Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ларина: "Хыпар" сайчӗ

Ларина27.12.2011 09:274326 хут пӑхнӑ
Йӑхташӑмӑрсем! Пирӗн, чӑвашсен, тӗп хаҫат - "Хыпар". Анчах мана унӑн сайчӗ питӗ кӑмӑла пымасть: меллӗ мар, грамматика пирки те асӑрхаттарусем сахал мар тума пулать (мӗн тени пулать вӑл "чӑваш радиови"?). Сайтне ҫырса яма хӑтланса пӑхрӑм - вӑтам ӑслисем валли мар иккен, пӗр енлӗн кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Нивушлӗ "Хыпарта" компьютера кӑшт лайӑхрах пӗлекен ҫын ҫук-ши? Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене пӗлтерӗр, тархасшӑн.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.12.29 00:31
Аçтахар Плотников
«радиовĕ»: «радио» сăмах çавăн пек камăнлăх категоринче çырăнать (çыру —> çырăвĕ, кану —> канăвĕ, пуху —> пухăвĕ).
2011.12.29 21:20
Аксар Чунтупай
Эп "Хыпар" хаçата тахçанах çырăнмастăп та, вуламастăп та... Вăл макулатура çеç. Унта тŸре-шара ĕçĕ-хĕлне çеç çутатаççĕ. Халăх шухăш-ĕмĕтне арчана питĕрсе илнĕ тейĕн... Пĕтерчĕ хаçата хальхи редактор... Чăваш чĕлхи те пĕтрĕ ăна пула...
2011.12.29 21:21
Аксар Чунтупай
У них нет ведь и собственного сайта... Эх, так опускаться в наше время... Этот и то на портале cap.ru
Тимер // 5574.4.5423
2011.12.29 23:00
Хусанти чăвашсем валли "СУВАР" хаçат тухать.Çавна çырăнса илетĕп."ХЫПАР" хаçата вунă çула яхăн çырăнмастăп.Наци политики пирки суйса çырать хаçатăмăр.Çивĕч статьясене пичетлемеççĕ.
Микула // 6643.1.4315
2011.12.30 23:58
Илле Иванова "Хыпар2хаçата парсан тираж тÿрех вунă хут ÿсет."ВЗЯТКА"хаçата вунă тенкĕпе сутма пуçларĕç Илле çырма пуçласан.
МАТВЕЙ // 1498.58.7274
2012.01.26 08:24
ТУТАРСТАНРА ТУХАКАН "СУВАР" ХАçАТА ЭПĕ ИНТЕРНЕТРА ВУЛАТăП. "ХЫПАР" ХАçАТА ИНТЕРНЕТРЕ ВУЛАМА ПУЛАТЬ-И?
2012.01.26 08:47
Эпĕ хаçата яланах çырăнса илсе. Сайтра та вулакалатăп. Cap.ru сайта кĕнĕ хыççăн чăвашла вариант çине пусатăп, кайран Чăваш МИХĕсем. Унта темиçе хаçатпах паллашма пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем