Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раштавӑн 1-3 хушшинче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ II Пӗтӗм Раҫҫей шайри сӗтел хушшинчи теннис ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва ветерансем хутшӑннӑ, парнесене вара «В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти ПО» ФГУП тивӗҫтернӗ. Парнесене ҫӗнсе илес тесе Самар, Жигулевск, Чулхула, Дзержинск, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи, Мари Эл, Тутарстан республикисенчи, Киров облаҫӗн тата Чӑваш Ен районӗсенчи ветерансем кӗрешнӗ.

 

Чӑваш Енри спортсменсем пурӗ 8 ылттӑн, 3 кӗмӗл тата 1 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсем:

* Сергей Иванов (Шупашкар, Раҫҫейӗн Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗн представителӗ, 30-39 ҫулхисем хушшинче ҫӗнтернӗ)

* Сергей Юрьев (УАО «Дорисс» тӗп инженерӗ, 50-59 ҫулхисем хушшинче ҫентернӗ)

* Николай Метлов (60 ҫултан аслӑраххисен хушшинче пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗн вылякансем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ)

* Людмила Климова (50-59 ҫулхисем хушшинче ылттӑн медале тивӗҫнӗ, «В.

Малалла...

 

Хаклӑ Мускав ҫыннисемпе хӑнисем!!! Раштавӑн 24-мӗшӗнче сире пурне те Мускав чӑваш наципе культура автономийӗ Ҫӗнӗ ҫул юрри-ташшине чӗнет!!

 

Уявра:

* чӑваш эстрдин ҫӑлтӑрӗсем концерт кӑтартӗҫ;

* тӗрлӗ конкурссем: «караоке», маскӑсем, маскарад тумтирӗ

* дискотека

 

Мероприяти «Прожектор» КК иртӗ, 15 сехетре пуҫланӗ. 1-мӗш Владимирски ур., 10 "в" ҫурт.

Епле ҫитмелле: Перово е Энтузиастсен шоссе м. ст. хуть те хӑш транспортпа «Слава» кинотеатр таран ҫитмелле. Унта «Прожектор» КК вырнаҫнӑ та (ҫитмели схема кунта).

 

Тепӗр хут! Ӳкерчӗк ҫинче тӗрӗс мар ҫырнӑ, мероприяти вырсарникун, раштавӑн 24-мӗшӗнче иртӗ!!! Пуҫламӑшӗ 15 сехетре!

 

Ӗнер сайтри скрипта улӑштарсаччӗ. Шел, тӗрӗслеме манса кайнӑ... ҫавна пула нумай комментари сайтран ҫухалнӑ. Каялла тавӑрма нумайӑшне пултартӑм, анчах хӑш-пӗрисене тавӑрма пулмасть :(

Сайт администрацийӗ пуринчен те каҫару ыйтать.

 

Чӳк уйӑхӗн 20-мешӗнче Николай Федоров президент Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗнче тивӗҫлӗ указа алӑ пуснӑ. Президент Министрсен Кабинетне Чӑваш Енре Ача ҫулталӑкне ирттермелли мероприятисен анлӑ планне хатӗрлесе ҫирӗплетме хушнӑ.

Планеркӑра ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене пӑхса тухнӑ. Республика ертӳҫи Культура, Экономика аталанӑвӗн министерствисен тата Патшалӑх ҫыхӑну комитечӗн пуҫлӑхӗсен пайӑр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫне сивленӗ, лару-тӑрӑва кӗске вӑхӑтра йӗркелеме хушнӑ.

