Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чиперкке: Паян мӗн кун? Тарӑхмалли кун!

Чиперкке27.02.2015 12:262376 хут пӑхнӑ

Сисместӗн-им - сывлӑш ытла та йӳҫӗ?!

Курмастӑн-им - пӳлӗм ытла та тӑвӑр?!

Туймастӑн-им - кӑмӑл хӑрушӑ хуҫӑк?!

Илтместӗн-им - хурлӑхлӑ манӑн сӑвӑ?!

 

Паян ҫӗнӗ кун пит тӗксӗм те пушӑ!

Паян сар хӗвел - ҫунса кайнӑ пӗлӗм!

Паян чун хыпмасть таса юратушӑн!

Паян чун ыйтать вуламашкӑн кӗлӗ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем