Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Крымри Акатуй кирлӗ уявах-и?

Таисия Ташней11.07.2016 15:325873 хут пӑхнӑ

Ӗнер Крымра, унти Севастополь хулин Балаклава пайӗнче, Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна еплерех шайра йӗркеленине пулса курнисем кӑна тӗрӗс хаклайӗҫ. Эпир, Крымри ҫав уява сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхаканнисем, нимех те калама пултараймастпӑр. Ҫапах та Севастопольти Акатуя ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнни куҫкӗретех.

Чи кӑсӑклӑ та тавлашуллӑ тӗрлӗ шухӑшран хӑшӗ "Правда ПФО" тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырӑннӑ. Уяв пирки хыпарланинче автор мероприяти ирттернине хӑй енчен ниепле те хакламан-ха. Кунта, тепӗр тесен, тӗлӗнмелли ҫук: чӑн-чӑн информаци жанрӗ ҫавӑн пек пулмалла та. Хаклаканӗсем — хыпара вулаканӗсем. Вӗсем вара расна йышӑннӑ.

«Крымра халӗ шӑпах ҫавӑ ҫитмест те. Чума вӑхӑтӗнчи ӗҫкӗ-ҫикӗ», — тӳрех хурланӑ хыпара вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн пӗри. Ку шухӑшпа килӗшмесӗр тепри Крымра мӗн чухлӗ чӑваш пурӑнни пирки статистика чӗлхипе хуравланӑ. Пурӑнччӑр. Аван. Уявлаччӑр. Анчах Ҫуркуннепе ӗҫ уявне мӗншӗн утӑ уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ? Ҫапларах тӗлӗнни сисӗнет тепӗр комментатор ҫырнинче. «Крымра пахча ҫимӗҫ виҫӗ хутчен туса илеҫҫӗ», — тенӗ май ку уява утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттернинче тепри ним начаррине те курмасть. «Апла Африкӑна кайса Акатуй йӗркелер. Унта ҫулталӑкӗпех пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ», — тӑрӑхлать ҫийӗнчех тепри.

Ку комментарисенче тӗшши пур-и, ҫук-и, кашнин хӑйӗн шухӑшӗ, ӑнлантарӑвӗ пулӗ. Ҫапах та кунта илсе паман хӑш-пӗр шухӑшра сӗмӗ те сисӗнет. Пӗрисем республика начар аталанать те ҫавна май Акатуйсӑр нимӗнпех те мухтанмалли ҫук тесе тиркесшӗн, теприсем республика ертӳҫисем тӑван халӑх культурине аталантарма тӑрӑшнине палӑртаҫҫӗ.

Крымри Акатуйпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ шухӑшпа Фейсбукра та паллашма тиврӗ. Унта «Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ» ушкӑн уяв саманчӗсемпе паллаштаракан фотоальбом вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗкӗсене килӗшет тесе хакланипе пӗрлех Ильтимер Ефремов ҫапла ҫырса хунӑ: «Акатуя Севастополӗн пӗр-пӗр паркӗнче ирттернӗ пулсассӑн Акатуйӑн усси питӗ пысӑк пулнӑ пулӗччӗ. Хула айккинчи 1944-мӗш ҫулхи ҫапӑҫу хирӗнче нумай чӑваш пуҫ хунӑ ҫӗрте уяв ирттерни вырӑнсӑр. Крым тӑрӑхӗнчи вырӑсланса кайнӑ чӑвашсене юхӑнса пыракан чӑваш культурине кӑтартас мар тесех е хамӑр мӗскӗнлӗхе вырӑнти халӑхсене кӑтартас мар тесе вӑрттӑн, пытанса, халӑхран айккинче уява ирттерни куҫа тӳрех курӑнать. Вырӑнти пуҫлӑхсен тата ЧНКн лайӑх хатӗрленсе ҫӳллӗ шайра ирттермеллеччӗ ҫак уява, атту хамӑр укҫапа хамӑра валли ҫеҫ уява ирттертӗмӗр».

Вӑт ҫапла...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем