Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Кам — Ху?

Agabazar14.01.2017 13:534479 хут пӑхнӑ

Пӳркелти (Тутарстан, Пӑва районӗ) И.Н.Юркин музейӗ-ҫурчӗ. Мӗн иккенне пӗлтерсе ҫакса хунӑ хӗрлӗ табличка вырӑсла ҫеҫ пулни тӳрех куҫа тӑрӑнать.

Юрий Яковлев тӗпчевҫӗне пирӗн хуть те хӑҫан та пӗр япалашӑн авӑна-авӑна, тайӑла-тайӑла тав тумашкӑн тивет. Иван Николаевич Юркин (1863-1943) ятне тивӗҫлӗ шая ҫӗклесе янӑшӑн. Ман хамӑн та Иван Никколайччӑ пирки ҫырнӑ сонет пур. Юрий Яковлев авӑ уйрӑм сонетпа ҫеҫ ҫырлахман. Ҫулран-ҫул ун хайлавӗсене пичетлесе пынӑ, пултарулӑхне пропагандӑланӑ.

Ак халӗ вӑл каллех хӑйӗн еккипе ҫырассине малалла тӑсрӗ:

Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян? Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем

Юрий Яковлевӑн шухӑшлавӗ ҫав тери ансат:

19 ӗмӗр вӗҫӗнчех Юркка Иванӗ (И.Н. Юркин) чӑваш халӑхӗ мӗншӗн пӗтес ҫул ҫине ӳкнине ӑнланнӑ: «Чӑваша чӑваш пулма вырӑс та, нимле урӑх халӑх та чармасть. Чӑваша пӗтерекеннисем эпир хамӑр — чӑвашсем».

 

Ӗнтӗ каллех ҫав халлап, ҫав юмах пуҫланчӗ иккен. Чӑваш хӑй начар, хӑй пӳтсӗр, хӑй юрӑхсӑр, хӑй имшер, хӑй пултарусӑр, хӑй тавҫӑрусӑр, хӑй ..... Хӑех, хӑех, хӑех, хӑех, хӑех начаркка та тискер! Пӗтӗм инкек ҫакӑнтан ҫеҫ имӗш!

(Сӑмах май каласан, ҫак сайтри Хурал кӗтессинче те ҫакнашкал халлап ҫапакансемех хуҫаланаҫҫӗ. Чӑвашӑн влаҫ ҫине пачах та шанма юрамасть имӗш. Палттай Микуҫӗ, Марина Карягина, Микулай Луккианов, Илле Иванов йышшисенчен тӗслӗх илем пекки тукаласа хӑвӑн ачу-пӑчуна кӑштах чӑвашла вӗренткелеме хӑтланни те мӑй таран ҫителӗклӗ имӗш, — тиексем вара хуть те мӗн хӑтланччӑр иккен...)

 

Ӗнтӗ ӑҫта кайса кӗмелле чӑвашӑн, енчен те вӑл, —Яковлевсем ӗнентеркеленӗ тӑрӑх, — хӑех ҫакнашкал начар пулсассӑн?

 

Акӑ, калӑпӑр, ҫамрӑк ҫын. Ҫамрӑк чӑваш. Тин ҫеҫ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленет тейӗпӗр. Мӗн телейрен унӑн хӑйӗн пурнӑҫне чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтармалла, енчен те чӑваш ҫынни, Юрий Яковлев палӑртнӑ пекех, начар пулсассӑн? Ухмах мар вӗт вӑл начарлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫул-йӗре суйласа илме!

 

Мӗнле хавхалану пулма пултарать кунта????

 

Нивушлӗ Юрий Яковлев ҫак япалан лӳпперлӗхне пачах та ӑнланмасть?

Чӑнах та ҫаплах теес пулсан та, мӗншӗн-ха вӑл, чӑваш, — калӑр, тархасшӑн! — ҫапах та начар? Камсем ӑна ҫаплах ҫав тери начарлатса хӑварнӑ-ши? Нивушлӗ амерӗксем?

 

Тата вӑл, Юрий Яковлев, мӗн телейпе пире ҫак ятсене иле-иле кӑтартать:

Андрей Кончаловский режиссер, Александр Проханов, Эдуард Лимонов, Виктор Ерофеев, Юрий Поляков, Максим Кантор.... Ҫывӑхри Тухӑҫ Институчӗн президенчӗ Е.Я. Сатановский?

 

Мӗн илӗртӳлли пур-ши чӑвашшӑн ҫак ят пеккисенче? Мӗн телейпе вӗсене эпир аса илме тивӗҫлӗ? Мӗншӗн вӗсене Анатолий Кипечпе .... танлаштарса пӑхма хӑтланмалла? Лимоновсем-мӗнсем хӑҫан та пулсан чӑваш хутне кӗрсе калаҫни пулнӑ-и? Пулман! Пулас та ҫук!

Андрон Кончаловскийсем хута кӗрессисем татах та нихҫан пулма пултарайман япала! В гробу видал! — теҫҫӗ ун пек чухне вырӑссем.

 

Анатолий Кипеч "халӑх ҫыравҫи" пулса тӑни пирки. Пӗр вӑхӑтра ӑна "плагиатор" теме пӑхрӗҫ. Паллах, элек. Ҫав элекрен хӳтӗленме Кипече ун чухне "халӑх" ят ҫав тери кирлӗ пулнӑ. Мӗншӗн тесен ӑна Юрий Яковлевсем хӳтӗлесе хӑварас шанчӑксем питех курӑнман. Тен, лешсен хӳтелемешкӗн кӑмӑлӗсем те пулман. Такама ӳпкелес шутпа мар калатӑп.

 

"Кипеч" вырӑнне "Кибеч" ҫырмашкӑн ӑнтӑлни — чӑваш ҫырулӑхӗн Иван Яковлевчченхи тапхӑрӗ тӗлӗшпе "тунсӑхлакалани" ҫеҫ. Унтан ытла ним те ҫук унта. Ав, Адёр усламҫӑ та хӑйӗн ялне Тури Кӑмажа тесе ҫырать. Ҫавна вӗсем "ҫӗнӗлӗх" теҫҫӗ, чӑннипе вара унта тахҫанхи кивӗлӗх пытаннӑ.

 

Илле Иванова суд турӗҫ. Ӑна хӳтӗлесе алӑ пуснисем списокӗ "Ирӗклӗ сӑмах" сайтра паян та ҫакӑнса тӑрать. Пур-и Илле Иванова хӳтелекенсем хушшинче Кончаловскийсемпе Сатановскийсем, Прохановсем?

 

Ара, ҫапла танлаштарма хӑтланни вӑл пӗр-пӗр Сечина, Алишер Усманова е Абрамовича... леш хайхи хамӑрӑн Адёр ҫумне тӑратма ӑнтӑлнипе пӗрех! Ҫав тери кулӑшла! Тӗрӗссипе Адёра ҫеҫ мар, Владимир Фёдорович Ермолаева та асӑннӑ йышри пуянсемпе пачах та танлаштарма май ҫук. Масштаб ытла та тӗрлӗрен пулнине кура.

Тата ак ҫак япала мӗне пӗлтерет:

Украинӑри вырӑса вырӑс пулма ҫӑмӑл-ши, курда курд пулма ҫӑмӑл-ши, палестинеца палестинец пулма ҫӑмӑл-ши, алавита алавит пулма ҫӑмӑл-ши?..

Мӗнлерех "тарӑн" шухаш пытаннӑ-ши кунта, ниепле те ӑнланса илеймерӗм. Чӑвашӑн хӑйне хӑй мар, таҫти темӗнле алавитсене шеллесе лармалла тенине пӗлтерет-ши ку?

Эй, мӑнтарӑн чӑваш!...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем