӗсем, ӳтне сутса пурӑнакан хӗрарӑмсем патне чупакан арҫынсем? Обществӑра шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем авланман, хӗр-хӗрарӑмсӑр арҫынсем. Анчах та стистика ку вӑл пачах та апла маррине ҫирӗплетсе парать: ӳтне сутса укҫа тӑвакан хӗрарӑмпа киленекенсенчен 43 проценчӗ кӑна — хусах. Ыттисем е ҫемьеллӗ, е вӗсен ялан тӗл пулса пурӑнакан хӗрарӑм пур.

Авланнӑ арҫын мӗншӗн ҫӑмӑлттайсене суйлать-ха? Пӗрремӗш сӑлтавӗ — арӑмӗпе е ялан тӗлпулакан хӗрарӑмпа тӗрлӗ енлӗх ҫитменни. Чылайранпа хутшӑнура пулсан пӗр пеклӗх йӑлӑхтарать, арҫын урӑх хӗрарӑм шырама пуҫлать.

Малалла...

 

Вӑтамран пур хӗрарӑм та юхха

  16.11.2016 14:02 | 5554 хут пӑхнӑ

Ку статьяна эпӗ анекдотран пуҫласшӑн.

— Президент ҫӗршыври вӑтам ӗҫ укҫи 27 пине яхӑн терӗ. Пӗлес килет, эпӗ ӗҫлеместӗп-и е эпӗ ҫын мар-и? Тен, эпӗ Раҫҫейрен те мар?

— Раҫҫейри вӑтам шалу вӑл — пӗри 2 миллион тенкӗ, тепӗр ҫӗр ҫын 8 пиншер илнинчен пуҫтарӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, Петьӑн — 10 панулми, Васьӑн пачах та ҫук. Вӑтамран вӗсен пиллӗкшер панулми. Е тата тӳре-шара какай ҫиет, эпӗ — купӑста, вӑтамран пирӗн меню голубецран тӑрать.

— Апла пулсан пирӗн колхоз председателӗ Глаша пур арҫынпа йӑваланса ҫӳрет, Маша доярка тӑр пӗччен пурӑнать, вӑтамран иккӗшӗ те юхха пулса тухать-им?

Малалла...

 

Ҫамрӑксем министр пуканне тивӗҫ-и?

  01.11.2016 16:30 | 5046 хут пӑхнӑ

Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.

Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.

Малалла...

 

Ӗҫре харӑс тӑрса ташлар-и?

  21.10.2016 16:40 | 5288 хут пӑхнӑ

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ.

Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете.

Малалла...

 

Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма юрать-и?

  02.06.2016 18:38 | 4976 хут пӑхнӑ

Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма-пуҫтахланма юрать-и? Ахаль, пирӗн пек ҫынсен ачисемпе танлаштарсан вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Ята кӗрсен вӗсене пурне те пӗр пек ӳпкелемелле-ятламалла-и е вӗсене те кусене те пӗр пек шеллесе хӗрхенмелле-и? Ҫак ыйтусене кашни ҫын тӗрлӗрен хуравласси пирки пӗртте иккӗленместӗп.

Темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 29-мӗш каҫхине, ҫурҫӗр иртсен, Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырчӗ-ха. Ҫул-йӗрти инкек, шел те, вӗҫӗм пулать те, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те курӑнать.

Малалла...

 

Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?

  20.05.2016 20:17 | 4831 хут пӑхнӑ

«Ача пахчинче ача вилме пултарать-и?» — тесе ыйтсан никам та: «Паллах!» — тесе татса хума хӑяймӗ. Чӑн та ӗнтӗ, ача пахчи вӑл производство лаптӑкӗ мар. Тепӗр енчен, производствӑра та ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилине хытах пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче 3 ҫулти шӑпӑрлан вилнӗ. Инкек пулса иртнӗ хыҫҫӑнах «Pro Город» текен хаҫат хыпарланине ӗненсен, ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ, пӗчӗк арҫын ача верандӑра тӑнӑ чух хырӑм ҫине персе аннӑ.

Малалла...

 

Хӗрарӑм патне пӗр чечекпе кай та... ҫӗрӗпе юрат

  06.03.2016 09:24 | 5154 хут пӑхнӑ

Раҫҫейӗн маркетологӗсен гильдийӗн канашӗн пайташӗ Николас Коро сӑнанӑ тӑрӑх, Раҫҫей арҫынӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсене парнепе савӑнтарма пӗлмеҫҫӗ. Ҫавна курах кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе парнеленӗ косметикӑпа парфюма лавккана тавӑрса пама хатӗр.

Кун пек пӗтӗмлетӳ патне пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.

Маларах асӑннӑ гильди тӗпчевӗ тӑрӑх, парнен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кухньӑпа ҫыхӑнни, йӑлари техника тата ҫипуҫ, парфюмерипе косметика.

Малалла...

 

Ҫӗр ҫинчи тӗлӗнтермӗш фактсем

  15.02.2016 22:01 | 3332 хут пӑхнӑ

1. Кока-колӑна сӑрламан тӑк симӗс тӗслӗ пулатчӗ.

2. Ҫӗр ҫинчи чи ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ — 8 тата 9 ҫулта. Ку вӑл 1910 ҫулта пулнӑ. Ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ Китайра пурӑннӑ.

3. Уинстон Черчилль хӗрарӑмсен туалетӗнче ташӑ каҫӗ вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ.

4. Италинчи Сиена хулинче Мария ятлӑ хӗрарӑмсен ӳте сутса пурӑнма юрамасть.

5. Таракан пуҫсӑр 9 кун пурӑнаять, унтан вӑл выҫӑпа вилет.

6. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакансем кунсерен 18 гектар пицца ҫиеҫҫӗ.

7. Хӗрарӑмӑн кӗлетки Барби евӗр пулсан вӑл ик урипе тата ик аллипе тытӑнса кӑна утаятчӗ.

Малалла...

 

Министерствӑри режиссер: усси пулӗ-и унран?

  08.02.2016 20:39 | 5403 хут пӑхнӑ

Вӑл е ку яваплӑ должноҫе пӗр-пӗр ҫынна лартнине тӗрлӗрен хаклакан пур. Ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ӗнтӗ.

Нумаях пулмасть республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тутар чӑвашне Константин Яковлева лартнӑ хыҫҫӑн та темле те калаҫакан-сӑмахлакан, ун диссертацийӗ таранах сӳтсе явакан тупӑнчӗ. Тӳррипе каласан, юлашкинчен калани пирки халӗ те шӑв-шав лӑпланса пӗтмен-ха: тӗнче тетелӗнче ку темӑна ҫав-ҫавах хускатаҫҫӗ.

Малалла...

 
Страницӑсем: [1], 2
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...