Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

sahvandey: В.Д. Димитриевпа сывпулашни

sahvandey23.03.2013 17:294304 хут пӑхнӑ

Эх! Мӗскӗн Шупашкар чӑвашӗсем,пӗри министр ,тепри ректор ЧГУ ,ҫавӑн пек тӑванӗсене йывӑр вӑхӑтра та чӑвашла ӑшӑ сӑмахсем тупса калаҫаймастӑр та эсир,сиртен мӗн кӗтмелли пур чӑваш чӗлхине ҫӗклес тесе ӗҫсем тӑвӗҫ тесе.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вихтăр // 1974.89.5934
2013.03.26 12:07
Савантей, тăванăм. Тăванĕсем ячĕпе калаканни те чăвашлах каласа йăпанаймарĕ. Çавăнпа вĕсене кирлĕ те пулман пулĕ мĕнле чĕлхепе пуплени. Анчах пирĕн хушăри Хастар хĕрÿллĕ те вичкĕн сĕмах калама пултарнă. Пулмарĕ, кун пек чухне вăйпа калаçтараймăн, шалти туйăм пулмасан.
Agabazar // 3948.30.0131
2013.03.26 13:10
Agabazar
Вихтăр:"...Пулмарĕ, кун пек чухне вăйпа калаçтараймăн, шалти туйăм пулмасан."

Вăт çак япалана КАПИТУЛЯЦИ теççĕ
Вихтăр // 1974.89.5934
2013.03.26 15:05
Акасапар, кала тĕрĕссине. Кама калаçма ÿкĕте кĕртме пултартăн калаçма, шухăша улăштарма. Кунта хуть Капитуляци те, хуть Парăнни те; хуть те мĕн кала- пулăмĕ улшăнмасть. Хăвăн тĕслĕхпе, хăвăн тунă Утăмсемпе ÿкĕте кĕрт халăха, вара мĕн те пулин шăтса тухĕ.
Agabazar // 2387.50.4600
2013.03.26 17:48
Agabazar
В.Д.Димитриева та чĕрĕ чухне тĕл пулсан Эсĕ тесе танклаттарнă пулăттăр-и? Е тата прокурорсем патне кĕрсен? Вĕсемпе те "эсĕлле" выляма пуçлăттăр-и? Тоттă!
sahvandey // 2907.37.9315
2013.03.26 18:59
Пулă пуçĕнчен çĕрет теççĕ. Эпĕ çавна кăна калас терĕм. Министртан тĕслĕх илсе кайран зам.главы Цивилького р-на тухса калаçрĕ. Вăл çамрăк каччă килĕнче чăвашла кăна калаçни курăнсах тăрать,вырăсла сăмахсене аран-аран пуçтарса каласа пĕтерчĕ. Министр тăван чĕлхене хисеплемесен ытти çынсенчен мĕн ыйтмалли пур ĕнтĕ.
Agabazar // 1459.51.4644
2013.03.26 19:14
Agabazar
Вихтăрсемпе Тимерсем пачах урăхла калаçаççĕ! Вĕсен шучĕпе министрсенчен нимĕн те ыйтма юрамасть. (Пурăнччĕр, имĕш, хăйсене пĕлнĕ пек) Пуриншĕн те темĕнле Акапасар айăплă иккен(?)
Якур // 1039.8.4424
2013.03.27 10:35
Акасапара хуравлам-ха: турра шĕкĕр эс Прокурор та, Министр та, следователь те мар. Эс хăвна пĕр çухрăмрах ЭСИР тесе калаттарăттăн. Ăнлан, эс тени пирĕн авалхи несĕлсен йăли-йĕркинчен килет теç те. Те тĕрĕсех. Вообще, сан тĕпчев ĕçĕсем чарăнса лармаç-и кунта çыркаланипе?
Тури Вихтăр // 7902.9.3748
2013.03.27 12:34
Акасапар, хăв çине нумай ан ил-ха. Эс халлĕхе элтепер те, кăлапа та мар. Çавăнпа К.Г.Яковлев ЧНК ларăвĕнче каланă сăмахсене илсе кăтартам: обычно ругают или хвалют когда что-нибудь сделают, сотворят. А Архипов ничего заметного не сотворил за столько лет, ругать не за что. Терĕ те сăмахне пĕтерчĕ. Коротко,ясно. Акасапара та айăпламалли çук
Пурис // 4225.14.3266
2013.03.30 18:54
Эп шутланă тăрăх Эс е Сан тени кунта ытлашшиех хумхантармалла мар пек. Пирĕн хамăрăн несĕлсем умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçламалла,Сумлă Чăваш ывăлĕ-хĕрĕсенне те паллах.Сăмахран,В.Димитриевшăн Эс тени хисеплеменнине кăтартмаçчĕ пулех. Уншăн историри тĕрĕслĕх Хисепре пулнă.
Якур // 3013.69.4183
2013.04.02 07:05
Эп пĕлнĕ тăрăх кунта тема: эпир хамăрăн Глыба-cемпе те чалт хамăрăн чĕлхепе сывпуллашма пултарайманни çинчен сăмах пуçарнă. Ку япала тăванĕсен тата çывăх ĕçчешĕсен теми ĕнтĕ. Акапасар кунта та хăйĕн "Прокурор" темине тата "Эс" темине çыпăçтарать.Или вĕсем Тĕп темăпа çыхăннах-ши? Енчен те Акасапара уйрăлу сăмахне Чăвашла калаттарман пулсан, çыхăну пур тесе калама пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем