Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн йышӑнӑвӗ

Виталий Станьял03.03.2017 09:111133 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин элтеперне М. В. Игнатьева

 

ЧӐВАШ ВАТТИСЕН ТӖП КАНАШӖН ЙЫШӐНӐВӖ

(решение Центрального совета чувашских старейшин)

Анлӑ лару 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

«Идель.Реалии» сайтра 2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче тухнӑ «Чувашский продержится не более 50 лет?» калаҫӑва Ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явса пӗр саслӑн ҫапла йышӑннӑ:

1. Чӑваш ӑс-хакӑлӗпе чӗлхине упраса хӑварасси ку чухне хуҫалӑхпа пурлӑх ыйтӑвӗсемпе танах ҫивӗч тӑнине палӑртатпӑр. Тӑван халӑх еткерлӗхне сыхланине, ӑна пуянлатса тӗнче шайне кӑларма тӑрӑшнине патшалӑхпа тӑнӑҫлӑха хирӗҫ ӗҫ тесе шутламастпӑр, ҫакӑншӑн ҫынсене айӑплама пӑхнине сивлетпӗр.

2. «Идель.Реалии» сайтра хускатнӑ ыйтусем халӑха нумайранпа пӑшӑрхантараҫҫӗ. Юлашки тапхӑрта Мускаври ертӳҫӗсем, уйрӑмах вӗрентӳ шаралӑхӗ, шкулта чӗлхесене вӗрентессине юри пӑтраштарса тӑнине, халӑхсене хирӗҫтермелли сӑлтавсем шыранине палӑртатпӑр. Тӑван ӑспурлӑха аталантарма пултаракан ӑста ачасен класӗсемпе шкулӗсене хупса пӗтернине халӑха хирӗҫ тунӑ сӑтӑрла ӗҫ тесе хаклатпӑр.

3. Чӑваш чӗлхипе ӑспурлӑхӗ Тӗнче пӗтмесӗр те пӗтмессине ҫирӗп шанса тӑратпӑр, ҫавӑнпа ӑна Чӑваш патшалӑх ертӳлӗхӗ те, ачасене пурлӑх-ырлӑхпа ҫеҫ мар (ку енӗпе пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ), вӗрентсе ӳстерес енӗпе те яваплӑха хытарасса тата шкулпа ача пахчисенчи вӗрентӗве ятарлӑн тӗрӗслеме пуҫласса, чӑвашла вӗрентӗве ячӗшӗн туса улталанине пӗтерессе кӗтетпӗр. Ҫакна тума нимӗнле хушма укҫа-тенкӗ те кирлӗ мар.

4. Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ Тӑван чӗлхе пуянлӑхне, халӑх йӑли-йӗркисен пархатарне тӗнче умне кӑларма тата вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курма ҫителӗклӗ тӑрӑшмасть. Ваттисен Канашӗ тахҫанах пӗлтернӗ сӗнӳсенчен (сайтри калаҫура вӗсене аса илтернӗ) ку тарана ҫитсе пӗрне те пӑхса тухман, пурнӑҫа кӗртмен. Чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесемпе шайлаштарса пымалли ӗҫсен кӑтартӑвне халӑха «Хыпар», «Халӑх шкулӗ» тата инҫекурӑмпа хумсас урлӑ пӗлтерме ыйтатпӑр. Хыпарлавра чӑваш ӑспурлӑхӗн тавлашуллӑ ыйтӑвӗсене ҫутатма чарни нихӑш енчен те, никама та усӑллӑ мар, хирӗҫтӑру кӑна ҫуратать тесе шутлатпӑр.

5. Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче чӑваш кил-йышӗнче, ача пахчисенче, шкулта ачасемпе куллен чӑвашла тата вырӑсла тан калаҫма, пултаруллӑ кирек хӑш ачана та ют чӗлхесене тӳлевсӗр тан вӗрентме хавхалантаракан юхӑм йӗркелеме палӑртатпӑр. Ҫакна тума Сирӗн пуҫару тата хыпарлав хатӗр-хӗтӗрӗнче ҫутатса тӑма ирӗк кирлӗ.

Пирӗн сӗнӳсене Чӑваш чӗлхи кунӗччен пӑхса тухса хурав пама ыйтатпӑр (Шупашкар, Наци вулавӑшӗ, 208 пӳлӗм).

 

Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (29.03.2017)

22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org