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен пуҫлӑхӗсене те сӑмах тивнӗ. Ҫак хуласен влаҫӗсем йӑлари хытӑ каяшсене утилизацилес ыйтупа тимлӗ ӗҫлемеҫҫӗ, ҫакӑ муниципалитет тытӑмӗсен ҫумӗнчи территорисенчи экологи лару-тӑравне япӑх витӗм кӳрет. Президент хуласен пуҫлӑхӗсене тивӗҫлӗ органсен ертӳҫисемпе пӗрле ҫуп-ҫап тирпейлекен ҫӗнӗ йышши завод строительствин ыйтӑвне кӗске вӑхӑтра татса пама хушнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат

 

Чӑвашсен йӑли-йӗркине сыхласа упраса хӑварас енӗпе республикӑра сахал мар мероприяти иртереҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вара Муркаш районӗнчи Кашмаш ял культура ҫуртӗнче «Саркайӑк» ятлӑ конкурс иртнӗ. Унта шкул ачисем пӗр-пӗррин хушшинче кам чӑваш халӑх юррисене лайӑхрах юрланине пӗлес тесе кӗрешнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Вӑрнар издательство ҫурчӗн директорне тата тӗп редакторне гонорарсене хӑй аллине илнӗшӗн айӑплав приговорне вуласа панӑ.

2003 ҫултан пуҫласа 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗ таран Фомина хӑйӗн вырӑнне усӑ курса кӑсьине укҫа вӑрласа пурӑннӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх Фомина сакунсӑр автор гонорарӗсене палартнӑ, укҫине вара хӑйне илнӗ. Материалсен авторӗ шутне вӑл предприятире ӗҫлекен бухгалтера ҫырнӑ. Кайран вара, лешӗ укҫине ӑна хӑйне панӑ. Пӗтӗмӗшле Альбина Фомина хӑйӗн кӑсьине 26 пин ытла укҫа чикнӗ.

Гонорарсене хӑй аллине илнӗшӗн Альбина Фоминана икӗ ҫул ҫурӑ условлӑ наказани панӑ. Пӗр ҫул ҫурӑ хушши тӗрӗслев вӑхӑтне иртерме тивӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Енре Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 107 ҫул ҫитнине паллӑртаҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче «Ҫеҫпӗл сасси» ятлӑ регионсем хушшинчи фестиваль иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх уяв 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче уҫӑлнӑ «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗрӗ» мемориаллӑ комплексра иртнӗ. Комплексра кашни ҫул регионсем хушшинчи фестиваль, тата «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗ» ятлӑ ҫамрӑк сӑвӑҫсен конкурсӗ иртет. Ку ҫулта фестивале Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Красноармейски, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ушкӑнсем хутшӑннӑ. Уява ҫавӑн пекех Тутарстан Республикӑри Теччӗ хулинчи хӑнасем те ҫитнӗ.

Малалла...

 

Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсен диаспори чӳк уйӑхӗн 25-мешӗнче «Тӑван» ятлӑ чӑвашсен ассоциацине туса хунӑранпа 15 ҫул ҫитнине палӑртасшӑн! «Тӑван» ассоциаци пурӗ 30 пин чӑваша пӗрлештерет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ытларах студентсемпе ҫамрӑк ҫынсемпе ҫыхӑну тытасшӑн. Чулхула ҫыннисем, атьӑр перле пулар!

 

Ҫакна каласа хӑвармалла, сехете Чистополь хулинчи «Хӗвелтухӑҫ» (Восток) ӑслӑлӑхпа производство пӗрлешӗвӗ хатӗрленӗ. Сехетӗн диаметрӗ 2,10 метр, йывӑрӑшӗ 60 килограмм. Сехет пичӗ шурӑ тӗслӗ, хисепӗсемпе сӑннисем — хура тӗслӗ. Сехет ӑшӗ электроникӑллӑ. Ҫитес вӑхӑтра чан ҫапакан механизма вырнаҫтармалла. Каҫхи вӑхӑтра чанӗ ӗҫлемест.

 

Страницӑсем: 1 ... 3609, 3610, 3611, 3612, 3613, 3614, 3615, 3616, 3617, 3618, [3619], 3620, 3621, 3622, 3623, 3624, 3625, 3626, 3627, 3628, 3629, ... 3633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 21

1963
61
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
17
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...