Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Petrova_Sveta13 усӑ курaкан дневникӗ

Владимир Егорович Харитонов — поэт-лирик, проза ӑсти тата юрӑҫ

  28.02.2018 14:58 | 8123 хут пӑхнӑ

Владимир Егорович Харитонов поэт, юрӑҫ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет

 

Авторсем:

Васильева Вера Вениаминовна, Петрова Светлана Валерьяновна, Пӗтӗмӗшле пелӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем

 

Владимир Егорович Харитонов пурнӑҫ ҫулӗ

Владимир Егорович Харитонов — паллӑ поэт-юрӑҫ, 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Чӑваш поэчӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 1933-мӗш ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Пайсупин ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ.

Малалла...

 

Георгий Леонидович Ефимов (Тусли) — паллӑ ҫыравҫӑ

  20.01.2017 14:33 | 5992 хут пӑхнӑ

70 ҫулхи юбилей ҫывхарнӑ май

 

Георгий Леонидович Ефимов — паллӑ поэт, прозаик, публицист, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ, Раҫҫӗй Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ. Вӑл 1947-мӗш ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Турхан Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Леонид, водитель пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ, Нина Егоровна, тӑван колхозра вӑй хунӑ. Юратнӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, тӗплӗ тума вӗрентнӗ.

1955-1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ.

Малалла...

 

Зоя Алексеевна Нестерова пултарулӑхӗ

  24.12.2015 21:06 | 3916 хут пӑхнӑ

Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑватттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ.

 

Зоя Нестеровӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулман. Ҫамрӑк хӗр Упи вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухать. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Упи вӑтам шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...