Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Гинеколог патне каякан хӗрсем пирки йӗрке хуралҫисен пӗлесшӗн

Таисия Ташней22.11.2016 14:375663 хут пӑхнӑ

Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш.

Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им?

РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха. Ар ҫыхӑнӑвне кӗнипе ҫыхӑннӑ преступленисем пытарӑнса юлнӑран тата ачасем кун пирки калама вӑтаннӑран ҫапла сӗннӗ имӗш.

Преступленисене уҫса памалли пирки иккӗленӳ ҫуккине тепӗр хутчен палӑртас килет. Анчах мана ҫухатнӑ япалана хунарлӑ юпа айӗнче шыракан арҫын аса килет. «Мӗншӗн кунта шыратӑн? Нимӗн те ҫук вӗт», — тӗлӗнет хайхинчен иртсе каякан пӗр ҫын. «Кунта ҫутӑрах», — ӑнлантарать арҫын. Ҫак шӳте ахальтен илсе кӑтартмарӑм. Тӗпчевҫӗсем те хунар айӗнче япала шыракан арҫынна аса илтерчӗҫ. Кун пек тупма ҫӑмӑл-ҫке. Чӑмласа панӑ япалана ҫӑт та яр: хӗрлӗхне ҫухатнӑ пикене тӗпчесе анӑрат, ун паллаканӗсене чӗнсе илсе тинке ил, кама та пулин хупса хума пулатех.

Тухтӑрсен вӑрттӑнлӑхӗ пирки тӗпчевҫӗсем хӑйне евӗр шухӑшлаҫҫӗ: пике хӗрлӗхе ҫухатнине тухтӑрсем хӑйсене пӗлтернинче ним начарри те ҫук-мӗн.

Мана пуринчен ытла тӗлӗнтерни паян эпӗ итленӗ пӗр телекӑларӑмра пӗр амӑшӗ илсе панӑ тӗслӗх. Унӑн 11 ҫулти хӗрне куҫ хывнӑ арҫын пирки вӑл правӑна сыхлакан органсене те пӗлтернӗ, анчах лешсем кунта преступлени ҫук тесе ним те туман. Хӗрарӑм РФ Президенчӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ лав вырӑнтан хускалнӑ.

Тепӗр майлӑ каласан, преступниксене тытма халӗ те нимӗн те чармасть. Ӗҫле, ан ӳркен кӑна.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем