Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тӗлӗнмелли чылай

Софья Савнеш20.07.2014 18:344484 хут пӑхнӑ

«Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле», — теҫҫӗ. Ҫапла, тӗлӗнмелли чылай.

Роб Феререл парикмахер

Роб Феререл парикмахер чӑн-чӑн ӳнерҫӗ теме пулать. Анчах вӑл ҫӳҫпе усӑ курса картинӑсем тӑвать. Вӑл АПШри Техас штатӗнче пурӑнать. Унӑн хӑйӗн парикмахерскийӗ пур. Роба пуҫ ҫинче хӑйне евӗр портретсем ӳкерет, ҫавӑнпа ӑна чылайӑшӗ паллать. Ун патне спорт командисен фаначӗсем, мероприяти ертӳҫисем, телекурав ҫӑлтӑрӗсем ҫӳҫ кастарма килеҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ - чӑнах та тӗлӗнмелле боди-арт.

Чи ҫӳллӗ хӗр

Турцири 17 ҫулти хӗр – чи ҫӳлли. Румеиса Гелги, 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗшскер, рекордсен Гиннес кӗнекинчен ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ.

Джордж Олдрич сӑмси

Джордж Олдрич НАСАра яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлать. Ҫук, вӑл эксперт мар. Олдрич шӑршласа пӑхмасӑр пӗр япалана та космоса ямаҫҫӗ. Ӑна «Ноздрядамус» ятпа та пӗлекеҫҫӗ. Вӑл ҫӗр-ҫӗр астронавта хӳтӗленӗ темелле. Мӗнле? Космос карапне вырнаҫтармалли япаласене шӑршласа пӑхса.

Велисипедҫӑсен экскалаторӗ

Норвегири Тронхейм хули сӑртлӑ вырӑнта ларать. Ку вара велосипедистсемшӗн чӑрмав кӑларса тӑратать. Спортӑн ҫак тӗсне сыхласа хӑварас тесе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ экскалаторсем хута янӑ. Вӗсем велосипедистсене тӑвалла хӑпарма пулӑшаҫҫӗ.

Сунчӑксен тӳпи

Португалири Агеда хулинче «сунчӑксен тӳпи» пур. Ӳнер инсталяцине Португалири Sextafeira Produҫões компани тунӑ. Ку акци ҫулсерен иртет. Виҫӗ ҫул каялла ӑна пӗрремӗш хут йӗркеленӗ.

Стадионран кинотеатр тунӑ

Германири Берлин хулинчи Альтен Ферстерай стадион футбол енӗпе иртнӗ Тӗнче чемпионатӗнче кинотеатра ҫаврӑннӑ. Фанатсем унта 750 диван вырнаҫтарнӑ. Унтах пысӑк телевизор лартнӑ. Телевизор патӗнчи стенана обой ҫыпӑҫтарнӑ. Стадиона кирек кам та тӳлевсӗр кӗме пултарнӑ. Анчах вырӑнсене лотерея вылявӗпе салатнӑ. Дивансем ҫине 12 пине яхӑн ҫын ларма пултарнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем