Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Ясарлăха чараймасăр пĕчĕк ачасене ирĕксĕрлекенсем - пирĕн хушăрах

Таисия Ташней19.04.2015 20:108218 хут пӑхнӑ

Ун пек тискер çынсем пур тенине илтмен мар-ха, анчах вĕсем пирĕн хушăрах пулассăн туйăнманччĕ. Пирĕн хушăрах терĕм, мĕншĕн тесен кун пек йĕрĕнмелле тата нимле те тÿрре кăлармалла мар хăтланаканĕсем – 38 çулти Çĕрпÿ арçынни тата Шупашкарта пурăнакан 25 çулти хĕрарăм. Вĕсем çул çитменнисем тĕлĕшпе ясарлăх енчен пÿтсĕрленнĕ. Арçынни кун пек факта 25 хутчен тунă, хĕрарăмĕ – 2 хут. Куншăн вĕсен тĕлĕшпе РФ Пуçиле кодексĕн 132-мĕш статйин 4-мĕш пайĕн б пункчĕпе пуçарнă пуçиле ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Арçыннине тата çул çитменнисемлĕ порнографи материалĕсем пухнăшăн (кун пекки унăн 3 тĕслĕх пулнă иккен) тата çул çитменнисене порнографи материалĕсем хатĕрлеме усă курнăшăн, ясарлăхпа çыхăннă ĕçпе аппаланма хистенĕшĕн айăплама пултараççĕ.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, арçын 2010 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи утă уйăхĕччен вăл тĕрлĕ çĕрте: арăмĕн Шупашкарти хваттерĕнче, Шупашкарти Энгельс урамĕнчи гаражсен территорийĕнче, Атăл хĕрринче, саунăра, Çĕрпÿри хăйĕн хвтатерĕнче тата Çĕрпÿ районĕнчи килĕнче – 9–10 çулхи тăватă хĕрача тĕлĕшпе тата ячĕсене палăртайман 12 çулсенчи икĕ арçын ача тата хĕрача тĕлĕшпе ирсĕрленнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче унăн 25 çулти паллакан хĕрарăмĕ те пĕрле пулнă. Кунсăр пуçне арçын 2013 çулхи çулла тата 2014 çулхи ака уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 11 çулти икĕ хĕрачапа хĕрача пек пулса паллашнă. Кйаран вăл вĕсене улталаса тата хăратса ясарлăхпа çыхăннă ĕçпе аппаланма ирĕксĕрленĕ. Мĕн тунине «Скайппа» ÿкерсе илнĕ.

Арçыннăн арăмĕ йĕркеллĕ çынах пулнă курăнать. Мăшăрĕ тĕлĕшпе мĕншĕн пуçиле ĕç пуçарнине пĕлнĕ хыççăн арăмĕ унран уйрăлнă. Тискер ĕçпе арçын арăмĕ урăх региона вăрах вăхăта командировкăна тухса кайсан пуçтахланнă.

Арçын унччен те тĕрмере ларнă. Унта вăл наркотик сутнăшăн 10,5 çуллăха лекнĕ. Анчах сакăр çултан ирĕке тухнă. Ирĕке тухнă та ирсĕрлĕнме тытăннă. Арçын айăпне суд палăртсан ăна 25 çул таран хупса хума пултараççĕ.

Ку лару-тăрура ачасен çывăх çыннисем ним сисменни те пур. Пĕчĕкскерсем калама хăранă-тăр çав. Тен, вăтаннă та пулĕ. Шар курнисенчен, юрать, иккĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем палламан çынпа СМС-çырусем шăрçаланине асăрханă хыççăн сисчĕвленнĕ. Малтанласа вĕсем çав этеме хăйсем тĕллĕн тупма пăхнă. Ырă мара сиснĕ арçын Мускавра тĕрлĕ хваттерте пытанса пурăннă. Анчах тĕпчевçĕсем çине тăнипе шыраса тупнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 10:33
А эсӗ,хисеплӗ Акасапар, мӗн тӗллевпе ҫыратӑн хӑвӑн пустушкусене?Е эсӗ мана,Киеври пек,калаҫма чарасшӑн-и? Часах персе пӑрахма та пуҫлӑн? Пӗлме ҫук сана,хисеплӗ цензор. Е малтанах кала: ку сайт пирӗн-Админпа Акасапарӑн- тесе. Ахальтен те, сайтра ҫыраканӗ 5-6 ҫын ҫеҫ. Кӗрекенӗсем те нумай мар-пӗр 50 ҫын. Миллионлӑ чӑваш халӑхӗн "Чӑваш халӑх сайчӗ" епле ҫапла пулма пултарать?.Ку япала "Чӑваш халӑх ҫурчӗ" текен ҫуртӑн шӑпи пекех пулса тухать-никам та ҫӳреместь хӑй ыратӑвӗпе ҫав ҫурта.И то фонд "Сувар" вырнаҫнипе ытларах халӑх кӗрсе ҫӳрени сисӗнеть асӑннӑ Чӑваш Ҫуртне.
Хам шухăша калам-ха // 2030.49.2227
2015.04.22 17:38
bor1959 ячĕпе çырам-ха ку çырăва: кунта миçе çын кĕнинчен ытла кун пек сайт пурри хăех паха.
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.22 21:53
Аапасара ирӗк парсан тахҫанах пире пӗр-пӗр кӗпер ҫине каҫхине уҫӑлса ҫӳреме илсе каймалла.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.22 22:06
Agabazar тени вӑл "отдельная песня". Вӑл мӗн каласшӑннине никам та ку таранччен пӗлмест. Калаҫма, вӗрентме,сӗнӳ пама юратать. Вопщем, позиция "неудачника" в жизни.
Agabazar // 4218.20.6315
2015.04.22 22:45
Agabazar
"Калаҫма, вӗрентме,сӗнӳ пама юратать."

Мĕн сĕнÿ парасран сехрĕр хăпнă тата? Уншăн укçа ыйтмастăп вĕт!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.23 01:07
Вырӑнлӑ сӗнӳ парсан хӑямата ха.Кирлӗ кирлӗ маррисем чуна илеҫҫӗ. Ват пуҫа ваттарать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.23 07:37
Сӗнӳ парассипе Акасапар малти вырӑнта. Ытти ыйтусемпе ӗҫӗ пулсах каймасть. Апла пулсан хӑйне сӗнӳ памалла.
тÿре // 3935.17.3865
2015.04.24 06:26
Кун пеккисем хăйсене "чăнкă" тесе шутлакан чăвашсем хушшинче те пур, шел пулин те. Вăл вăйлă чир пулмалла, унран ниепле те хăтăлаймаççĕ иккен. 50, 60, 70-ре те...
Атила // 3913.58.4645
2015.04.24 11:43
"Мӗскӗн пуличчен вӗҫкӗн пулар"-теҫҫӗ Ельчӗксем.Чӑннипех чӑнкӑ чӑвашсем.
Agabazar // 2332.44.5924
2015.04.24 15:44
Agabazar
"... Вăл вăйлă чир пулмалла,..."

"Чир" тесе эсир тÿрре кăларас çул çине тăратăр. "Чир" мар вăл. Унăн ячĕ урăхла. Преступлени теççĕ ăна.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем