Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.1 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Пулӑ пуҫранах ҫӗрет-ши?

Таисия Ташней18.12.2016 19:07626 хут пӑхнӑ

Ҫак статьяна ҫырма ҫӑмӑл мар лару-тӑрури «Чӑвашавтотранс» предприятире пуҫлӑха каллех ылмаштарни хистерӗ. Вӑл предприятипе эпӗ пачах та ҫывӑх ҫын мар. Пӗлӗшсем хушшинче водительте е кондукторта ӗҫлекен те, кантурта ларакансем те ҫук. Сӑмахӑм пулӑ пуҫран ҫӗрет каларӑш пирки темелле-ши? Тата пур чухне те вӑл пуҫранах ҫӗрет-ши?

«Чӑвашавтотранса» кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ пуҫлӑх, Сергей Аказеев, ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Ун умӗн ПУПа 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Евгений Мореплавцев тилхепене тытнӑччӗ.

Патшалӑхӑн унитари предприятийӗ шутланакан автотранспорт организацийӗнче ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, пӗлтерсех тӑчӗ. Предприяти ӗҫченӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменрен Вӑрмарти филиалти водительсем чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче забастовка ирттернӗччӗ: ирпе 10 ҫын ӗҫе тухманччӗ. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗччӗ.

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче «Чӑвашавтотрансра» предприяти ӗҫ-хӗлне тишкерекен пуху ирттернӗ чух йывӑрлӑхран тухма штата оптимизациленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви хӑйӗн хӑйӗн сайтӗнче ҫав хыпар пирки ҫырнинче маршрутсене те оптимизациленине хыпарланӑччӗ. Канашлура предприятин иртнӗ ҫулхи парӑмӗсем пысӑккине те асӑннӑччӗ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне кредит парӑмӗ 177 миллион тенке ҫитсе кайнӑ иккен.

«Чӑвашавтотрансӑн» кредит тата ытти парӑмӗ ӳснине тӗрлӗрен ӑнлантарма пулать-тӗр. Ҫавсен шутӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ категорири граждансене турттарнишӗн бюджетран ҫителӗксӗр субсидиленипе ҫыхӑнтарма пӑхни сисӗнет. Чӑн та, ПУП турттаракан хулари тата хула ҫумӗнчи 288 маршрутран 273-шӗ (цифрӑсем ҫурла уйӑхӗнчисем) социаллӑ шутланнӑ. Унсӑр пуҫне предприяти хулапа хула хушшинчи тата облаҫсем хушшинчи маршрутсемпе ҫӳрет.

Субсиди кирли пирки иккӗленмӗпӗр. Анчах ҫакӑнта манӑн пӗр япалана палӑртас килет: тупӑшӑн миҫе проценчӗ предприяти кассине кӗрет-ши? Троллейбус кондукторӗсем кунне пин тенкӗ таран калӑм тума пулать теҫҫӗ-мӗн те, автобус водителӗсемпе кондукторӗсем еплерех ӗҫлеҫҫӗ-ши? Мӗнех, ку вӑл ыйтӑвӑн пӗр енӗ тейӗпӗр. Тепри — вӑр-варлӑх пирки. Ҫакна ҫирӗплетме икӗ тӗслӗх илсе кӑтартам. Эпӗ пурӑнакан Кӳкеҫри ҫӗнӗ ҫуртсем патне пӗр вӑхӑтра 102-мӗш номерлӗ маршрутпа пассажирсене турттарма пуҫларӗҫ. Кашни 12 минутра ҫӳретчӗҫ вӗсем. Ӑна «Чӑвашавтотранс» янӑччӗ. «Сирӗн маршрутӑр пирки халӑх сечӗсенче те хыпарлӑп», — терӗм пӗррехинче халӑх сахал ҫӳренишӗн, каплах пулсан ҫӳреме пӑрахассине систерсе кӑмӑлсӑрланакан водительсенчен пӗрне. Чӑн та, май килнӗ таран пӗлтерме тӑрӑшрӑм. Ӳркенмесӗрех предприятие шӑнкӑравласа автобус ӑҫта-ӑҫта чарӑнмаллине курӑнмалла саспаллисемпе ҫырса хума сӗнтӗм. «102-мӗш маршрута пӗлеҫҫӗ. Ҫырса хуни кирлех мар», — хуравларӗ маршрутсене тишкерес енӗпе тимлекен специалист.

Мӗн тетӗр? Чӑн та, ҫӳреме пӑрахрӗ ҫав автобус. Ун вырӑнне 149-мӗш номерлӗ уйрӑм ҫын автобусӗ хутлама тытӑнчӗ. Пӗр вӑхӑтра ӑна маршрутран кӑларса та янӑччӗ. Унӑн ҫынсене вӑл маршрутпа турттарма ирӗк пулман иккен. Анчах вӑр-вар ҫын ҫухалса кайман: саккас автобусӗ евӗр чупма тытӑнчӗ. Рейсри икӗ автобуса халӑх хӑвӑрт хӑнӑхрӗ. Малтанласа 10 тенкӗпе илсе ҫӳрерӗ вӑл, кайран — 15 тенкӗпе. Юлашки вӑхӑтра вӑл маршрут Шупашкара 13 тенкӗпе ҫитерме тытӑннӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкара Кӳкеҫрен каякан 162-мӗшсем 20 тенкӗпе турттараҫҫӗ. Хайхи эконом-класлӑ автобус Кӳкеҫ тӑрӑх ҫӳрекенсене 10 тенкӗпех турттарать. Вӑл ҫӳренине кура 162-мӗшсем те Шупашкар район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсем енне анма тытӑнчӗҫ. Темиҫе кун каялла пӑх та кур: саккас автобусӗ текенни маршрута тата ылмаштарнӑ.

Тепӗр тӗслӗх те асӑма килет. Темиҫе ҫул каялла Шупашкартан Шупашкар районӗнчи Янӑша ҫӳрекен маршрута ун чухнехи «Акконд-транс» предприяти вырӑнне уйрӑм ҫынсем ярса илчӗҫ. Паян та вӗсем чупаҫҫӗ. Пассажирсем хӑйсене суйлаччӑр тесе ҫав маршрутпа ҫӳрекеннисенчен пӗри Чӑрӑшкассине кӗрсе тухма пуҫларӗ, тепри Пранькка ялне ҫитерет.

Конкуренци пирки. Кӳкеҫрен ав 13 тенкӗпе илсе ҫитереҫҫӗ, ҫуммӑнах вара тепӗр енлӗ тӗслӗх пур. Конкуренци ҫук маршрутсем ҫинче вара хака хӑпартса яни сисӗнет. Тӗслӗх шырама инҫете каймалла мар: Шупашкарпа хула ҫумӗнчи Хӗрлӗ Ҫыра, Ойкассине тата Ҫӗньяла ҫыхӑнтаракан маршрутпа ҫӳрекенсен вара, унпа усӑ куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗсьене аванах ҫӳхетме тивет. Шупашкартан Ҫӗньялпа Кӳкеҫе пӗр пекрехех инҫӗше каймалла пулин те пӗрремӗшсен 30 тенкӗ кӑларса хума тивет.

...Вӑт ҫапла ӗҫлеҫҫӗ уйрӑм ҫын автобусӗсем. Вӗсен логистика специалисчӗсем те, маркетингпа менеджер службисем те шалу илсе лармаҫҫӗ, водительсем хӑйсемех вӑр-вар. Чылай чухне халӑхӗ те кӑмӑллӑ, водительсем те выҫӑ мар, забастовкӑна та никам тухмасть.

 
Orphus

Радио (20.02.2017)

06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Чалт кăна (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Чалт кăна (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru