Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вика Сорокина: Пуҫлӑхсен хаклӑ урапа илме юрать-и?

Вика Сорокина12.11.2015 12:573575 хут пӑхнӑ

Ҫын укҫине шутлама хушмаҫҫӗ-ха. Ҫапах та ҫын укҫи пирки кӑштах калаҫса илер. Тӗрӗсрех, пуҫлӑхсен пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, ҫавсем хӑйсем ертсе пыракан предприяти-организаци е муниципалитет мулне ӑҫта яни пирки.

«Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫак кунсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашхлебопродукт» акционерсен обществи 3 миллион тенкӗ тӑракан урапа (Toyota Land Cruiser Prado Ic 150) илнипе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗ кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ предприяти пуҫӗпех патшалӑхӑн, тӗрӗсрех, республикӑн, шутланать иккен. Халӑх фронтне «Чӑвашхлебопродуктрисем» 3 миллионлӑ урапана хысна укҫипе туянманнине, ӑна илме коммерци ӗҫ-хӗлӗ май панине пӗлтернӗ-мӗн. «Общество дотацилле предприяти мар, коммерци ӗҫ-хӗлӗпе аппаланать. Илнӗ тупӑшран республика хыснине дивиденд тӳлет», — тесе хуравланӑ предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Ласточкин алӑ пуснӑ ҫырура.

Анчах та тепӗр сӑнавҫӑсене ку хурав тивӗҫтермест. Тивӗҫтермест кӑна мар, тӗлӗнтерет те. «Епле-ха капла? Ҫулталӑк каялла предприятие рентабельлӗх пӗчӗк тесе Чӑваш Енӗн Правительстви сутлӑха кӑларасшӑн пулнӑ. Икӗ хутчен те аукцион ирттерме хӑтланса пӑхнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче туянакан пулман, иккӗмӗшӗнче туянас шухӑшлисем пулсан та сутма тӑхтанӑ. Кӑштахран предприяти тупӑшлӑ ӗҫлесе хаклӑ урапа туянма май тупнӑ пулса тухать», — тӗлӗнеҫҫӗ сӑнавҫӑсем.

Сӑмах май, 3 миллион тенкӗ тӑракан урапаллӑ пуличчен те предприяти йӳнӗ мар машина туяннӑ иккен. Ун чухне — 1 миллион та 354 пин тенкӗ парса Toyota Camry ятлине илнӗ.

Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин 1,5 миллион тенкӗпе урапа туянас кӑмӑллӑ пулни пирки те аса илнӗ статьяра. Ҫак шухӑша ырламасӑр либерал-демократсен партийӗ хирӗҫлев акцийӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Асӑннӑ партин республикӑри организацийӗн координаторӗн ҫумӗ Константин Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, А. Самаркин патне скотч та (ытлашши хапсӑннипе нимӗн те ҫурӑлса ан кайтӑр тесе хакламалла-мӗн ку парнене) пуштӑпа ярса панӑ пулать.

Пуҫлӑхсем хаклӑ урапа илни пирки ҫав материала вуланисем тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Шӑмӑршӑ районне виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн ертсе пынӑ Валерий Фадеева та аса илнӗ. Вӑл ӗмӗрӗпех УАЗпа ҫӳрени пирки ҫырать пӗри. Унтан тепри чухӑнсем влаҫра чухне ытларах вӑрлаҫҫӗ тесе те хӑюллӑн пӗтӗмлетет. «Учительсемпе врачсен шалӑвӗ чакнӑ чух вырӑнти влаҫ ҫыннисем 3 миллионпа урапа туянни тӗлӗнтермелле мар, мӗншӗн вӗсем 6 миллионлине илменни тӗлӗнтермелле», — тет статьяна сӳтсе явма хутшӑнакан ҫав ҫын. Виҫҫӗмӗшӗ вара пирӗн халӑх чухӑн пирки «ниме тӑман Камри» илнишӗн кӑшкӑрашать, ҫав вӑхӑтрах Тутарстанра вертолтепа вӗҫеҫҫӗ тесе шухӑшлать. Унпа килӗшекен те пур. «Хамӑр республика Элтеперӗшӗн кӳренмелле. Унӑн самолет та, вертолет та ҫук», — тет тепӗр ҫын. «Регионсем, ҫӗршывсем тӑрӑх пуйӑспа ҫӳремелле-им?» — шалт аптӑрать хайхи. Тепри вара ӑна тӑрӑхласа хуравлать. «Эпӗ те тӗрӗсмарлӑха пӗтерме сӗнетӗп. Республика ертӳҫине тивӗҫлӗ транспорт туянса памалла — космос ракети. Ракетине тивӗҫлипе усӑ курмалла. Пирӗн Элтепере космоса вӗҫтерсе ярсан унӑн танлаштарӑмӗ те никам ҫитмелле мар ӳссе кайӗ», — йӗплет вӑл.

Ҫапла, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш. Эсир мӗнлерех шухӑшлатӑр: пуҫлӑхсен хаклӑ урапа туянмалла-ши? Е, тен, тупӑша кура тӑкаксене майлаштарса пымалла-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем