Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Мӑванкӑ — пасарлӑ урам

  03.03.2021 20:31 | 3962 хут пӑхнӑ

Паян эпир сирӗнпе инҫетри Африка континентӗнче вырнаҫнӑ Мӑвинкӑ хулари урамсем тӑрӑх пӑхса ҫӳрӗпӗр. Мӑванкӑ (акӑл. Mwingi, выр. Мвинги) — Кенин Хӗвелтухӑҫ провинцире вырнаҫнӑ пысӑках мар хула, халӑх йышӗпе патшалӑхра 78-мӗш вырӑн йышӑнать. Сӑмах май, Найробинче, Кени патшалӑхӗн шӗкӗр хулинче, 3 миллион ытла халӑх пурӑнать. Ку хулара вара 16 пин ҫеҫ.

Африка, паллах, Европа мар, Google машинисем ку континентри сайра вырӑна ҫитсе курнӑ — ҫавна май пирӗн ытлашшиех суйласа тӑма тивмест.

Малалла...

 

Африкăра ачасем мĕншĕн выçлăхпа аптăраççĕ?

  13.05.2015 17:37 | 3671 хут пӑхнӑ

Африкăн хĕвелтухăçĕнче çур ĕмĕр ытла типĕ çанталăк тăни унти 10 миллион ытла çынна пырса тивнĕ. Пин-пин çемье, çав шутра çара уран чупакан ачасем те, Сомалирен Кение кайнă. Унта çитиччен вĕсем хĕвел хĕртекен çĕр тăрăх шывсăр-апатсăр утнă. Сомалире пурăнма май пулман: тыр-пул пĕтнĕ, выльăх-чĕрлĕх вилнĕ… Кенири çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи халăхăн 37 процентне яхăн выçăпа аптăрать. Сомалири нумай ача çакна пула çул çинче вилнĕ.

Сăнÿкерчĕкре – 2-ри Аден Салаад.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Тен, яланхи пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлӗ. Тепӗр тесен, кирек мӗнле улшӑну та усса кайӗ. Сирӗн ас-тӑна ӗҫлеттерме тивӗ. Анчах ыттисен куҫк умӗнче хӑвӑр епле курӑнасси пирки ан манӑр. Шӑматкун плансене юлашки самантра улӑштарма тивӗ - хатӗр пулӑр.

Ҫӗртме, 01

1990
34
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...