Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян хитре янӑракан кун - 23.03.2023 - Чӑваш Енре 49 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.

8 ҫемьене Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменӗнче регистрациленӗ. Тӗп хулари Мускав районӗн администрацийӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 7-шер мӑшӑр ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ. Ленин районӗнче - 6, Калинин районӗнче 5 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Ыттисем - районсенче. Патӑрьел тӑрӑхӗнче 5 мӑшӑра регистрациленӗ.

 

Статистика
www.usynovite.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.usynovite.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра вилекенсен шучӗ 2021 ҫултинчен 4799 ҫын чухлӗ (е 23,5%) сахалланнӑ. Ҫав шутра ҫуралакансен йышӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 1124 ҫын (е 10,1%) чакнӑ.

2022 ҫулта ҫуралнисенчен 3399-шӗ (е 34,1 проценчӗ) ҫемьере пӗрремӗш ача пулнӑ, 3376 ача (33,9%) – иккӗмӗш, 2306 ача (23,2%) — виҫҫӗмӗш, 870 ача (8,7%) — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи.

 

Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 9 ҫын пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ. Кун пирки катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.

Шар курнӑ ҫынсем 40-80 ҫулсенче. Вӗсене пурне те, тӑххӑрӑшне те, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗрисем шӑммине хуҫнӑ, теприсен пуҫ мими чӗтреннӗ.

Ӗнер тухтӑрсем икӗ ҫын патне ҫитнӗ. 40 ҫулти арҫын тата 66-ри хӗрарӑм пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ чухне ӳкнӗ. Хӗрарӑмӑн аяк пӗрчисем, пӗҫҫи хуҫӑлнӑ. Арҫын вара ӳксен тӑнне ҫухатнӑ.

 

Статистика

Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 56 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.

Ку, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчи шалупа танлаштарсан, 32,1 процент пысӑкрах. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан вара, 15,5 процент ытларах ку. Ун чухне республикӑри вӑтам шалу 35798,6 тенкӗпе танлашнӑ.

 

Статистика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ.

Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ.

Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен.

Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85276
 

Статистика

2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, 2021 ҫултипе танлаштарсан, республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ. Ҫапла пӗлтернӗ нумаях пулмасть Чӑвашстат.

Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енри вӑтам шалу 42 пин те 446 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, 2021 ҫулпа танлаштарсан, 13,9 процент нумайрах. Ун чухне вӑтам шалу 39 пин те 865 тенкӗпе танлашнӑ.

 

Статистика
mykaleidoscope.ru сайтри сӑн
mykaleidoscope.ru сайтри сӑн

Пуш уйӑхӗнчи илемлӗ кунсенче – 03.03.2023 тата 23.03.2023 – Чӑваш Енре 80 ытла мӑшӑр пӗрлешме палӑртнӑ.

Пушӑн 3-мӗшӗнче 51 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсенчен 15-шӗ – Шупашкарта. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара 35 мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хут уйӑрттарӗ.

Сӑмах май, кӑҫал пуш уйӑхӗнче республикӑра 241 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84903
 

Статистика
informing.ru сӑнӳкерчӗкӗ
informing.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ҫулхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче пирӗн республикӑран ют ҫӗршыва

5 пин те 28 ҫын тухса кайнӑ. Ун пекки 2011 ҫултанпа та пулман иккен.

Ют ҫӗршыва тухса кайнисенчен 71,3 проценчӗ, е 3 пин те 587 ҫын, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсене тухса кайнӑ, ыттисем (1 441 ҫын) — аякри ют ҫӗршывсене.

Ют ҫӗршыва чылай чухне вӑйпиттисем тухса каяҫҫӗ. Пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ, хӑйсен вӑйне, ӑс-тӑнне шанакан ҫамрӑксем.

 

Статистика
b17.ru сайтри сӑн
b17.ru сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд.

Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.

 

Статистика
argumenti.ru сайтри сӑн
argumenti.ru сайтри сӑн

ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗчӗкленсе пынине пӗлтерет. Иртнӗ эрнере кӑна регистрациленнӗ ӗҫсӗр ҫынсен йышӗ 279 ҫын чакнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑра ӗҫсӗр 4241 ҫын шутланать. Танлаштармашкӑн: кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 4520 ҫын пулнӑ.

Сӑмах май, халӗ ӗҫсӗррисене пособи параҫҫӗ. Чи нумаййи – 12792 тенкӗ, чи сахалли – 1500 тенкӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...46
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 22

1956
68
Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ.
1967
57
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1993
31
Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та