Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Сăмахпа та сиплеме пĕлекенсем

Таисия Ташней05.03.2015 11:083332 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть манăн пульницăна лекмелле пулса тухрĕ. Хам чупса кайнипе мар-ха. Унтан-кунтан темле ыратсан та эмел çăтнипех чăтатпăр та, хальхинче эмел ĕçни те пулăшманнине кура васкавлă пулăшу кÿрекенсем ырă сĕнÿпе пулăшмĕç-ши тесе шăнкăравлас терĕм малтанласа. Пур чухне те йăпăр-япăр вĕçтерсе çитмеççĕ те вĕсем, килессе шанманччĕ. Мĕн ыратни, хăçантанпа кансĕрлени пирки итлесе пĕтернĕ хыççăн адреса ыйтрĕç. Унтан нумай та кĕттермерĕç – шур халатлисем ĕç пÿлĕмне кĕрсе те тăчĕç.

Чи малтанах эпĕ вĕсем епле калаçнине сăнарăм. Ара, ыратнипе ахаль те асапланакан çынна пĕр кăнттам сăмаха та чăтма йывăр. Васкавлă пулăшура ĕçлекен хвельтшерсем лайăхскерсем пулчĕç. Тухтăрсем тепĕр чух çын ăçта ĕçленине пĕлнĕ хыççăн та хăйсен сассине çирĕплетессипе çемĕçтересси пур та, пĕлместĕп, хальхинчисем эпĕ хаçатçă пулнăран ырă кăмăлланмарĕçех пуль тесе шанас килет.

Мана Шупашкарти 1-мĕш клиника пульницине илсе кайрĕç. Çав кун мана тăршшĕпех ăнчĕ. Унти йышăну пÿлĕмĕнчисем те çепĕç калаçаканскерсем лекрĕç. Лаборанчĕ кăна, компьютер умĕнче туса ларакан пике, хăйне чăрмантарса çÿренĕшĕн тарăхрĕ курăнать. Сăмах май, унта юн пама кайран та анма тиврĕ. Те лаборантсене кăнттамлансан та юрать-ши вара – каçхине тепĕр хут ун патне ярсан та тарăхса ĕçлекенни лекнĕччĕ. Тепĕр ирех, ултă сехетре, те виççĕмĕш лаборанчĕ ĕçтешĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмарĕ. Хама илсе аннă санитаркăпа уйрăмах кăнттам калаçрĕ хайхи.

Хирурги уйрăмĕнчисем пирки вара начарпа асăнма пĕр сăлтав та çук. Хампа пĕр палатăра выртакансем те вĕсем пĕри тепринчен ырă кăмăллине палăртрĕç. Коридора тухсан шур халатлисем ытти çынпа епле калаçни хăлхана кĕркелет те, кăнттам пулнине пĕртте сисмерĕм. Ватти-яшши пурте лайăх калаçать. Пĕр çамрăк медсестра кăна хăйне кăтартасшăнни сисĕнчĕ. Анчах вăл эпир врытнă енче марччĕ те, тепĕр постра лараканскер пирки пирĕншĕн вăл ик айкки те тăвайкки пулчĕ.

Çынна сăмахпа та сиплеме пулать тесе, ахальтен каламанах çав. Манăн тĕслĕхĕмре шăпах çавăн йышшисем лексе пычĕç. Хăть санитарки, хăть медсестри, хăть врачĕ – пурте. Ытларахчĕ çавăн пеккисем.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2514.75.6620
2015.03.05 23:08
Agabazar
ПульниЦЦа
2015.03.06 06:47
Аçтахар Плотников
Акапасар яланхилле хӑйӗн 5 пусне хушнӑ...
Agabazar // 4361.3.6047
2015.03.06 07:34
Agabazar
Пĕрре унта ярса ПУС, тепре кунта ярса ПУС, кĕвĕ мая килмесен, вăйăç ури çине ПУС!
Вихтӑр // 4292.84.0894
2015.03.06 11:20
Акапасар хӑта, мӗн каласшӑн пултӑн, пит ӑнланма йывӑр. Те ӑстӑн ҫитместь, те -вӑйхал.
Agabazar // 3170.66.3185
2015.03.07 11:38
Agabazar
Хăвăрăн ăстăн тата хăвăрăн вăйхал пирки ытларах шутлăр. Çынсенне тÿре туса çÿремесен те юрĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем