Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вика Сорокина: Вӑтамран пур хӗрарӑм та юхха

Вика Сорокина16.11.2016 14:02826 хут пӑхнӑ

Ку статьяна эпӗ анекдотран пуҫласшӑн.

— Президент ҫӗршыври вӑтам ӗҫ укҫи 27 пине яхӑн терӗ. Пӗлес килет, эпӗ ӗҫлеместӗп-и е эпӗ ҫын мар-и? Тен, эпӗ Раҫҫейрен те мар?

— Раҫҫейри вӑтам шалу вӑл — пӗри 2 миллион тенкӗ, тепӗр ҫӗр ҫын 8 пиншер илнинчен пуҫтарӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, Петьӑн — 10 панулми, Васьӑн пачах та ҫук. Вӑтамран вӗсен пиллӗкшер панулми. Е тата тӳре-шара какай ҫиет, эпӗ — купӑста, вӑтамран пирӗн меню голубецран тӑрать.

— Апла пулсан пирӗн колхоз председателӗ Глаша пур арҫынпа йӑваланса ҫӳрет, Маша доярка тӑр пӗччен пурӑнать, вӑтамран иккӗшӗ те юхха пулса тухать-им?

Ҫапла, тарӑхас тесен тарӑхмалла, кулас тесен кулмалла, анчах вӑтам шалӑва шутласа кӑларнӑ чухне урам шӑлакансен те, урамне шӑлтараканӗсен те укҫине пӗрле хушса курса пайлаҫҫӗ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче республика хыснине 2017 ҫул валли халӑхпа сӳтсе явма пуҫтарӑнсан вӑтам шалу пирки те сӑмах хускатнӑ. Трибуна умне тухса калаҫнисем пурнӑҫ лайӑххи пирки каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин ЧР Патшалӑх Канашӗнчи депутачӗсем Игорь Моляков тата Сергей Семенов сӑмах илнӗ. Хайхисене Шупашкарти элитӑллӑ 5-мӗш лицей пуҫлӑхӗ Инна Исаева ӗҫ укҫи тӳлесси енчен йӑлтах лайӑххине ӗнентерни те ӳкӗте кӗртеймен. Унтан та ытларах — хыснана сӳтсе явнине итлесе ларнӑ Андрей Иванов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, финанс министрӗ Светлана Енилина тата экономика министрӗ Владимир Аврелькин тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн сӑмах илнисем пурте пӗр шухӑша пӗлтернӗ: район пуҫлӑхӗсем Енилинӑна тав тунӑ тата укҫа кӑштах хушса пама ытйнӑ, аграрисем Енилинӑна тав тунӑ тата укҫа кӑштах хушса пама ыйтнӑ, врачсем Енилинӑна тав тунӑ, укҫа кӑштах хушса пама тата отрасльте чакарса пынине чарма ыйтнӑ.

Игорь Моляков депутат васкавлӑ пулӑшу станцийӗн тӗп врачӗ 100 пине яхӑн илет, ахаль врачсем 2,5 ставкӑпа ӗҫлесен те укҫа-тенкӗрен хӗсӗннине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш парламентне суйланнӑ Сергей Семенов шкул директорӗсем ҫулталӑкра 1,5 млн тенкӗ ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнине, ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗн 1 млн пулнине, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат тӗп редакторӗ миллион тенкӗ ытла илнине асӑнса кайнӑ.

Вӑтам шалу пирки ӑнлантарма трибуна умне республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тухнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу пульницин тӗп врачӗн шалӑвӗ 88 пин тенкӗ, врачсем вӑтамран 33,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ, вӑтам медицина персоналӗ — 24 пин, пӗчӗк медперсонал — 12,2 пин тенкӗ. Конкретлӑ врач шалӑвӗ пирки калаҫни сӑпайлӑ маррине те палӑртса хӑварнӑ министр. Сывлӑх сыхлав отраслӗн республикӑри профсоюз ертӳҫине Татьяна Константинована (шалу пӗчӗкки пирки вӑл та асӑнса хӑварнӑ) отрасльте шалӑва епле тӳленине аса илтернӗ май тухтӑр укҫи ӗҫре вӑл чухлӗ ларнинчен мар, конкретлӑ пульница епле тӑрӑшнинчен килнине палӑртнӑ.

 
Orphus

Радио (23.01.2017)

15:20
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Юрă вăчăри (12+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Çемье ăшши (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Чун-чĕре киленĕçĕ (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru