|
■ 2009-11-09 08:47:07 :: 1459 хут пăхнă
Çак шăматкун Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри 9 çул вĕренмелли шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне чыслăн уявларĕ.Хăнасем питех те йышлăн пуçтарăннă.Кунта ĕçленĕ учительсем: Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Жуков Рудольф Васильевич, Чăваш патшалăх университет профессорĕ, доктор экономических наук Пчелкина Валентина Викторовна, унăн хĕрĕ, çак шкулта вĕреннĕ, ЧПУ доценчĕ, кандиат экономических наук Светлана Николаевна, Чăваш халăх артисткисем Зоя Лисицинăпа Тамара Гурьева юрăçсем, Пĕрçырлан шкулĕн"Илем" ансамблĕ,Етĕрнери 2-мĕш шкулăн ташă ăстисем, Кăкшăм щкул вĕренекенĕсем, Культура çурчĕн юрă ăстисем, "Заветы Ильича"колхозăн хастар ĕçченĕсем, район представителĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, пирĕн шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă халăх çав тери йышлăн пухăнчĕ.Иванов Мефодий Иванович ветеран шкулпа çыхăннă интереслĕ самансем çинче чарăнса тăчĕ.Леонид Софронович Софронов шкулăн çĕнĕ çуртне туса яма пулăшнă.Хăнасем шкулта вырнаçнă колхоз тата шкул историн музейне кĕрсе кунти экспонатсемпе паллашрĕç. Тав сана, тăван шкулăм! Кăмăл: бодрое Юрă: Когда уйдем со школьного двора...(Прощальный вальс) |