Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: «Ют ҫӗршывра мар, хамӑр патра кӑларнӑ эмел парӑр»

Софья Савнеш13.12.2015 21:554667 хут пӑхнӑ

Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.

 

 

Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать. Ҫапах кашни аптекӑнах ҫынсем кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ… Пурте эмел туянаҫҫӗ. Ӑҫта ан кӗр – пур ҫӗрте те халӑх, пурне те эмел кирлӗ.

Нумаях пулмасть, ҫак кунсенче, юлташӑм чирлерӗ. Иксӗмӗр аптекӑналла ҫул тытрӑмӑр. Пӗр эрне маларах хам та пырпа аптӑраса ӳкнӗччӗ те ӑна «Амброксол» туянма сӗнтӗм. Ара, вӑл хаклах мар-ҫке-ха. Аптекӑна кӗтӗмӗр. «Чи йӳнӗ хаксем» тесе ҫырнине. «Ладушка» текеннине. Халӑхра унта йӳнӗ тесе калаҫаҫҫӗ вӗт. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна хирӗҫлет. Фармацевтран ҫак эмеле пама ыйтрӑмӑр. Пур тет, анчах темле «гексал» тесе ҫырни. Вӑл 200 тенке яхӑн тӑрать-мӗн. «Ахальли ҫук-им?» - ыйтрӑмӑр унран. Ҫук. Ку эмелӗ ют ҫӗршывра кӑларни, чапли-мӗн… «Сирӗн хамӑр патра, Раҫҫейре, кӑларни ҫук-им?» — ҫаплах хӑпмарӑмӑр унран. Ҫук. Мӗншӗн? Ара, вӑл, ют ҫӗршыври, самай хаклӑрах, тупӑш ытларах кӳрет-ҫке-ха. Кӑмӑлсӑр тухса утрӑмӑр «чи йӳнӗ аптекӑран».

Аптекӑра ӗҫлекенсем чее. Вӗсен те ытларах ӗҫлесе илес килет пуль ҫав. Пӗррехинче шӑнса пӑсӑлтӑм та тута ҫине шатра тухса ларчӗ. Аптекӑна «Ацикловир» туянма вӗҫтертӗм. Пӗлетӗп: хаклӑ тӑмасть вӑл. «160 тенкӗ» — лаплаттарса хучӗ шурӑ халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм. «Вара ҫак хушӑрах хакӗ ӳсрӗ-шим?» - тӗлӗннине пытармарӑм эпӗ. «Ку — ют ҫӗршывра кӑларни», — пулчӗ хурав. Мӗн, хамӑрӑнни ҫук-им? Пур иккен. Шырасан вӑл та тупӑнчӗ. 40 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Аптекӑран тӗлӗнсе тухрӑм. Ҫавӑнтанпа вӑл е ку эмеле туяннӑ чухне тӳрех калатӑп: «Хамӑр патра кӑларнине парӑр». Вӑл самай йӳнӗрех. Пире вара, шалуран шалӑва аран-аран хӗстеркелесе пурӑнакансене, мӗн кирлӗ ӗнтӗ?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Миккуль // 3997.57.2913
2015.12.14 06:31

Ҫапла, чирлеме пит хакла кайса ларат. Аплп пулсан чирлемелле мар,эмелсемсӗр пурӑнмалли меслетсем ҫине куҫас пулат.Паллӑ,"хрониксен" тата сасартӑк чирлесе ӳкнисен эмелсӗр май ҫук.

"Пурте эмел туянаҫҫӗ. Ӑҫта ан кӗр – пур ҫӗрте те халӑх, пурне те эмел кирлӗ. "- тесе ҫырат Сухви. Тӗрӗсех ӗнтӗ, эпир пурте эмелӗн асамлӑ вӑйне шанатпӑр. Вӗрентсе каламастӑп, хамрӑн ҫине ытларах шанса, ытларах хусканусем туса ӳтпӗвӗмсене хӗл ытамӗнчен сирмелли майсем шырамаллах.

Кликерия // 2945.91.5289
2015.12.22 16:41

Хам чирлерӗм, пин тенкӗлӗх эмел туянтӑм. Выртать халь срокран тухасса кӗтсе. Ывӑл чирленӗ, пӗр эмелӗ 500 тенкӗ тӑрать, тет. Врач ҫырса панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлеҫҫӗ пек туйӑнать. Тен, иностранный лайӑхрах та, кам пӗлет. Лишь бы сываласчӗ, укҫа пурӑнсан татах та пулать. 10 ҫул каяллине аса илетӗп. Врач мана пин тенкӗлӗх эмел туянса хума хушрӗ, заппаслӑх. Туянтӑм. Киле таврӑнсан пӑх та кур, эмелӗ кунта та пулнӑ, ара, ман бесплат илме юрать вӗт, эп вара укҫалла туянтӑм...


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем