Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.1 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ

Таисия Ташней25.04.2016 21:11962 хут пӑхнӑ

Ӑнсан — суранланса, ӑнмасан — вилсе. Чӑнах-чӑнах.

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Кӑҫалхи ҫак тапхӑрта кӑна пуҫиле виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл пӗр тӗслӗх сахалтарахне пӗлтерет-ха. Ҫын вилнӗ фактсем икӗ хутчен пулнӑ.

Производствӑра суранланнӑ тӗслӗхсем пӗлтӗр Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. Хуласенчен кӑҫал та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта инкексӗр иртмен, Красноармейски районӗнче те производствӑра шар курнӑ.

Ӗҫри инкексем тӑрӑх пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тӗпе хурса пӗтӗмлетсен, суранланас хӑрушлӑх ҫурт хӑпартассинче пуринчен ытларах. Промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче те пӑтӑрмах сиксе тухкалать.

Сарӑмсӑрлӑх сӑлтавӗ яваплисем ӗҫ хӑрушлӑхӗпе тимлесе ҫитерейменнипе чылай чух ҫыхӑннӑ. Хӳтӗлӗнмелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменни те, начар оборудованипе ӗҫлеттерни те, хӗрӗнкӗ ҫынсенех ӗҫе явӑҫтарни те, инструктаж ирттерменни те инкекпе вӗҫленет. Ҫулталӑк каялла, пӗлтӗрхи кӑрлачра, Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗринче тракторист урасӑр юлнӑ. Хутсене пӑхнӑ та, ӑна хӑрушлӑх правилипе никам та паллаштарманни ҫиеле тухнӑ.

Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах инструктажа кӑна шанса лармалла мар-тӑр: ӗҫрен суранланса таврӑнас мар тесен хамӑрӑн та яваплӑрах пулни ытлашши мар-тӑр.

 
Orphus

Радио (20.02.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Чалт кăна (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Чалт кăна (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru