РУССКАЯ ВЕРСИЯЧĂВАШ ВЕРСИЙĚ
ENGLISH VERSIONESPERANTO VERSIO
Уйăх çути — çул çути, хĕвел çути — кун çути.
  :: Vyacheslavna усă курaкан дневникĕ
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
 
 Vyacheslavna усă курaкан дневникĕ

Vyacheslavna усă курaкан дневникĕ


 Зотовы - фамилия особая

 2010-07-09 09:39:26 :: 167 хут пăхнă
Нумаях пулмасть Мускавра "Зотовы - фамилия особая " энциклопеди пичетленсе тухрĕ.Ăна Мускавра пурăнакан паллă ăсчахсем кăларнă.Мускавра 600 пин ытла Зотов хушаматлă çын пурăнать иккен.Вĕсем пĕрле пухăнса июнĕн 9-мĕшĕнче çулленех Зотовсен тĕлпулăвне йĕркелеме йышăннă.Петĕр патшан пĕрремĕш вĕрентекенĕ Зотов Никита Моисеевич пулнă. Зотов хушаматлă дворянсен ятарлă герб та пулнă. Вĕсем хушшинче паллă çынсем питех те нумай иккен.Зотово, Зотовы, Зотовцы, Зотов тата ытти ялсем ,Зотово кӳлĕ, Зотов бастион, Зотовский проспект тата ытти тĕрлĕ вырăнсене Зотовсем йĕркеленĕ.
Малалла...

Кăмăл: счастливое

 Хутшанаймарамар

 2010-05-20 21:29:37 :: 427 хут пăхнă
Константин Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнĕ ятпа ирттерекен интернет-викторинăна ачасене хутшăнтарас терĕм. Чăннипе манăн хушша кĕрес çук-ха.Эпĕ чăваш чĕлхи учителĕ мар, конкурссене ачасене явăçтарма юратакан , тăван чĕлхене юратакан хастар чăваш кăна. Шкулта интернет пĕр кабинетра кăна, ачасем унпа усă кураймаççĕ. Çавăнпа та эпĕ ытларах чухне вĕренекенсене заметкăсене хам пичетлесе ярса паратăп.
Интернет-викторина ыйтăвĕсене пĕр вĕренекенпе ответлеме пуçланăччĕ, тин кăна хĕрсе кайса ответсене суйлама пуçларăмăр, 5 тĕрĕс ответ тупрăмăр,арçын ача тĕрĕс мар клавиша çине пусрĕ, çыхăну татăлчĕ.
Малалла...

Кăмăл: пессимистическое

 Памятник пулать!

 2010-05-04 20:53:55 :: 574 хут пăхнă
Штанаш тăрăхĕнче паллă вырăнсем нумай. 1842 çулта уçнă шкул зданийĕ çине 1968 çулта çак шкулта 1871 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче И. Н. Ульянов тĕрĕслевпе килни пирки асăну хăми çапнă. Кунтан инçех мар вăрçăра пуçне хунисене асăнса пĕрремĕш ракетчик Иван Николаевич Коннов ăсталанă палăк ларать. Упăкушкăнь ялĕнче пирĕн шкулта вĕреннĕ, вăрçăра пуçне хунă Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Романович Логинов çуралса ӳснĕ çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă.
Кăçал Упăкушкăнь ялĕнче вăрçăра пуçне хунă паттăр салтаксен ячĕпе палăк уçасшăн.

  Пурин перле пулашмалла.

 2010-04-03 15:52:28 :: 702 хут пăхнă
Канашлури "Укçа пуçтаратпăр"статья кашни чăваш чунлă этеме пырса тивме кирлĕ. Николай Плотников бизнесменсем патне кайса калаçасшăн. Эпĕ те темиçе бизнесменпа калаçса пăхрăм . Шкул ачисен хайлавĕсен пуххине шкулăн 165 çулхи юбилейне парнелес тесе.Пĕри те пулăшма кăмăл тумарĕ. Хам вăйпах "Тĕлĕнтермĕш юмахсем" кĕнеке кăлартăм. Район пуçлăхĕ тăрăшса ĕçленĕшĕн 5 пин преми панăччĕ,вырăнти икĕ çын кăштах пулăшрĕç, тепĕр 5 пин пенси укçинчен хушрăм. Сывлăх чипер пулсассăн тепĕр кĕнеке те пичетлесшĕн-ха.
Культура министерствин те пулăшмалла, хăйшĕн тăрăшмасть вĕт вăл.

 Тигр пулашасса шанатап.

 2010-01-06 09:16:30 :: 711 хут пăхнă
Сайтра хамăн "Çăлтăрчăксем" кĕнекене курсан чунтан хĕпĕртерĕм. Тинех вулакансем унпа паллашма пултарĕç. 2010-мĕш çул вĕрентекенсен çулталăкĕ. Кам пĕлет, тен, Чăваш кĕнеке издательстви учительсене, вăл шутра мана та, парне кӳрĕ?
Президент елкине класри икĕ вĕренекен "Тантăш" хаçат чĕннипе хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ.
Аттестаци экзаменĕсем витĕр тухса акăлчанла ППЭ тытрăмăр, ИКТ , проект, урок-зачет...
Вулакансене кĕнеке килĕшессе шанатăп.

 Шкул юбилейе.

 2009-11-09 08:47:07 :: 1726 хут пăхнă
Çак шăматкун Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри 9 çул вĕренмелли шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне чыслăн уявларĕ.Хăнасем питех те йышлăн пуçтарăннă.Кунта ĕçленĕ учительсем: Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Жуков Рудольф Васильевич, Чăваш патшалăх университет профессорĕ, доктор экономических наук Пчелкина Валентина Викторовна, унăн хĕрĕ, çак шкулта вĕреннĕ, ЧПУ доценчĕ, кандиат экономических наук Светлана Николаевна, Чăваш халăх артисткисем Зоя Лисицинăпа Тамара Гурьева юрăçсем, Пĕрçырлан шкулĕн"Илем" ансамблĕ,Етĕрнери 2-мĕш шкулăн ташă ăстисем, Кăкшăм щкул вĕренекенĕсем, Культура çурчĕн юрă ăстисем, "Заветы Ильича"колхозăн хастар ĕçченĕсем, район представителĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, пирĕн шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă халăх çав тери йышлăн пухăнчĕ.
Малалла...

Кăмăл: бодрое
Юрă: Когда уйдем со школьного двора...(Прощальный вальс)

 Экскурсире

 2009-05-19 21:03:41 :: 1020 хут пăхнă
ă Паян эпир шкул ачисемпе экскурсине кайрăмăр.Майăн 19-мĕшпе пионери кунне паллă тăватчĕç. Эпир те яланах çак уява паллă тунă.Кăçал та кăвайт чĕртсе "иккĕсене" çунтарса ятăмăр.Юрăсем юрласа савăнтăмăр.Кашни класс кăвайт çинче яшка-нимĕр пĕçерчĕ,тутлă чей вĕретрĕ.Унтан ăмăртусенче вăй виçрĕмĕр, вĕренекенсемпе танах учительсем те чупрĕç, сикрĕç, упаленчĕç, футбол вылярĕç.Вĕренекенсем мала тухрĕç пулин те, эпир кăмăллă!
Кăмăл: бодрое

 Экспозици

 2009-05-18 21:01:54 :: 915 хут пăхнă
Етĕрне район хыпарĕсемпе паллашрăм.Етĕрнери тĕп библиотекăра Çĕр ĕçченĕсен çулталăкне халалласа "Земля и люди Ядринского края" экспозици уçнă. Пирĕн атте, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александров Вячеслав Александрович ( 20.05. 1929 - 05.10.2005) пурăннă пулсан майăн 20-мĕшпе хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăватчĕ.
Ĕмĕр тăршшĕпе Етĕрне районĕнчи "Заветы Ильича" колхозра вăй хучĕ, чунне парса агономра, колхоз ертӳçинче тăрăшрĕ.
Фойере унăн сăнне вырнаçтарнă,библиотекăна пыракан аттен архивĕпе паллашма пултарать.
Экспозиципе хамăн та май тупса паллашасчĕ-ха.
Малалла...

 Открыти

 2009-01-22 06:58:26 :: 1329 хут пăхнă
Ăнланмалла çырмарăм пулас. Пирĕн ялта та хăй вăхăтĕнче чиркӳ ĕçленĕ, вĕсене хупнă хыççăн пире,çамрăксене, ун пирки пĕлтермен те.

 Открыти

 2009-01-20 21:40:34 :: 1269 хут пăхнă
"Етĕрне районĕн ялĕсем ял тăрăхĕсем тăрăх" статьяпа паллашнă хыççăн вулакансемпе калаçас кăмăл çуралчĕ.Ĕмĕр пурăн ĕмĕр вĕрен ,-теççĕ ваттисем. Паян Л. Ю. Браславский пухса хатĕрленĕ " Православные храмы Чувашии" кĕнекепе паллашрăм. Тĕлĕнмелле открыти турăм. Пирĕн ялта та чиркӳ пулнă иккен!
Церковь Св. Николая Чудотворца, построена на средства купца П.Г.Бакулина в 1899 году.Однопрестольная. Церковь деревянная, теплая, длина с колокольней 4 саж.,наибольшая ширина 4 саж., высота до верхнего карниза4 саж.На церкви 5 глав. Иконостас 3-ярусная, высота 6 саж.
Малалла...
Страницăсем: [1], 2
 
 Шырав
 
 
 Утă, 30
1898
112
Ют Николай Яковлевич, критик, халăх пултарулăхне пухакан, публицист çуралнă.
1933
77
Мурашковский Владимир Григорьевич, сăвăç, çыравçă, тăлмач çуралнă.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Кăмпа Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (426)
Zhendoso Чăваштет или Чувнет? (74)
Vitallina Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (338)
Savantey Татарский язык - второй государственный в РФ (4)
Santăr Çуралнă кун ячĕпе, саламлапăр (298)
d1man1t openttd (4)
ned Укçа пуçтаратпăр / Ищем спонсоров (55)
Admin Чăвашла вěренетпěр (152)
Chavash Android (7)
Hĕvelpi Национальный костюм (295)
Тимĕрке Митяй Чувашские песни (21)
Admin Скоро перепись населения 2010. (8)
d1man1t window 7 и кириллические буковки нашего алфавита (0)
Admin Drupal (20)
Admin Сайтри улшăнусем / Новое на сайте (53)
 
 Кун кĕнекисенче
Вĕлернĕ котэ
Эх, тутлă-çке арбузĕ
Али-баба çĕр хăвăлĕ
Прокуратура çине пăхмалли сăн
Йывăçран тухакан йĕплĕ пралук
Шупашкара килекенсене чаплă фонарь кĕтет
Совет хĕрарăмĕсене хисеп
Михаил Игнатьев Президент пуласшăн мар
Денис Гордеев. Каçма (повесть)
Рекеев тупăкра ÿпне çаврăнса выртнă
Писатель
Пуçри арăш-пирĕш...
Саккуна пăсаççĕ
Чувашия станет биорегионом к 2015 году
«Акатуй-2007»
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"