Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Паян 2025 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене суйламалли юлашки кун. Сасӑлав онлайн мелпе пырать: https://21.gorodsreda.ru/. Сасӑласа юлӑр!

Шупашкарта пурӑнакансене Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварне е Максимов аллейине суйлама сӗннӗ. Хальлӗхе 51,4 пин ҫын сасӑланӑ. Хӑшӗ ҫӗнтерни паллӑ мар.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ытларах Собор лапамне илем кӳрессишӗн сасӑланӑ.

Кӑҫал сасӑлава 55 объектпа дизайн-проекта сасӑлава тӑратнӑ.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Михаил Николаев пӗчченех кун кунласа каҫ ирттерет. 73 ҫулти мучин пӗр куҫӗ курмасть.

Пӗччен пурӑнсан та ватӑ ҫын хӑйне мӗнпе те пулин хавхалантарма тӑрӑшать. Ватӑ ҫын кроссвордсемпе сканвордсем шӗкӗлчеме юратать.

Ун патне килсе тӑракан курман-илтмен мӑнукӗн ҫырӑвӗсем вара ватӑ ҫыншӑн чун уҫҫи.

«Ҫыру ҫӳретекен мӑнук» волонтёр программине «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑлӑх фончӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ фонд ӗҫченӗ Екатерина Чуйкина пӗччен пурӑнакан мучипе ҫыру ҫӳретет.

Асӑннӑ фонд ун пек программӑна ҫӗршывӗпех пурнӑҫа кӗртет. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи мучие Екатерина нумаях пулмасть тӗрлӗ журнал ярса панӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Муркаш тӑрӑхӗнчи Хорнуй ялӗнчи 70 ҫулти арҫын ҫула кӗскетсе вӑрман урлӑ тухма хӑтланнӑ. Анчах ҫухалса кайнӑ.

Ку хыпар полицие ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре ҫитнӗ. Ватӑ арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл каҫхине Шупашкартан Ивановка таран автобуспа ҫитнӗ, киле вӑрман урлӑ кайма тухнӑ. Ҫухалса кайсан ҫумӑр айне лекнӗ, шӑнса кӳтнӗ.

Алексей Илларионов аслӑ инспектор ертсе пыракан экипаж вырӑна тухнӑ. Инспектор арҫын патне шӑнкӑравласа вӑл ӑҫта пулнине ӑнланма хӑтланнӑ, телевышка патне утма ыйтнӑ. Унтан полицейски машинӑн ҫутӑ тата сасӑ сигналӗсене ҫутнӑ. Арҫын ҫапла тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна киле леҫсе янӑ.

 

Республикӑра
turproezdka.ru сайтри сӑн
turproezdka.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑл тӑрӑх уҫӑлса ҫӳремелли рейссем уҫӗ. «Чӑваш Ен» ятлӑ теплоходсем пӗр сехет ҫӳрӗҫ.

Рейссем кашни кун 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Аслисен билечӗ 400 тенкӗ тӑрать, ачасен - 300 тенкӗ. 5 ҫула ҫитмен ачасем тӳлевсӗрех ярӑнма пултараҫҫӗ.

Рейссем юханшыв навигацийӗ вӗҫлениччен ҫӳрӗҫ.

 

Республикӑра
magadanpravda.ru сайтри сӑн
magadanpravda.ru сайтри сӑн

Синоптиксем ыран ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ. Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн хӑрушлӑх шайӗ «сарӑ» пулӗ.

Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑрлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем, ҫыхӑну линийӗсем, хавшак конструкцисем, реклама конструкцийӗсем, ытти япала арканма пултараҫҫӗ. Ҫул-йӗр ҫинче авари пулас хӑрушлӑх та пысӑк.

«Асӑрхануллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/5650
 

Республикӑра
новости.21.инфо.сайтри сӑн
новости.21.инфо.сайтри сӑн

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри ял хуҫалӑх производителӗсем пулӑшнипе ача пахчисенче 100 ытла агролаборатори уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗсенче 4500 ытла ача ял хуҫалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренет. Ку ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансен 55 проценчӗпе танлашать.

Агролабораторисенче ачасем аграри профессийӗсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашаҫҫӗ - вӑрӑсемпе сӑнавсем ирттереҫҫӗ, микроскоппа тата лупӑпа усӑ курса биологи процесӗсене тӗпчеҫҫӗ, фитолампа айӗнче ӳсекен ӳсен-тӑрана сӑнаҫҫӗ, учебникри сӑнӳкерчӗксене тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн. Халӗ ку ӳкерчӗк ҫук
"На связи" форумри сӑн. Халӗ ку ӳкерчӗк ҫук

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗнчи уяв кунӗсенче массӑллӑ мероприятисем иртмессине пӗлтернӗ. Ҫакна хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тӑваҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи демонстраци, «Вилӗмсӗр полк» акци (вӑл онлайн-мелпе иртӗ), парад тата салют пулмӗҫ.

«Ҫӗнтерӳ чӳречисем», «Ветеран патне - шӑнкӑрав» тата ытти акцисем иртӗҫ.

Сӑмах май, пуш уйӑхӗнче Элтепер Ҫӗнтерӳ кунне уявлвасси пирки хушу алӑ пуснӑччӗ.

 

Республикӑра
moydom.ru сайтри сӑн
moydom.ru сайтри сӑн

Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл арӑмне хӗненӗ.

Ашшӗ амӑшне хӗнени пирки 10 ҫулти ывӑлӗ полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн полици ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех кайнӑ. Чӑнах та, арҫын 29 ҫулти арӑмне хӗненӗ иккен, кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пулнӑ.

Ку кӑна мар-ха, арҫын пӗр эрне маларах арӑмӗ умӗнче пуртӑпа сулкалашса вӗлерессипе хӑратни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ.

Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.

 

Республикӑра
«Про Город» сайтӗнчи сӑн
«Про Город» сайтӗнчи сӑн

Паян Куславкка хулинче иртен-ҫӳрен тӗвесене асӑрханӑ. Вӗсем автовокзал ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ.

Чӗрчунсем хӑйсем кӑна пулман. Вӗсене кӗтӳҫӗ хӑваланӑ. Ҫул урлӑ каҫнӑ саманта водитель видео ӳкерсе «Про Города» ярса панӑ. Урамра утакан ҫак чӗрчунсене курсан ыттисем те – чарӑнура тӑракан ҫынсем, водительсем – тӗлӗннӗ.

Сӑмах май, ҫав тӗвесене Куславккара унччен те ҫынсем асӑрханӑ, питӗ тӗлӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/95755
 

Республикӑра
Николай Пискун. Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Николай Пискун. Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем 10 пин тенке тивӗҫеҫҫӗ. Кун пирки Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтерет.

Пӗлтӗр республикӑра 100 ветеран пулнӑ, 2022 ҫулта – 141. Кӑҫал вара 65 ветеран ҫеҫ пурӑнать. Вӗсене пурне те пенси укҫипе 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Уяв ячӗпе Тӑван ҫӗршвывӑн Аслӑ вӑрҫин сусӑрӗсене те 10 пин тенкӗ параҫҫӗ.

Сӑмах май, паян Шупашкарта пурӑнакан ветеран Николай Пискун 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл Украинӑра ҫуралнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсен савутӗнче ӗҫленӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...581
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 21

1963
61
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
17
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та